Юлашки вӑхатра шкул ачисен хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫавна май вӗсене ырантан дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку Шупашкарти шкулсене пырса тивет. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренӗҫ. Ҫак хушӑра лару-тӑру мӗнле улшӑннине сӑнӗҫ. Кайран кирлӗ пулсан улшӑнусем кӗртӗҫ.
Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 660 шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсенчен 430-шӗ - Шупашкарта. Шупашкар районӗнче те чирлекенсем сахал мар. Анчах унта хӑш-пӗр шкула ҫеҫ дистанци мелӗпе вӗрентесси пирки шутлаҫҫӗ.
Паян каҫхине Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртӑн 1-мӗн корпусӗнче 15-мӗш хутри хваттерте газ баллонӗ сирпӗннӗ. Унашкал баллонсене потративлӑ плиткӑсем валли усӑ кураҫҫӗ.
Хваттерти балкон ҫинчи чӳрече тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, ҫынсенчен никам та шар курман, халӗ хӑрушлӑх та ҫук.
Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков вырӑна ҫитнӗ. Газ баллонӗ мӗншӗн сирпӗннӗ? Ҫакна ҫӑлавҫасем уҫамлатӗҫ.
Шупашкарти «Кӗрӗк» фабрика патӗнче тума пуҫланӑ каҫӑ пирки ҫӗршывӗпе пӗлеҫҫӗ. Тӗрӗсрех, ҫав каҫҫа халӗ те туса пӗтерейменнине пӗлеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн федераци организацийӗ каҫӑ пирки соцсетьсенчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ.
Ҫынсене автоҫул урлӑ ҫӳлтен каҫса ҫӳремеллине 2014 ҫултах туса пӗтерме палӑртнӑ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Хула ертӳҫисемпе республикӑна ертсе пыракансем те улшӑннӑ, анчах лав вырӑнтан хускалман. Халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем каҫӑ ыйтӑвӗпе республика ертӳҫи Олег Николаев патне 2021 ҫулх юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ-мӗн-ха. Тен, халӗ, ҫав калаҫӑва федераци шайӗнче хусчкатнӑ хыҫҫӑн, ыйту татӑлӗ...
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ заместительсемсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум управлени сайтӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтернӗ. Сайтра кӑтартнӑ тӑрӑх, штатра икӗ заместитель пулмалла, анчах вӗсем пушӑ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Елена Сахарова тӑрӑшать. Унчен вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Управленире 2020 ҫулхи кӗркуннеренпе заместитель пулса ӗҫленӗ Наталья Поздеева Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче воспитанипе ҫамрӑксен политкин управленине ертсе пыма тытӑннӑ.
Ҫапла вара халӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче заместительсен пуканӗсем пушӑ лараҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти 30-мӗш шкулта 14 ҫулти арҫын ача тантӑшӗсен умӗнче газ баллонне пӗрӗхтернӗ. Вӗсем вӑл мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесшӗн пулнӑ-мӗн.
Республикӑри Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк ача Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын ачан амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫав кун шкулта мӗн пулса иртнӗ? Газ баллонӗ ачан аллине мӗнле майпа лекнӗ? Прокуратура ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫамлатӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пациент патне ҫитнӗ те унӑн килне кӗреймен. Вӗсен ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ.
Шалта вара хӗрарӑм, хӑйне йывӑр туяканскер, пулнӑ. Унччен маларах вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем кӗреймен, алӑк питӗрӗнчӗк пулнӑ.
14 сехет те 20 минутра шурӑ халатлисем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем Шупашкарти Токмаков тӑкӑрлӑкӗнчи ҫурта кӗрейменни, унта пациент пулни пирки пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен карта урлӑ каҫнӑ та алӑка уҫнӑ. Хӗрарӑма килтен наҫилккапа йӑтса тухнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкартан Кӳкеҫе тата Кӳкеҫрен Шупашкара пассажирсене турттаракан 162-мӗш маршурта Софронов хушаматлӑ ҫынпа килӗшӳ тунӑ водительсем туттаратчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекенсем йӗркеллех ӗҫлеме тытӑннӑччӗ-ха. Тепӗр тесен, пӗрмай тӗрӗслесе тӑни вӗсене ҫапла тума хистерӗ пулинех. Унччен вара маршрут водителӗсем йӗркеллӗ ҫӳременни пулкалатчӗ-ха.
Пассажирсене хӳтӗлесе Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсемпе унчечн тӗл пулнӑччӗ-ха.
Асӑннӑ хастар халӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Софронова пассажирсене турттарма пӑрахтарӗҫ. Ҫапла тума суд урлӑ йышӑннӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра тата Гагарин урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакансем монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхавпа тухнӑ. Вӗсене Тӗп пасарти реклама сасси тарӑхтарса ҫитернӗ-мӗн. Ӑна пула вӗсем канлӗ пурӑнайман.
Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакна палӑртнӑ: радиоточкӑсене тата громкоговорителе харпӑр усламҫӑ тара илнӗ. Унпа пӗлтӗр ҫӗртмен 1-мӗшӗнче килӗшӳ тунӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вара стена, пӳрт тӑррине, ҫуртӑн ытти конструкцийӗ ҫине вырнаҫтарнӑ хатӗр-хӗтӗрпе сасӑллӑ рекламӑсем яма юраманни пирки саккун вӑя кӗнӗ. Анчах Тӗп пасарта ҫакна пӑхӑнман, рекламӑна раштав уйӑхӗчченех янӑраттарнӑ.
Ведомство ку йӗркене пӑсни тесе йышӑннӑ, ӗҫ материалӗсене административлӑ ӗҫ пуҫармашкӑн должноҫри ҫынна ярса панӑ.
Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе, Шупашкар хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алексей Соловьева шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Пуҫлӑха ҫирӗплетмелли конкурс иртиччен. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗ.
Алексей Иванович – Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ.
Вӑл вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче, «Энергия» ача-пӑча спорт шкулӗнче, В.С. Соколов Олимп ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӗҫленӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче икӗ ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫухалнӑ. Кун пирки полицие ҫӳп-ҫапа илсе тухакан организаци пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем контейнерти ҫӳп-ҫапа тӑкнӑ та икӗ савӑта илсе кайнӑ. Оперативлӑ шырав мерприятийӗсем ирттерсен контейнерсене 41-ри тата 42 ҫулти арҫынсем вӑрлани палӑрнӑ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ пулнӑ.
Хайхискерсем контейнерсене илсе каяс тесе йывӑр тиев турттармалли такси саккас панӑ. Вӗсем куншӑн водителе те укҫа тӳлемен.
Пӗр контейнера вӗсем хакӗнчен тӑватӑ хут йӳнӗрехпе сутнӑ. Иккӗмӗшне сутайман, ӑна хулари пӗр районта ывӑтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |