
Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнчи Василий Николаев ячӗллӗ вӑтам шкул кӑҫал 125 ҫул тултарать. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилея кӗркунне ирттерме палӑртнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра прӑнакансем иртнӗ ҫул ялӑн 285 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун чухне тӗлпулу Авӑркас ҫӗрӗ ҫинче кӑна мар, Пелепейре те пулса иртнӗ.
«Чӑваш Хурамалсем иртнӗ эрнере чӑвашсем никӗсленӗ хулари 1-мӗш номерлӗ шкула килсе ҫитнӗ. Тӗп сӑлтавӗ — ялти пӗлӳ ҫурчӗн ҫавра ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ ҫул Пелепейӗнчи пӗрремӗш шкул хӑйӗн 130 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, апла пулсан уяв мешехине, ӑна мӗнле йӗркелемеллине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ», — хыпарланӑ Юрий Листопад журналист хаҫатра.

1926 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗн бюро ларӑвӗнче пирӗн халӑхшӑн истори пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ. Ун чухне Николай Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» (Thesaurus linguae tschuvaschorum) пичетлесе кӑларассине ырланӑ.
Республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ ҫитмен пулин те, влаҫ органӗсем ку ӗҫе кая хӑварман, Мускаври Тӗп Комитетран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫак ларурах Николай Ашмарина тата чӑваш шкулне никӗсленӗ Иван Яковлева ӗмӗрлӗх пенси пама та палӑртнӑ. Ашмарин словарӗ 17 томран тӑрать, унта 54 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Ку кӗнеке чӑваш чӗлхин пуянлӑхне кӑна мар, халӑхӑн йӑли-йӗркине, культурине тата ӑслӑлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Вӑл тӗпчевҫӗсемшӗн тата ҫыравҫӑсемшӗн чи кирлӗ энциклопеди шутланнӑ. Тӑрӑшса пухнӑ ҫак материала пухса кӑларассишӗн ҫирӗп утӑм тунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ 30 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов хӑй хутшӑннӑ. Хаҫата тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ Александр Белова, Николай Галкина, Лидия Михайловӑна та унта йыхравланӑ. Хаҫат редакторӗнче паян Михаил Арланов тӑрӑшать.
Хаҫатӑн тӗллевӗ — парламент ӗҫӗ ҫинчен те каласа кӑтартасси, ҫав вӑхӑтрах вулакансемшӗн те кӑсӑклӑ пуласси.
Сӑмах май каласан, Лидия Ивановна «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗрле ӗҫленисене аса илнӗ. Вӑл Эльвира Хмелева, Вера Эверкки, Тамара Иванская, Сюзанна Сташенко, Эрбина Никитина журналистсене, Евгений Филиппов дизайнера, Екатерина Макарова бухгалтера ӑшшӑн аса илсе тав тунӑ.

Республикӑра тепӗр кинемей, Мавра Михайлова, 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Красноармейски округӗнчи Ыхракасси ялӗнче пурӑнать. Кинемей юбилейне ҫу, уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 15 ҫулти Мавра Свердловск хулине кайнӑ, унта производствӑра ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Мавра Михайловна «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ, пӑрусем пӑхнӑ. Вӑрман ӗҫӗнче те тӑрӑшнӑ вӑл.

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.
Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Чӑваш Енре Ревель Фёдоров художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май республикӑра халех йӗркелӳ комитечӗ туса хума йышӑннӑ. Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
Ревель Фёдорович — Чӑваш Енӗн икӗ хутчен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫейӗн ӳнер академийӗн ылтӑн медальне тивӗҫнӗ, Наукӑпа ӳнерӗн Петров академийӗн чӑн пайташӗ, Раҫҫейӗн халӑх художникӗ, профессор.
Ревель Фёдоров 1929 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан 1963 ҫулта Харьковри ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта, сӑмах май каласан, Алексей Кокель живопись ӑсти ӗҫленӗ.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Василий Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) (10.05.1906-29.08.1977) физиолог, биологи наукисен кандидачӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районнее кӗрет) Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти педагогика техникумӗнчен, Н.К. Крупская ячӗллӗ Коммунистсен воспитанийӗн академийӗнчен, Ленинградри медицина институтӗнчен, В.М. Бехтерев ячӗллӗ институтри аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ.
1947-1950 ҫулсенче И.П. Павлов ячӗллӗ Ленинградри медицина институтӗнче преподавательте, 1950-1958 ҫулсенче Ленинградри педиатри медицина институтӗнче ӗҫленӗ. 1960-1964 ҫулсенче Ленинградри радиаци гигиенин наукӑпа ӑслӑлӑх институтӗнче ӗҫленӗ.
Физиологипе гигиена енӗпе 40 ытла аҫлӑлӑх ӗҫе ҫырнӑ. Вӑл пуҫ мимипе нерв тытӑмне тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗсем ГДРта, Чехословакире, Болгаринче тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ.
Чӑвашла сӑвӑсем, калавсем тата очерксем те ҫырнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Мария Дементьева паян 100 ҫул тултарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑма юбилейпе саламлама Шупашкар хулин Мускав районӗнчи управин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталия Яхатина, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн директорӗ Светлана Милкина пырса ҫитнӗ. Вӗсем кинемее ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, Раҫҫей Президенчӗн саламлӑ открыткине вуласа панӑ, парнепе савӑнтарнӑ.
Мария Дементьевна мӑшӑрӗпе, 95 ҫула кайнӑ Василий Мироновичпа, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-савӑнса пурӑнать. Вӗсем Шупашкарти Агрегат заводӗнче ӗҫленӗ чухне паллашнӑ та 73 ҫул ӗнтӗ телей кайӑкне алӑран вӗҫертмесӗр пурӑнаҫҫӗ. Икӗ ывӑлӗ те, шел те, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах мӑнукӗсем тата мӑнукӗсен ачисем пур.

Паян, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александра Зайцеван ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 65 ҫул тултарать.
Вӑл 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче (институтӗнче) чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. 1983 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ, ҫавӑнтанпа вӑл унта ӗҫлет.
Александра Зайцеван юбилейӗ ячӗпе театрта ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юбилей каҫӗ пулӗ. Театрӑн пресс-служби «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ «артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Флорид Буляков пьесипе лартнӑ «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитпе паллӑ тӑвӗ».

Комсомольски округӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дария Дьяконова ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Дария Яковлевна хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ вӑл. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те ыттисемпе тан вӑй хунӑ. Дария Дьяконова – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, хисеп паллисене тивӗҫнӗ.
Кинемейӗн – пӗр ывӑл, икӗ мӑнук тата тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Ҫулӗсем пур пулин те Дария Яковлевна хаваслӑ пулма тӑрӑшать, юрлама кӑмӑллать, пурнӑҫа юратать.
