Паян Шупашкарта тӳре-шара кӗреҫе йӑтса кӳлмеке йывӑҫ лартма тухнӑ. Ку ӗҫ "Вӑрмана упрар" акципе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Акцие ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Тӳре-шара нимеҫӗсемпе пӗрле кӳлмекре ҫӑка хунавӗсене лартнӑ. Вӗсен йышӗнче ирга та пулнӑ. Пӗтӗмпе - 71 тӗп.
Сӑмах май, кӳлмек реконструкцине пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеймен. Халӗ унта хунавсем ешерӗҫ.
Паян Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗтӗм мӑкӑрланма пуҫланӑ. Ӑна ҫынсем кӑнтӑрла иртни 3 сехет ҫурӑра асӑрханӑ.
Унта Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 7-мӗш шкул ҫуннӑ-мӗн. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Чӳречинчен ҫӑра тӗтӗм тухнӑ.
Сӑмах май, шкул ҫуркуннеренпе хупӑ, унта юсав ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хальлӗхе пушар пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын суя укҫапа усӑ курнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫын телеграмра 2 пин тенкӗлӗх икӗ суя укҫа туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сутакан ҫын ӑна вӑрттӑн вырӑна хурса хӑварнӑ. Ку кайса илнӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын лавккана кайса электрон пирус туяннӑ. Сутуҫӑ ӑна сдача панӑ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейре Географи диктанчӗ иртӗ. Чӑваш Енре кӑҫал та ӑна Шупашкарти Наци музейӗнче ҫырӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Географи диктантне тӑватӑ вариантран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен кашнинех 40 ыйту кӗрӗ, вӗсене икӗ пая пайлама пулать. Никӗс шайӗ шутланакан пай 10 ыйтуран тӑрӗ. Ута пурте пӗлекен географи факчӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗш пайӗнчи 30 ыйтӑва хуравлама пуҫа кӑштах ватма, ӗҫлеттерме тивӗ.
Диктант ҫырасси музейра юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Географи пӗлӗвне dictant.rgo.ru сайтра та тӗрӗслеме пулать. Онлайн-тест юпа уйӑхӗн 30-мӗшенче 14 сехетре пуҫланӗ те чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) вӗҫленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти арҫынна палламан ҫынсем улталама, унран 900 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланнӑ. Анчах ватӑскер хӑйне улталама паман.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та мӑнукӗ аварие лекнине пӗлтернӗ. Куншӑн мӑнукӗ айӑплӑ-мӗн, хӗр шар курнӑ имӗш. Кӗҫех тепӗр арҫын калаҫӑва хутшӑннӑ, следователь-мӗн. Хайхискер ыйтӑва 900 пин тенкӗпе татса пама шантарнӑ.
Старик ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ, анчах хайхи следователь ҫакна тума чарнӑ, вӑл манукӗн характеристикине илме кайнӑ имӗш. Старик ӑна кӗтсе илессине пӗлтернӗ. Кӗҫех телефон патне арҫын пынӑ, ывӑлӗ имӗш. Ватӑскер унран вӑл, хӑйӗн ывӑлӗ ӗнтӗ, ӑҫта ӗҫленине, арӑмӗ мӗн ятлине ыйтнӑ. Хуравӗ пулман. Ҫапла 91 ҫулти старик телефона сӳнтернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев.
Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать.
Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ.
Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта 1500 ача вӗренмелӗх шкул хута ярӗҫ. Ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Вӗренӳ учрежденине «Тус» строительство компанийӗ хӑпартӗ. Шкула тума хыснаран 1 миллиард та 408 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Асӑннӑ суммӑран 569,9 миллионне килес ҫул уйӑрӗҫ, 2024 ҫулта – 838,1 миллион тенкӗ.
Шкул Лукин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулӗ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта вӗренекен Федор Матросов Чӑваш Ене пӗрре мар тӗлӗнтернӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 килограмм таякан кавӑн ӳстернӗ, кӑҫал вара унӑн пахчинчи ҫак ҫимӗҫ – 73 килограмм. Вӑл тӗнчери чи пысӑк пулакан сорт пулнӑ – «Атлантический гигант». Федор ӑна ҫуркуннех акнӑ, фитолампа айӗнче ӳстернӗ. Ҫулла пахчана тухса лартнӑ. Ҫимӗҫ пысӑк пултӑр тесе ытлашши хунавӗсене татнӑ. Хальлӗхе арҫын ача пысӑк кавӑнпа мӗн тумаллине палӑртман.
Федор тахҫантанпах ӳсен-тӑранпа кӑсӑкланать. Кавӑнсӑр пуҫне вӑл помидор, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет. Арҫын ача ҫитӗнcен агроном пуласшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |