Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экономика

Экономика

Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн.

Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ.

 

Экономика

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Туркменистанӑн генеральнӑй консулӗ Атадурды Байрамов тӗл пулнӑ. Вӗсем суту-илӳпе экономика пӗрлӗхне аталантарас, ҫавӑн пекех вӗренӳ сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев цифрӑсем хальлӗхе пысӑках мар пулин те пур-пӗрех динамика ырӑ енне куҫса пырать, ӳсӗм вара тӳрех темиҫе енпе палӑрать тенӗ.

Генеральнӑй консул Раҫҫейри рынок Туркменистаншӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.

 

Экономика

Паян Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑр хулинче пурнӑҫламалли ыйтусене сӳтсе явнӑ. 2020-2025-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине Комплекслӑ аталантармалли программине кӗртнӗ мероприятисене пӑхса тухнӑ.

Улатӑрти завод чукун ҫул вакунӗсем валли продукци туса илессипе ҫӗршывра малта пыракан предприятисенчен пӗри шутланать. Унта вакунсене пысӑк хӑвӑртлӑхпа илсе ҫӳреме май паракан урапасем туса кӑларма палӑртаҫҫӗ.

«Тӗслӗх продукци туса кӑлартӑмӑр, ӑна тӗрӗслеве ӑсатрӑмӑр. Тепӗр ҫул валли те саккассем пур. Пӗтӗмпе 1200 урапа тума йышӑннӑ», – тенӗ савутӑн генеральнӑй директорӗ Сергей Калинин.

 

Экономика

Ҫӗмӗрлери «Проект-техника» корпораци «Арктика», «Ҫӗпӗр» тата «Урал» проектсенче усӑ куракан атом пӑр ҫӗмренӗсем валли трансформаторсем кӑларать. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Пӑр ҫӗмренсем валли трансформатор кӑларасси ҫинчен корпораци нумаях пулмасть ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Министр ҫав хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май пирӗн республикӑри предприятисем карапсем тӑвакансен тӗнчери шайне тухнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-196941370_520
 

Республикӑра

Чӑваш Ене Крым делегацийӗ килмелле. Асӑннӑ ҫурутрав ҫинчи ӗҫлӗ ҫынсем юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра пуласса шанаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Килӗштерсе ӗҫлесҫи ҫинчен малтанласа калаҫса хунӑ иккен.

Олег Николаев Чӑваш Ен хӑвачӗпе Крым Республикинче усӑ курасшӑн. 2014 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, енсен суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗпе ҫыхӑну тытмалла. Килӗшӗве пурнӑҫлас тӗллевпе 2021-2023 ҫулсем валли ятарлӑ программа хатӗрлесшӗн. Унта 13 ене: экономика, промышленность, культура тата туризм, социаллӑ хӳтлӗх, сывлӑх сыхлавӗ т.ыт.те – пӑхса хӑварасшӑн.

 

Экономика

Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ укҫа-тенкӗ тытассин пахалӑхӗпе Раҫҫейри малта пыракан регионсен шутне кӗрет. Республикӑн Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул регионсем епле ӗҫленине ҫӗршывӑн Финанс министерстви пӗтӗмлетнӗ.

Иртнӗ ҫула тишкерсе специалистсем 7 енӗн 81 кӑтартӑвне хакланӑ. Сӑмахран, бюджета планланине тата ӑна епле тултарнине, парӑмпа епле татӑлнине, патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине. Мӗнпур кӑтартӑва тишкернӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен укҫа-тенке тытма пӗлекен регионсен йышне кӗнине пӗтӗмлетнӗ.

 

Экономика

Чӑваш Енре атӑ-пушмак ҫӗлекенсем, ҫӑматӑ йӑвалакансем Мускаври курава хутшӑннӑ. Курав авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртнӗ. «MosShoes» пӗтӗм тӗнчери курава хутшӑнма ентешӗмӗрсене Экспортҫӑсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центр май туса панӑ.

Курава пирӗн республикӑри пилӗк компани хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Ҫав шутра ҫӑматӑ та, ача-пӑчапа аслисен пушмакӗ те пур. Тӑватӑ кунта производительсем хӑйсен пулас клиенчӗсемпе паллашнӑ, вӗсемпе усӑллӑ калаҫусем ирттернӗ, маркетинг енӗпе епле ӗҫлемеллине вӗреннӗ, экспертсен сӑмахне ӑша хывнӑ.

 

Экономика

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларӗ. Ҫакӑн пирки авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикине «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн генкюеральнӑй директорӗ Дмитрий Рогозин килсен калаҫса татӑлнӑ. Ырӑ хыпара корпорацин пресс-служби пӗлтернӗ.

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» заводра пулнӑ чух Дмитрий Рогозин асӑннӑ предприятин хӑватне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май енсем савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларма тытӑнассине тишкернӗ, ӗҫе пуҫӑнма май пуррине палӑртнӑ.

 

Экономика

Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «ВНИИР» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. Вӑл электротехника оборудованийӗн производствипе паллашнӑ, электроэнергетика тытӑмӗсене йӗркелекен центра пӑхса ҫаврӑннӑ.

Отрасле кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Олег Николаев уйрӑм предприятисем валли специалистсене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне аслӑ шкулсенче хысна вырӑнӗсен шутне ӳстересшӗн.

«ВНИИР» предприятин пуҫлӑхӗ Павел Литвиненко хӑйсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Мӑнаҫланмалӑх, чӑн та, пур. Предприятире туса кӑларакан цифра комплексӗсене энергетикӑн тӗрлӗ объекчӗнче усӑ кураҫҫӗ.

 

Экономика

Ҫӗмӗрле районӗнчи Пысӑк Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем «Сычуань-Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн ферма тума пуҫланӑ. Анчах вӗсен лицензине каялла туртса илнӗ.

Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫи Александр Спиридонов каланӑ тӑрӑх, Китай ҫыннисем хӑйсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан. Строительство саккуна пӑсса пурнӑҫланса пынӑ. Инвестор пӗтӗм комплекса мар, сооруженине ҫеҫ тума ирӗк илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем фермӑн проектпа смета документцине кӑтартайман.

Халӗ фонд ку лару-тӑрӑва тишкерет. Китай енчисем саккуна пӑсса ӗҫлесен строительствӑна чарса лартӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ