Вӑрнарти хутӑш препаратсен заводӗнче Уганда ҫыннисем пулнӑ.
Республика экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫав предприяти «Август» фирмӑна кӗрет. Заводра Уганда ҫӗршывӗн (вӑл Хӗвелтухӑҫ Африкӑра вырнаҫнӑ) Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Мозес Кизиге Каваалууко пулнӑ.
Предприяти директорӗпе Владимир Свешниковпа экономикӑн тӗрлӗ сферинче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӑрнарти завод ӳсен-тӑрана чир-чӗртен тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлемелли 100 ытла тӗрлӗ препарат туса кӑларать. Продукци чикӗ леш енчи хӑш-пӗр ҫӗршыва та ӑсанать.
Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ.
Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче.
Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет.
Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ.
Полимер каяшӗсене тирпейлессипе ӗҫлекен Шупашкарти пӗр усламҫӑ шалу вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ организацире пӗр рабочие 47 пин тенкӗ шалу тӳлесе ҫитермен.
Шалу тӳлемен тӗслӗх пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине темиҫе мелпе пӗлтерме пулать. Пӗрремӗшӗнчен, chuvashia.sledcom.ru сайтри интернет-приёмнӑй урлӑ; иккӗмӗшӗнчен, (8352) 624-658 шанчӑк телефонӗпе; виҫҫӗмӗшӗнчен, Следстви управленийӗн ертӳҫи патне ну (8352) 624-661 телефон номерӗпе йышӑнӑва ҫырӑнса.
Шупашкар хула администрацийӗ пурлӑх сутса хыснана пуянлатнӑ.
Ӗнер хула администрацийӗнче иртнӗ планёркӑра пурлӑх комитечӗн председателӗ Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурлӑха 76-а яхӑн миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта.
Асӑннӑ тапхӑрта хула мэрийӗ 57 суту-илӳ ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра муниципалитетӑн куҫман пурлӑхӗн 8 объектне сутса янӑ. Унпа хула хысни 43 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. 19 ҫӗр лаптӑкне сутса 33 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен унччен ҫарӗҫ комиссариачӗ пулнӑ ҫурта сутасшӑн, унпа 40 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа туса илесшӗн. Унсӑр пуҫне сутмалли тата тепӗр 15 объект палӑртса хунӑ.
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ.
Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм. Инвестициленӗ чухне мӗнпур укҫана пӗр вырӑна хывма сӗнмеҫҫӗ. Манӑн та ҫавнашкалах. Апла пулин те «Потокри» укҫа пысӑк пай йышӑнать. 1/3 пайран пысӑкрах. Ку — ӑна ытларах шаннипе ҫыхӑннӑ.
«Поток» краудлендинг компанисен йышӗнче чи пысӑк пай йышӑнать. Мӗнпур пайран 40% ытла вӗсен. Мӗн-ха вӑл краудлендинг? Ку меслет пысӑках мар предприятисене (пӗчӗккисене тата вӑтаммисене) уйрӑм ҫынсен укҫине тивӗҫтерет. Чылай чухне вӗсемпе банксем ӗҫлесшӗн мар.
Юлашки темиҫе уйӑхра пирӗн ҫӗршыв тӗрлӗ санкцие парӑнмасӑр экономикӑна аталантарма ҫине тӑрса тӑрӑшать. Пирӗн патра ӗҫлеме пӑрахнӑ пысӑк усламҫӑсем вырӑнне вырӑнтисем йӑпӑр-япӑр йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта, ав, «Букет Чувашии» фирма «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр пылак шыв кӑларма тытӑннӑ. Газлӑ ҫав шыва авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗленчене пуҫласа тултарнӑ.
«Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр тутиллӗ пылак шыва хальлӗхе Шупашкарти лавккасенче, «Дикий Лось» тата «Сахарок» суту-илӳ сечӗсен магазинӗсенче сутаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра продукцие федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсене ӑсатма палӑртаҫҫӗ.
Чӑвашсем укҫана кредит учрежденийӗсенче упраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, чӑвашсем ҫеҫ мар, пирӗн республикӑра пурӑнакан ытти наци ҫыннисем те.
Раҫҫей банкӗн регионти уйрӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫыннисем саппас укҫана банкра тытма кӑмӑллаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, ун пек «кӗмӗл» виҫи – 250 миллиарда яхӑн тенкӗ.
Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 17,2 процент нумайрах, кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен 5,3 процент ытларах.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 5,7 проценчӗ ҫеҫ вӑтам класс шутланать. «Рейтинг» информаци агентстви ҫӗршывӑн регионӗсенче пурӑнакансен тупӑш шайне тишкерсе рейтинг хатӗрленӗ.
Вӑтам класа машина, хваттер туянма пултаракан, тупӑш шайӗ ҫителӗклӗ, йӗркеллӗ канма май тупакан ҫынсем кӗреҫҫӗ. Мӗнпур кредита тӳленӗ хыҫҫӑн вӗсен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе икӗ минимумран кая мар юлмалла. Пирӗн тӑрӑхра ун пек ҫемьесен йышӗ пӗтӗмпе те — 5,7 процент ҫеҫ. Ҫӗршыври 85 регионтан пирӗн республика ку кӑтартупа 64-мӗш вырӑн йышӑнать.
Раҫсейре вӑтам класа ҫемьесен 11,5 проценчӗ кӗрет. Ун пеккисем Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Магадан облаҫӗнче тата Чукоткӑра ытларах. Ингушетипе Чечняра ун пек ҫемьесем сахалтарах.
Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.
Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ.
Чӑвашстат республикӑри чи пысӑк шалу тӳлекен сферӑсене палӑртнӑ.
Пирӗн республикӑна илсен, уйӑхра вӑтамран 37 пин те 504 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Финанс тата страхлав ӗҫӗнче тӑрӑшакансем пӗр уйӑхра вӑтамран 58 пин те 700 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче – 56 пин тенкӗ, компьютер хатӗрлесе кӑларакансем – 55 пин тенкӗ, информаципе ҫыхӑну сферинче – 53 пин тенкӗ, металлурги производствинче – 50 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |