Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ. Ку 20 сехет те 20 минутра Мари Элти Звенигово районӗнчи «Кокшайск – Красногорский» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ, 39 ҫулти арҫын, малта пыракан транспортран иртсе кайма тӑнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 5 ҫын шар курнӑ: ҫӑмӑл машинӑн 28 ҫулти водителӗ тата микроавтобусри 4 пассажир.
Ҫӑмӑл машина водителӗ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл автобусри суранланнӑ ҫынсене медпулӑшу кӳнӗ. Чылайӑшӗ тутине, сӑмсине амантнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» культурӑпа кану паркӗнче Хӗл Мучи ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ачасене курма Хӗл Мучипе пӗрлех Юрпике те хавас пулӗ.
Юмахри ҫав сӑнарсем ятарлӑ графкпа ӗҫлӗҫ: раштав уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче 14:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен, кӑрлачӑн 1-9-мӗшӗсенче — 12:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен.
Хӗл Мучие ачасем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартма, сӑвӑсем вуласа пама, юрӑсем юрлама пултарӗҫ. Паркра ҫавӑн пекех тӗрлӗ фотозона ӗҫлет.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленине Елена Сахарова ертсе пыма тытӑннӑ. Тилхепене ӑна раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тыттарнӑ.
Елена Петровна вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул ытла ӗҫлет. 2012 ҫултанпа вӑл вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Дмитрий Захарова республика Правительствине ӗҫлеме илсе кайсан (вӑл унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн должноҫне йышӑнчӗ) пушаннӑччӗ. Елена Сахарова ҫав кунранпа вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина.
Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ йӑла пурнӑҫланма тытӑнать: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци. Сывлӑх енчен хавшак ачасем хӑйсен ӗмӗчӗ пирки ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑрӑш ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳре-шара, ахаль ҫынсем акцие хутшӑнса чарӑш ҫинчи теттене илеҫҫӗ те ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи 15 ҫулти Владимир Васильев ДЦП-па кӗрешет. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе, аппӑшӗпе пурӑнать. Арҫын ача юмахсем, юрӑсем итлеме юратать. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулта интерактивлӑ тетте-медиаплеер илме ӗмӗтленнӗ. Ку ӗмӗте Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурнӑҫланӑ.
Владимирӑн амӑшӗ Елена Васильевна ывӑлӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ савӑннӑ.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.
Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи вентиляци шахтисене тӗрӗслевсемпе час-часах ҫӳрекен ултавҫӑсем ҫинчен халӑха асӑрхаттарнӑ.
Ултав схеми ансат: вӗсем хӑйсене вентиляци шахтисене тӗрӗслекенсем тесе пӗлтереҫҫӗ, хваттерте пурӑнакансен шанӑҫне кӗреҫҫӗ те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Хакне 5-7 пин тенкӗ таран палӑртаҫҫӗ. Унашкал ултавҫӑсен ушкӑнӗсене Хусанкай, Кривов, Павлов мичман урамӗсенче тата Ленин проспектӗнче асӑрханӑ.
Шупашкар администрацийӗ аса илтерет: вентиляци шахтисене тасатас ӗҫ пӗтӗмӗшле ҫурта тытса тӑмалли ӗҫсен шутне кӗрет, уншӑн халӑх коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсене саплаштарнӑ чухне тӳлет. Ку пулӑшӑва уйрӑммӑн тивӗҫтермеҫҫӗ. Ҫавнашкал ултавҫӑсене асӑрхасан «102» е «112» номерпе полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стела уҫӑлнӑ. 26 метр ҫӳллӗшскер Шупашкарти Тӗп почта умӗнче вырнаҫнӑ.
Раштавӑн 24-мӗшне ахальтен суйламан. Ҫак кун 1940 ҫулта Чапаев поселокӗ йӗркеленсе кайнӑ. Вӑл Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче савут фронт валли ҫар припасӗсем кӑларнӑ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 20-мӗшӗнче пирӗн тӗп хуламӑра ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне панӑ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ. Ҫынсем панӑ ыйтусенчен пӗри – шкулсен строительстви.
Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул 4 шкул тума пуҫлӗҫ. 2023 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти «Университет» микрорайонта шкул уҫӑлмалла.
Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул тӗп хулари «Лента», «Акварель» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче пӗлӳ ҫурчӗсем тума тытӑнӗҫ. «Радужный» тата «Солнечный» микрорайонсенче ку тӗлӗшпе йывӑртарах. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Радужный» микрорайонта шкул валли уйӑрнӑ лаптӑк лайӑхах мар. «Солнечный» микрорайонта та ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе ыйтусем пур.
Мускав облаҫӗнчн Чӗмпӗр тӑрӑхне кайма тухнӑ ҫемьене Чӑваш Ен полицейскийӗ пулӑшнӑ. Ҫул ҫинче вӗсен хӗрне япӑх пулса кайнӑ. Ют тӑрӑхри ҫынсем вара Шупашкарти ҫулсене лайӑх пӗлмен, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ Сергей Салмин умӗнче «Мазда» чарӑннӑ. Водитель пӗчӗк хӗрне япӑх пулнине, вӑл сывлӑш ҫитменнипе аптӑраса ӳнине пӗлтернӗ. Ачан шӑнӑр туртма пуҫланӑ.
Полицейски вӗсене Шупашкарти пульница таран леҫсе янӑ. Унта 1 ҫул та 9 уйӑхри хӗрачана тухтӑрсем пулӑшнӑ. Шурӑ халатлисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ачан ӳт температури пысӑк пулнипе шӑнӑр туртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |