Шупашкар 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата Чапаев ячӗллӗ ЧПО директорӗ Михаил Резниковпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Вӗсем хула кунӗнче фейерверксен шоуне ирттерессине сӳтсе явнӑ. Икӗ тӳре-шара темиҫе варианта пӑхса тухнӑ. Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, шоу пулӗ. Вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн парне пулӗ. Ӑна хулана юбилей ячӗпе Чапаев савучӗ парнелӗ.
Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалласа «В поисках писателя» (чӑв. Ҫыравҫӑна шыраса) литература картти йӗркеленӗ.
Проекта Шупашкар хулин вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ «Амбассадоры чтения» (чӑв. Вулав амбассадор) коммерци мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ. Литература карттине йӗркелеме «Лукойл» обществӑн социаллӑ тата культура проекчӗсен грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ укҫа пулӑшнӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ вӑхӑтра 7 ҫултан аслӑрах ачасем литература классикӗсемпе ҫыхӑннӑ достопримечательноҫсемп, хулари литература вырӑнӗсемпе палалшнӑ. Видеороликсен конкурсӗ ирттернӗ, ӗҫсене Шупашкра хулинчи вулавӑшсен литература картти ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар хӑйӗн 555 ҫулхине кӗтсе илме хатӗрленс транспорт карттисем кӑларнӑ.
Уяв брендне тӗпе хурса хатӗрленӗскерсем пӗчӗк тиражпа тухнӑ иккен. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» канал пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «шурӑ-кӑвак тӗслӗ, тӗп хула миҫе тултарнине палӑртнӑ карттӑпа халӑха турттаракан кирек епле транспортра та усӑ курма пулать. Укҫа хурассипе те нимӗнле чӑрмав та ҫук».
Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Евдокия Афанасьева 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. 9 ҫулта чухне вӑл тӑлӑха юлнӑ. Анчах йывӑрлӑхсем хуҫман ӑна.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Евдокия Афанасьевна Тӑвай районӗнче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, лашапа вутӑ турттарнӑ. 105 ҫулти Евдокия Афанасьевӑна ял-йыш хисеплет.
Чӑваш Енӗн промышленноҫӗнчи ертсе пыракан предприятийӗсенчен пӗри — Етӗрнери аш-какай комбиначӗ 30 ҫулхине уявланӑ.
Коллектива республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова (сӑнӳкерчӗкре) саламланӑ. Вӑл Леонид Черкесов спикерӑн саламне ҫитернӗ.
«Кашни ӗҫченӗн, рабочирен пуҫласа ертӳҫӗ таран, профессионализмӗ ӑнӑҫу тума май парать», — палӑртса хӑварнӑ саламра.
Коллектива ытти шайри тӳре-шара та саламланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗн солистки Ольга Прокопьева 55 ҫул тултарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи (халӗ муниципаллӑ округ) Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑскер тӳрех артист пулман. Малтан вӑл васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче медсестрара тӑрӑшнӑ.
Артист пулас ӗмӗт ӑна Ф.П. Павлов музыка училищине илсе ҫитернӗ.
1993-1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче, 1998-2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. 2005 ҫултанпа «Ҫеспӗл» ансамбльте юрлать.
«Юрлама эпӗ ачаранах юратнӑ», — тет паян артистка. Ӗҫе вӑл халӗ хавхаланса ҫӳрет. Унта утса мар, чупса ҫитнине пӗлтерет.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн, чӑваш халӑх артисчӗн Владимир Семёновӑн юбилей каҫӗ иртрӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Пулас артист Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл яштака та вӑр-вар, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ. Ӑна саламлама ӗнер тӑван тӑрӑхӗнчисем те пырса ҫитнӗ. Ленинградри театр училищинче пӗрле вӗреннӗ Михаил Боярский тата Сергей Паршин артистсем тата ыттисем саламлӑ телеграммӑсем янӑ. Анатолий Аксаков депутат ячӗпе те саламларӗҫ.
Юбилей каҫӗнче «Чунӑм, Лиза-Акулина» кӑтартрӗҫ. Унта артист Григорий Муромский боярин ролӗнче вылярӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Николай Фролов паян 75 ҫул тултарнӑ.
«Ӗмӗре эпӗ юрласа ирттернӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хастар арҫын. Николай Николаевич яланах юрлама юратнӑ. Паян та вӑл тӗрлӗ ансамбле ҫӳрет, ҫав шутра хулари социаллӑ центрти «Калинушка» ансамбльте те юрлать. «Сцена ҫинче пӗччен юрланӑ чухне вӑл ҫарта тӑхӑннӑ тумне тӑхӑнма юратать», — каласа кӑтартать учрежденин музыка ертӳҫи Валентина Телей.
Николай Фролов 16-ра аякри Оренбург облаҫне тухса кайнӑ. Тракторист пулма вӗренес ӗмӗтлӗскере ытла ҫамрӑк тесе илесшӗн те пулман, анчах питех те аякран пынине кура хӗрхеннӗ, вӗренме йышӑннӑ.
Кайран каччӑ трактористра ӗҫленӗ, салтакра пулнӑ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Промтракторта ӗҫлесен 2-3 ҫултанах хваттер параҫҫӗ тесе илӗртнӗрен унта ӗҫе авырнаҫнӑ. Заводра вӑл сумлӑ токарь пулнӑ. 37 ҫул хушшинче 27 наградӑна тивӗҫнӗ.
Мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, 49 ҫул ӗнтӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Шаман килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку пуҫару – Анатолий Аксаковӑн, шӑпах вӑл ӑна чӗннӗ. Депутат ун чухнех Шамана хыснари укҫапа тӳлемессине пӗлтернӗччӗ.
Кам тӳлӗ-ха юрӑҫшӑн? Шаман пирки пӗлтерсенех Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов ун вырӑнне чӑваш эстрада артисчӗсене чӗнме чӗнсе ҫырупа тухнӑ.Ун патне халӗ хурав килнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманшӑн хулари предприятисем тӳлӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада артисчӗсем те концерт лартасси пирки хыпарланӑ.
Шупашкарта Анне палӑкӗ умӗнче виҫӗ матрӳшке вырнаҫтарӗҫ. Ӳнерҫӗсем паян вӗсене ӳкерсе илемлетме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Ҫак матрӳшкесен авторӗ – Ксения Кокель тата Василий Чапай пултаруллӑ ӳнерҫӗсем. Ҫапла вӗсем 555 ҫул тултаракан тӗп хуламӑра парне тума шутланӑ /юбилея ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑвӗҫ/. Эскизсен дизайнерӗ – Яна Иванова.
Сӑмах май, унччен Ксения Кокель «Каскад» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче Нарспи сӑнарне ӳкернӗ, Василий Чапай вара троллейбуса ӳкерсе илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |