Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
«Юрма» агрохолдингӑн пурлӑхне 3,2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутса янӑ. Ӑна Мускаври «Мегамикс Комбикорм» компани туяннӑ.. Вӑл предприятин хальхи хуҫипе, Волгоградри «МегаМикс» компанипе, ҫывӑх иккен.
Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ малтанласа ӑна 3,1 млрд тенкӗпе сутас тенӗ. Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑх йышӗнче — кайӑк-кӗшӗк фабрики хӑй, унӑн склачӗсем, административлӑ ҫуртсем, цехсем, птичниксем, ҫӗр лаптӑкӗсем, тислӗк упрамалли вырӑн. Автомобильсемпе самосвалсем, лавкка витринисемпе чӑх-чӗп тата ҫӑмарта таранах сутса янӑ.
Пирӗн республикӑн тӗп хулинче «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «Технодинамика»холдингӗн тытӑмне кӗрекен В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, малалла аталанса пырать. Унта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем туса кӑларнипе пӗрлех резина мечӗк ӑсталаҫҫӗ. Анчах завод хӑйӗн ҫав продукцине Шупашкарта ваккӑн сутман. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пекки уҫӑлӗ.
Резина мечӗк сутакан лавкка ГОСТ ыйтнипе килӗшсе тӑракан ача-пӑча теттине 1960 ҫултанпа туса кӑларать. Шупашкарти мечӗке ют ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ. Ӑна Великобритание, Германие, Австралие, Сауд Аравине, Кувейта тата Монголие ӑсатаҫҫӗ.
Мечӗке халӗ Шупашкарта «ПОЙМАЙ» (чӑв. Тыт) брендпа кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей таможенникӗн кунӗпе саламланӑ. Салама cap.ru порталта вырнаҫтарнӑ. Республика ертӳҫи таможня ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн тулашри экономика ӗҫ-хӗлне аталантарассине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
«Паян республика суту-илӳ енӗпе тӗнчери 96 ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. 2021 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче продукци экспорчӗ иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ пысӑкланнӑ, АПШн 204 миллион долларӗнчен иртнӗ. Республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ вара 15% ытла хушӑннӑ, АПШн 433 миллион долларӗ патне ҫывхарнӑ», — ҫакӑн пек цифрӑсене асӑнса хӑварнӑ саламра.
Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти тилхепене халӗ Оксана Ивановӑна шанса панӑ. Унччен гендиректорӑн тивӗҫне Александр Спиридонов пурнӑҫланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, корпораци тупӑшӗ пысӑках мар. Кӑҫалхи ҫур ҫула унта 1 миллиона яхӑн тупӑшпа ҫеҫ вӗҫлеме мехел ҫитернӗ. Ҫавна май корпорацин сӑнав канашӗн иртнӗ уйӑхри ларӑвӗнче пуҫлӑха тупӑша ӳстерме сӗнсе хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх, Оксана Иванова, хальлӗхе гендиректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑрӑшать. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Ларӑва республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин та хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем троллейбуссене перекетлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ҫав тӗллевпе туртакан подстанцисене модернизацилӗҫ. Асӑннӑ хатӗрсем троллейбуссене ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Подстанцисене ҫӗнетни электроэнерги тӑкакне 40-50 процент таран пӗчӗклетме май парӗ. Модернизаци валли кирлӗ укҫа-тенке инфраструктура кредичӗн пӗр пайӗнчен илесшӗн. Ҫак хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Троллейбус управленийӗсем (Шупашкарти те, Ҫӗнӗ Шупашкарти те) тӑкаклӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти управлени ҫутӑ парӑмне юлашки 5 ҫулта ниепле те тӳлесе татаймасть. 2017 ҫул вӗҫӗнче энергетиксен умӗнчи парӑм 149 миллион тенке ҫывхарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне муниципалитет предприятийӗ панкрута тухасси патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне парӑма реструктуризацилени йывӑрлӑхран тухма пулӑшрӗ.
«Юрма» предприятин пурлӑхне 3,4 млрд тенкӗпе сутма йышӑннӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк фабрикине панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ ӑна сутлӑха кӑларнӑ.
Сутлӑха темиҫе лотпа тӗрлӗ пурлӑха кӑларнӑ. Ҫав шутра Шупашкарти Етӗрне шосси ҫинчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Контур» завод та пур. Уншӑн 303,6 млн тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ӑна пӗрре сутма тӑнӑ-ха, анчах туянакан тупӑнман. Ун чухне заводшӑн 337,3 млн тенкӗ ыйтнӑ.
Иккӗмӗш лотпа «Юрма» агрохолдинга сӗнеҫҫӗ. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 3,1 млрд тенкӗ. Сутлӑха кайӑк-кӗшӗк фабрикине, складсене, администраци ҫуртне, цехсене, кайӑк-кӗшӗк витисене, ҫӗрсене, тислӗк упракан вырӑн таранах кӑларнӑ. Асӑннӑ мӗнпур пурлӑх Лапсарта вырнаҫнӑ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарти «Чӑвашоргтехника» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр производство уҫас ӗмӗтлине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ предприяти хулари База проезчӗ урлӑ ҫӳлтен иртсе ҫӳремелли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫавӑ акционерсен обществине ҫул леш енчи предприятипе ҫыхӑнтарма кирлӗ-мӗн.
«Чӑвашоргтехника» суту-илӳпе технологи енӗпе 60 ҫул ытла ӗҫлет. Холдинг йышӗнче — 4 завод, пулӑшса тӑракан 9 предприяти, производство лаптӑкӗсем 60 пин тӑваткал метр ытла йышӑнаҫҫӗ. Компанин ҫулталӑкри укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ 2020 ҫулта 6 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Предприятин визит карточки — «Abat» суту-илӳ марки. Раҫҫейре унӑн 3 пин ытла дилер центрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |