Чӑваш Енре пурӑнакан Иван Иванов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗ, фронтран таврӑнсан вӗрентекенре ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани панӑ.
18 ҫул тултарсан, 1939 ҫулта, Иван Иванов салтака кайнӑ. Икӗ ҫултан вӑрҫӑ пуҫланнӑ та вӑл фронта лекнӗ, Минскри пулемет батальонӗнче пулнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл тыткӑна лекнӗ. Унтан вӑл икӗ хут тарнӑ, анчах усӑсӑр. Иван Иванов киле 1946 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Фронтра мӗн тӳснине вӑл хӑйӗн «Манӑн асаилӳсем тата шухӑшсем» ятлӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ.
Халӗ ветеран Шупашкарта хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать.
Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман.
Шупашкар хулинче библиотека тытӑмӗн директорӗ пулма тивӗҫ специалиста шыраҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп библиотекарӗн аслӑ пӗлӗвӗ е экономика, е юриди, е культура, е ӳнер, е педагогика, е техника енӗпе пулмалла. Тата, паллах, ӗҫ стажне шута илӗҫ. Кандидатӑн культура отраслӗнче ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Библиотека тытӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма конкурса хутшӑнакан ҫыннӑн Шупашкарти вулавӑшсене аталантарассипе ӗҫ планӗ те хатӗрлемелле.
Заявкӑсене ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хутсене Шупашкар хула администрацийӗн культура управленине ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 23-50-93.
Никита Сверчков живописец, график ҫуралнӑранпа кӑҫал 130 ҫул ҫитрӗ.
Паллӑ ӑста 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 ҫулта Санкт-Петербургри ӳнер академийӗн аслӑ ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1931 ҫулта вӑл Омскри чукун-ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бийск тата Омск хулисенче ӗҫленӗ. 1923-1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналта художникра тӑрӑшнӑ. 1940-1951 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вӗрентнӗ, 1948-1951 ҫулсенче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ.
Паян Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫинче ӳнерҫӗ ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ҫуртра Никита Сверчков хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 12 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.
Рельеф авторӗ – Игорь Голубев ҫамрӑк скульптор.
Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ.
Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ.
Ӗнер, раштавӑн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра Шупашкарта «Радужный» микрорайонта 16 хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 40 ҫулти пек курӑннӑ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисем ҫитнӗ. «Хӗрарӑм вилли 2 сехет выртрӗ. Иртен-ҫӳрен умӗнчех. Пӗри машина багажникӗнчен плед кӑларчӗ те хӗрарӑма витме пачӗ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
18 сехет тӗлнелле ҫав хӗрарӑмӑн тӑванӗ ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм ҫак 16 хутлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкме пултарнӑ.
Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ.
Анастасия Иванова Португалире иртнӗ ӑмӑртусенчен кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Унта ҫамрӑксен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе тӗнче первенстви иртнӗ.
Пирӗн ентеш, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскер, 16 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл командӑри юлташӗсемпе пӗрле – Злата Терехинӑпа, Есения Широковӑпа тата Кристина Курилкинӑпа – финалта Япони спортсменӗсене ҫеҫ выляса янӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Иванова Олимп резервӗсене сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗнче вӗренет.
Шупашкарта икӗ ача пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ. Иккӗшӗ те пульницӑра выртаҫҫӗ.
Шкул ачисем «Солнечный» микрорайонта тата Богдан Хмельницкий урамӗнче пӳремечпе ярӑннӑ. Шӑпах хӑш вырӑнта ярӑннине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чылай чухне пӳремечпе ятарлӑ вырӑнта ярӑнман чухне пӑтӑрмах сиксе тухать. Нумайӑшӗ алли-урине хуҫать, пуҫне сурнлатать. Иртнӗ эрнере пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ ачасен мӗн аманни пирки хальлӗхе ыттисене пӗлтермен.
Ытти чухне Шупашкарта Анне палӑкӗ патӗнче те ярӑнатчӗҫ. Халӗ ку вырӑна хупнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Чи хӑрушсӑр вырӑн – «Амазони» паркра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |