Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта сӑмах «RedWings» пирки пыратчӗ.
Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарать. Малтанласа «RedWings» Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫме, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалма палӑртса хунӑччӗ.
Халӗ вара Шупашкара самолётсем вӗҫтерекен ҫӗнӗ авиакомпани расписание ылмаштарассине пӗлтернӗ. 100 пассажир лармалӑх суперджет нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Питӗре кӗҫнерникунпа шӑматкунсерен вӗҫме тытӑнӗ. Ҫула вӑл 20 сехет те 40 минутра тухӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вӑйӑ салонӗ ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вокзал ҫумӗнче ӗҫленӗскерӗн нимӗнле вывеска та пулман.
Унта пули-пулми ҫын кӗреймен, хӑш-пӗри ҫеҫ, хӑйсеннисем, лекейнӗ. Астармӑш вӑйӑсене юратакансем валли унта 11 компьютер пулнӑ.
Полицейскисем салона ухтарсан пӗтӗм техникӑна туртса илнӗ. Кунсӑр пуҫне унта укҫа пулнӑ: 55 пин тенкӗ. Халӗ Шалти ӗҫсен министерствинче кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 79 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн килти телефонӗ ҫине палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӗрӗн тусӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер мӑнукӗ айӑпӗпе авари пулни пирки каланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ ан пуҫарччӑр тесен укҫа памалла-мӗн. Кун валли 1 миллион тенкӗ кирлӗ имӗш. Ватӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнипе палламан ҫын мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Анчах унӑн ун чухлӗ укҫа пулман, мӗн пуррине парса яма килӗшнӗ.
Кӗҫех ун патне арҫын килнӗ, 300 пин тенке тата апат-ҫимӗҫ илсе кайнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм мӑнукӗпе нимӗн те пулманнине пӗлнӗ.
Ҫав кунах 83-ри тата 73 ҫулти хӗрарӑмсем полицие пынӑ. Вӗсем те ҫавнашкалах улталаннӑ. Пӗри – 100 пин, тепри 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ ан пуҫарччӑр тесе алимент парӑмне татнӑ.
Ҫак арҫыннӑн алимент парӑмӗ 650 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Унӑн банк счечӗсене арестленӗ, харпӑрлӑхри хваттерне регистрацилеме чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарасси те ӑна хӑратнӑ, ҫавӑнпа вӑл парӑма татнӑ.
Арҫын экс-арӑмне кӑштах алимент тӳлесе тӑнӑ-ха, ҫапах парӑм пухӑнсах пынӑ. Приставсем унпа калаҫу ирттернӗ, парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ку арҫынна витӗм кӳнӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр ҫурт подъезчӗн тӑрринче хӗр виллине тупнӑ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ҫирӗплетнӗ.
Ку Ярмӑрккӑ урамӗнчи 19-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче пулнӑ. Ҫурт 25 хутлӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 10-мӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑнта полици ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, следовательсем ӗҫленӗ. Хӗр 23 ҫулсенчи пек курӑнать.
Кӑшӑлвируса сарӑлма чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта тунтикунран пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисене те дистанци мелӗпе вӗренме ямашкӑн йышӑннӑ.
Хальлӗхе ачасене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренме янӑ. Лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрӗҫ. Вӑл мӗнле пулнине кура кайран тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарти шкул ачисем ӗнертенпе дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑри хӑш-пӗр шкулсем те ҫапла вӗренме пултарасси пирки каланӑ.
Мускавра Чӑваш Ен ҫынни вилнӗ. Тепӗр тесен пирӗн республика ҫынни тесе ҫирӗплетсех калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен машинӑсен регион номерӗ тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтарх ҫынни урӑх ҫӗрте те пурӑнма пултарать.
Ҫӗнӗ Мускаври инкеке лекнӗ грузовик номерӗнче 21-мӗш регион тесе кӑтартнӑ. Груз турттаракан машина водителӗ инкек вырӑнӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Мускаври ҫул ҫавринчи инкекре 6 грузовик пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫав шутра — 21 регионти «Валдай» машина та. Унӑн номерӗ — К480ОЕ 21. Ҫав машина икӗ автомобиль хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.
Пӑтӑрмахра тата тепӗр ҫын шар курнӑ. Ӑна вертолётпа пульницӑна илсе кайнӑ.
О. Беспалов урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) КК нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Когда поют солдаты» (чӑв. «Салтаксене юрланӑ чух») салтак юррин фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хулин Мускав районӗн администраци пресс-служби пӗлтерет. Фестиваль 14:00 сехетре пуҫланать.
Фестивале ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Афганистанра пуҫ хунӑ Олег Беспалова асӑнса ирттерӗҫ. Культура мероприятийӗ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне палӑртнӑ май иртӗ.
Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 8 ҫултан пуҫласа.
Олег Беспалов — Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ (вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ). Унӑн ятне Шупашкарти пӗр урама, ҫавӑн пекех вӑл вӗреннӗ 7-мӗш вӑтам шкула панӑ. Ун ячӗпе унсӑр пуҫне спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Шупашкарта 25 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ушкӑнӑн страницинче пӗлтернӗ.
25 ҫулти Тимур Данилов кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ Пульница комплексне кайнӑ. Унтанпа унран сас-хура ҫук. Ӑна нимеҫӗсем, тӑванӗсем, полици ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. Тимурӑн хӑйӗн ҫумӗнче телефон пулман. Вӑл килсӗр йытӑсен приютӗнче нимеҫӗ пулни паллӑ.
Тӑванӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, унччен Тимур нихӑҫан та нумайлӑха тухса кайман. Ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшӗ куляннипе пӗтӗм пульницӑна, моргсене шӑнкӑравланӑ. Тимур пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарти Алькешре ҫӗнӗ ача пахчи уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ кун нарӑс уйӑхӗнче ҫитӗ.
Ача пахчине 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Подрядчик строительство ӗҫӗсене 2021 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Хальччен вӑл тӗрӗслев органӗсем панӑ асӑрхаттарусене тӳрлетеҫҫӗ. Ҫавӑн пеке сӗтел-пукана лартнӑ, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ.
Ача пахчинче ӗҫлекенсене тупса пӗтернӗ. Ачасен ушкӑнӗсене те пуҫтарнӑ.
Сӑмах май, Шупашкарта пӗлтӗрех хута яма палӑртнӑ тӑватӑ ача пахчин алӑкӗсем уҫӑлман. Вӗсем «Университет», «Лента», «Благовещенский» микрорайонсенче тата Алькешре.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |