Шупашкарти аэропортра ӗнер, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 450-мӗш пассажира регистрациленӗ. Аэропортшӑн ку вӑл — рекордла кӑтарту.
Юбилейлӑ пассажир — Шупашкарти Лариса Николаева. Вӑл каланӑ тӑрӑх, аэропорт пулӑшӑвӗпе вӑл час-часах усӑ курать. Ӗнер хӗрарӑм Мускава «Победа» авиакомпани самолечӗпе вӗҫсе кайнӑ. Ӑна авиапассажирсене кӗтсе лармалли хӑтлӑ залпа усӑ курма сертификат панӑ.
Танлаштарма: 2017 ҫулта Шупашкарти аэропорт пулӑшӑвӗпе 251 пин пассажир усӑ курнӑ. Кӑҫал, ав, — 450 пин ҫын.Тепӗр майлӑ каласан, Шупашкартан тӗрлӗ хулана самолётпа вӗҫекен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать.
Шупашкарта чӑрӑш пасарӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Хулари 18 вырӑнта чӗрӗ чӑрӑш туянма пулать. Мускав районӗнче – 10 пасар, Ленин районӗнче – 4 пасар, Калинин районӗнче те 4 пасар ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хупӑнӗҫ.
Тӗслӗхрен, чӗрӗ чӑрӑша Павлов мичман урамӗнче, «Европа» суту-илӳ ҫуртӗнче, Энтузиастсен урамӗнче, Хусанкай урамӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче туянма пулать.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнӑҫнӑ ача-пӑча инфекци пульници кӑшӑлвируспа чирлӗ ачасене йышӑнать.
Унта пӗчӗк пациентсем, ҫав шутра йывӑр чирлекенсем те, лекеҫҫӗ. Тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, раштавӑн 10-мӗшӗнче реанимаци уйрӑмне икӗ ача лекнӗ. Пӗри ҫулталӑк та тултарман. Иккӗшӗн те – карланкӑ стенозӗ. Кун пек чухне ИВЛпа сывлаттараҫҫӗ. Юрать, халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ.
Сӑмах май, кунти «хӗрлӗ зонӑна» уйӑхсерен 100 ытла ача лекет.
Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ.
Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук.
Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха.
Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма хайхискер такамсем ун ячӗпе кредит илсе тултарнӑ тесе пӗлтернӗ. Кӗҫех «йӗрке хуралҫи» те шӑнкӑравланӑ. Япӑх хыпара вӑл та ҫирӗплетсе панӑ. Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ. Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман.
Хӗрарӑм хӑй унччен пухса пынӑ укҫана тата банкран 360 пин тенкӗ кредит илсе ют ҫынсем каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса янӑ.
Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ.
Шупашкарта ҫынсем машина тӑррине чӑрӑш лартнӑ водителе асӑрханӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатнӑ. «Волгӑна» гирляндӑпа тата мишурапа илемлетнӗ.
Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машина Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӑ.
«Ҫул тӑршшӗпех манпа пычӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Шупашкарти икӗ троллейбусра кондукторсем ҫук. Вӗсен вырӑнне валидаторсем «ӗҫлеҫҫӗ». Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет.
Хальлӗхе ку системӑпа тест шайӗнче кӑна тӗрӗслӗҫҫӗ. Валидаторсене 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбусра вырнаҫтарнӑ. Унта банк карттипе тата транспорт карттипе блеет илме пулать. Укҫапа тӳлекенсене водитель билет парать.
Тест ӑнӑҫлӑ иртсен валидаторсене пур троллейбуса та вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех линире тӗрӗслев вӑйланӗ, пассажирсене кашни кунах тӗрӗслӗҫ.
«Юрма» агрохолдингӑн харпӑрлӑхне кӗрекен «Ярмарка» суту-илӳ комплексне аукциона тӑратнӑ. Панкрута тухнӑ организацийӗн ытти пурлӑхӗпе пӗрле ӑна пӗр лотпа сутаҫҫӗ. Туянакансене суту-илӳ комплексӗ кӑна мар, вокзал ҫумӗнчи «Елена» супермаркет ҫурчӗ, «Фаворит» ресторан, ҫӗр лаптӑкӗсем, хатӗр-хӗтӗр тата ытти япалана туянма сӗнеҫҫӗ. Лотра ҫавӑн пекех тракторсем, автобуссем тата ытти тӗрлӗ пурлӑх пур.
Лот хакӗ 1 млрд 199 млн танлашать. Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ. «РАД» электронлӑ суту-илӳ площадкинче вырнаҫтарнӑ информаци тӑрӑх лотпа иккӗн кӑсӑкланнӑ. Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен маларах «Юрма» пурлӑхне 3,2 млрд тенкӗлӗх сутнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта хӗр автобус айне пулнӑ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта, «зебрӑпа», ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус пырса кӗнӗ.
Ку видеокамера ҫине лекнӗ. Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть. Ҫав вырӑнта елка ҫути ҫеҫ ӳкет. Руль умӗнче 63 ҫулти арҫын ларнӑ.
Ӗнер ҫав хӗр пульницӑра вилнӗ. Вӑл 22 ҫулта пулнӑ. Общество хастарӗсем авари хыҫҫӑн ҫав вырӑна ҫутӑ лартма ыйтнӑ. Халӗ унта ҫул урлӑ каҫакансем лайӑхрах курӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |