Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ.
Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мечӗке республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чысланӑ. Продукци «100 лучших товаров России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар) йышне кӗнӗ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ача-пӑча валли резина мечӗк кӑларать. Ҫӗнтерӳҫӗ предприятие (унӑн ертӳҫи пулса Михаил Резников тимлет) республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта ӗнерпе паян иртекен регионсен хушшинчи XV «Ӑнӑҫлӑ бизнесӑн стратегийӗ тата практики» форум вӑхӑтӗнче чысланӑ. Мероприятие тӗрлӗ предприяти-организаци ертӳҫисем, усламҫӑсем, тӳре-шара хутшӑнать.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек мечӗке Раҫҫейре тек никам та туса кӑлармасть. В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫак енӗпе 1960 ҫултанпа тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн делегацийӗн Беларуҫ Республикине ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Асӑннӑ ҫӗршывра чӳк уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче виҫӗ кунлӑх лару иртӗ. Унта Чӑваш Республикипе Беларуҫ Республики хушшинче ӑслӑлӑхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Павел Иванов каланӑ тӑрӑх, делегаци йышне республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен, IT-компанисен, вӗренӳ заведенийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем кӗнӗ. Делегацие Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пырать.
Чӑваш Ен пайташӗсем хӑйсен компанийӗсемпе паллаштарӗҫ. Беларуҫ Республикинчи машиностроени, ядл хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене черетлӗ хутчен пресс-конференцие чӗннӗ. Республика ертӳҫи калаҫнине видео ӳкерсе илекенсем те пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем «Грани» хаҫатӑн видеохыпарлавӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев вӑтам шалӑва шута илекен статистикӑна ырламан. «Сӑрӑ» шалушӑн та пӑшӑрханать иккен республика ертӳҫи.
Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫурҫӗрте пирӗн республикӑра пурӑнакансем, пурӗ 30 пинтен кая мар ҫын, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнаҫҫӗ, ытти регионта вахта мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унтах вӗсене Росстат шута илет. Килес ҫултан ведомство шутлав меслетне улӑштарӗ. Ҫапла тусан, Михаил Игнатьев Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри вӑтам шалу виҫи те пысӑк курӑнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савучӗ панкрута тухнӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе предприяти тӗлӗшпе сӑнав процедури пулнине йышӑннӑ, вӑхӑтлӑх управляющине палӑртнӑ. Кӑҫалхи юпан 24-мӗшӗнче кредиторсен пӗрремӗш пысӑк пухӑвӗ пулнӑ, унта чылайӑшӗ Арбитраж судне савута пункрута кӑлармашкӑн тавӑҫпа тухассишӗн сасӑланӑ.
Вӑхӑтлӑх управляющи савутӑн финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те пӗтӗмлетӳ тунӑ: парӑмсене татма ҫук. Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти агрегат савучӗ тӗлӗшпе конкурс производстви 6 уйӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, уҫӑ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗнер «RailPro» компани тата Чукун ҫул техникин тӗп савучӗн пайташӗсем пулнӑ. Вӗсем Сергей Артамонов министрпа хӑмла туса илес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«RailPro» компанин укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ Алексей Ванюшин хӑйсен предприятийӗ крафт сӑрине туса илессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӗсем Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӑмлапа усӑ курасшӑн иккен. Компани ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи хӑмлаҫӑсен опытне тишкернӗ. Чӑваш Енри вӗсене килӗшнӗ.
Компани пирӗн республикӑра хӑмла туса илме ӗмӗтленет. Хальхи вӑхӑтра бизнес-плана сӳтсе яваҫҫӗ, ытти ыйтӑва тишкереҫҫӗ.
Хӑнасене Сергей Артамонов министр хӑмла отрасльне республикӑра пулӑшнине, килӗштерсе ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енпе Крым Республики культура тата ӳнер енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ҫак хыпара ЧР Культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута енсем ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пусса йышӑннӑ. Документа икӗ министр алӑ пуснӑ: Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев тата Крым Республикин министрӗ Арина Новосельская.
Ҫак кунсенче Крымра Чӑваш Республикин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн культурӑпа ӳнер учрежденийӗсен, наципе культура центрӗсем туслӑн ӗҫлӗҫ.
Сӑмах май каласан, 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ республика суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑх тата техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ.
Куславкка хулинче федераци сечӗсенчен пӗри лавкка ҫӗклет иккен. Ҫавӑн пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче видео ӳкерсе вырнаҫтарнӑ.
Хыпарпа паллашнисенчен кама мӗн тӗлӗнтернӗ. Александр Артемьев ятлӑ ҫын объект тата строительство организацийӗн, яваплисен ячӗсене, стройкӑна хӑҫан пуҫласа хӑҫан вӗҫлессине кӑтартманнинчен тӗлӗннӗ.
Анатолий Тимофеев: «Пирӗн чухӑн хула сутуҫӑсене мӗнпе илӗртет-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ.
Павел Борисов унччен ял хулана тӑрантарнине, шӑматкунсерен пасар районӗпе кӗрленине аса илнӗ. Маларах ялсерен 100-шер пуҫ выльӑх тытнӑ, халӗ 10 та ҫук пӗтӗмлетнӗ вӑл. «Эсир консервӑланӑ апат-ҫимӗҫ, сӑрӑ, нитрат ытларах ҫиме пуҫларӑр, ҫавна май онкологи аталанать», — палӑртнӑ шухӑшне.
Елена Николаева юлашки ҫулсенче Куславккара пӗр предприяти хута кайманнишӗн, ҫав вӑхӑтрах лавкка хыҫҫӑн лавкка уҫнишӗн, ҫынсем пӗчӗк укҫашӑн ӗҫленишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Мускаври канашлӑва хутшӑннӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енчен юлса пыракан регионсен ертӳҫисене пухнӑ имӗш. Унта регионсен аталанӑвӗн планӗсене тишкерме палӑртнӑ тесе пӗлтерет Раҫҫей правительствин сайчӗ.
Канашлӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев (вӑл Чӑваш Ен кураторӗ-мӗн), РФ Промышленность тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров хутшӑннӑ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине ҫирӗппӗн аталантармалли комплекслӑ мероприятисене пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явмалли канашлу ирттернӗ. Ҫав темӑпа ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне пухнӑ.
Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать.
Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |