Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар поселокӗнче кун кунлакан Аршуткинсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Виталий Георгиевичпа Юлия Ивановна 1976 ҫулта Вӑрнар округӗнчи Мӑн Явӑшри ял канашӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ.

Ҫемье пуҫӗ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, кайран салтака кайнӑ. Унтан таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вара шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ.

Юлия Ивановнӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫулпа танлашать. Вӑл чылай ҫул Пенси фондӗнче вӑй хунӑ.

Аршуткинсем ывӑлпа хӗр ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 3 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19303
 

Персона
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иван Малкай поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл 1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Кӑтак ялӗнче ҫуралнӑ.

Поэт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине те хутшӑннӑ, анчах шӑпа ӑна унтан тӑван тӑрӑхне таса сывӑ илсе ҫитернӗ. Чылай ҫул республикӑри хаҫат-хурналта журналист пулса ӗҫленӗ.

Поэзие ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, Иван Малкай сӑввисем юрӑ евӗр янӑраҫҫӗ. Сӑмахран: «Хӗллехи савӑнӑҫ», «Тӑри», «Пирӗн туслӑх».

Калем ӑсти ют чӗлхепе ҫырнӑ авторсен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарнӑ. Тӗслӗхрен, калмӑксен «Джангар» эпосне.

Иван Малкайӑн «Атӑл ҫилӗ», «Сывлӑм», «Шуҫӑм ҫути» кӗнекисенче тӑван тӑрӑхӑн ытарайми илемне сӑнласа панӑ. Вӑл кӑларӑмсемпе вулавӑшсенче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-56879786_3953
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне округӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Леонтьева 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ачи.

Зоя Алексеевна колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ, ҫӑкӑр хакне мӗн ачана пӗлнӗ. Тӑватӑ класс вӗренсен текех шкула каяйман вӑл – кӗҫӗннисене, шӑллӗсене, пӑхма тивнӗ. Ашшӗ фронта кайнӑ, аслӑ хӗрӗн амӑшне пулӑшмалла пулнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл «Прогресс» колхозра ӗҫленӗ, кайран «Выльский» совхозра та вӑй хунӑ. Ытларах вӑл хӑмла туса илессипе ӗҫленӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19133
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан Антонина Васильевна Миллина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Антонина 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл колхозра ӗҫленӗ, унтан юстици тытӑмӗнче вӑй хунӑ: малтан – прокуратурӑра, унтан район судӗнче. Унта вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата ведомство наградисене панӑ. Унӑн «Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пур.

Паянхи кун унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем. Пурте ӑна юратаҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗнче спектакльти самант
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗнче спектакльти самант

РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева сцена ҫине тухнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ.Ку вӑл 65 ҫул чӑннипех те сумлӑ, тивӗҫлӗ дата. Чӑн-чӑн професси сцени ҫинчи кун-ҫул вӑл. Пӗр-пӗр эстрада артисчӗ эп 5 ҫултан сцена ҫинче тесе каланӑ йышши мар. 1961 ҫулта Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухса профессилле артист пулса тӑнӑранпах вӑл куракансене хӑйӗн тапса тӑракан ӑшӑлӑхӗпе, сценӑна юратнипе, кашни сӑнара чӗре витӗр кӑларнипе тыткӑнлать. Кулӑшла роль-и вӑл, е чуна ҫурасла ыраттаракан йывӑр шӑпаллӑ ҫын-и — пурне те Нина Яковлева ӗнентерӳллӗ калӑплать.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль кӑтартнӑ. Унта Нина Яковлева тӗп роле, Ҫирахви карчӑка, вылять. Спектакль умӗн артиста театр директорӗ Елена Николаева ӑшшӑн саламланӑ.

 

Персона
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбилейпа саламлама Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Максим Гребёнкин тата хулари Мускав районӗнчи квартал уполномоченнӑйӗ ( ун пекки те пур иккен) Анна Калинина ҫитнӗ. Кинемее вӗсем ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, сывлӑх суннӑ.

Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.

Хӗрарӑмӑн 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ача.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/chuv_kray/AZ8dv2ZGcSc
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӗсем пӗрлешнӗ те 65 ҫул пӗрле алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ.

Ку сӑмахсем – Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем ҫинчен.

Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.

Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.

Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19136
 

Персона
Зоя Яковлеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зоя Яковлеван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килет. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Роза Деменцова журналист 65 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен премийӗн тата Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ.

Пӗр вӑхӑт Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра корреспондентра, унта Шупашкарти 1-мӗш типографире корректорта, «Спецстроймеханизаци» организацин «Механизатор» хаҫатӗнче корреспондентра тӑрӑшнӑ. 1990-2008 ҫулсенче Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомитетӗнче ӗҫленӗ, каярах Чӑваш наци радиовӗнче, Чӑваш Енӗн епархийӗн пресс-службинче те тимленӗ.

 

Персона
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Никифор Мранькка ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асра тытса пуҫтарӑнӗҫ.

Паллӑ чӑваш прозаикӗ тата драматургӗ Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн уйрӑмах паллӑ произведенийӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» роман. Шӑпах ҫав хайлава сӳтсе явӗҫ те вулавӑша пуҫтарӑннӑ писательсем, журналистсем, педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем тата кӗнеке вулама юратакансем.

Сӑмах май каласан, писателӗн пултарулӑхӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ хайлавсем татах пур: «Юншӑн юн», «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ», «Юратакан чӗресем».

 

Персона
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Драматургия и театральное искусство» (чӑв. Драматурги тата театр ӳнерӗ) ятпа ҫавра ҫӗтел иртӗ. Ӑна Арсений Тарасов ҫыравҫӑ-драматург, журналист 70 ҫул тултарнӑ май йӗркелӗҫ.

Арсений Тарасов — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унӑн хайлавӗсемпе Чӑваш академи драма театрӗнче спектакльсем лартаҫҫӗ.

«Ҫырма пурнӑҫ хӑех хавхалантарать», — тет иккен калем ӑсти. Чӑваш академи драма театрӗнче кӑтартакан «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти сюжет та, сӑмахран, пурнӑҫран тата тӗрӗсрех каласан, ҫыравҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗнчен, илнӗскерех-мӗн.

Арсений Тарасовӑн юбилейне халалланӑ ҫавра сӗтел вулавӑшри концеренц-залра 14 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3434
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 147
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 15

1910
116
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
113
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ