Паян Чӑваш Республики хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне уявлать. Эпир вара сирӗнпе пӗрле тӗрлӗ кӗтессенче пулса курӑпӑр, республикӑра ҫав уяв — кӑҫалхи юбилее лекекен Республика кунӗ — мӗнле иртни пирки каласа парӑпӑр.
Ҫапла май паянхи онлайна вӗҫлемелле пулӗ. Ӑна тепӗр хут, анлӑрах ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче — официаллӑ майпа Шупашкар хула кунӗнче палӑртма шантарнӑччӗ-ҫке — ҫутатӑпӑр.
Тепӗр хут сире Республика пӗр ӗмӗр тултарнӑ ятпа саламлатпӑр! Ӳстӗр пирӗн патшалӑх, чечеклентӗр! Халӑха ырлӑх кӳтӗр, тӗнче шайӗнче тивӗҫлӗ вырнӑ тупма пултартӑр!
Шырарӑм-шырарӑм... Урӑх ҫук пулас. Республика кунне мар, темле область юбилейне паллӑ тӑватпӑр тейӗн. Шел, намӑс-симӗс те ҫук ҫак ҫынсен вӗт-ха! Наци телекуравӗ чӑвашлӑхран питӗ инҫе тӑнине ҫакӑ тепӗр хут ҫирӗплетсе парать ӗнтӗ.
Рунӑллӑ ҫырулӑх пирки каласа панине вырнаҫтарчӗҫ... Унта та пулин хамӑр чӗлхемӗр пирки Алмантай суварист вырӑсла каласа парать.
Наци телекуравӗн Ютубри каналӗнче паян пире уява онлайн кӑтартма шантарчӗҫ. Пӗр купа видео вырнаҫтарчӗҫ. Пурте вырӑсла. Титул ӳкерчӗк ҫине пысӑк саспаллисемпе «УЯВЛАТПӐР» тесе ҫырнӑ пулин те. Чӑвашлине шырас та килместчӗ — ҫавах та Олег Мустаевӑнне пӑхса илесех терӗм. Чӑвашла. Маттур. www.youtube.com/watch?v=0b4sI03XC3g
Чӑваш автономине туса хунаранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Фёдор Мадуров хӑйӗн килӗнче галерея уҫрӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Спортивная Чувашия. Из прошлого в будущее» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ЧР Спорт министерствипе «ЮТВ» телеканал хатӗрленӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа тӑван республикӑмӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров саламланӑ. Саламлӑ сӑмахсене Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Малалла хуланалла тухса ҫаврӑнмалла пуль тетӗп. Фотосем кӗтӗр :)
www.youtube.com/watch?v=OnAL5KPww6A — Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (вырӑсла).
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнчен те республикӑмӑра парне пултӑр — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» паянтан 500 пин ытла пуплевӗш! Ку ӳсӗме Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӑн (чӑвашла Александр Галкин куҫарнӑ) сыпӑкне кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитрӗмӗр.
Леонид Сильвестров юбилей ячӗпе юрӑ хайланӑ. Ӑна вӑл пире ярса пачӗ:
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа
100 ҫул ҫитнине халаллатпӑр
Атӑл шӳлкеми – пирӗн Шупашкар
Шурӑ акӑш пек курӑнать.
Ӗлӗк-авалтан чӑвашпа тутар,
Вырӑс та кунта пурӑнать.
Тахҫанах йышра мӑкшӑпа ирҫе,
Ҫармӑспа пушкӑрт – юнашар.
Тӗрлӗ халӑхсен туслӑ ҫемйинче
Чун-чӗре курать пархатар.
Хушса юрламалли:
Мӗншӗн-ха, туссем, инҫете каяс,
Ҫӗр ҫинче пулсан Шупашкар?
Телее кунтах, хамӑрах туптас –
Чӗрере хӗмлентӗр кӑвар!
Кӑвак ҫутӑллах хула вӑранать,
Ҫӗн куна васкать тӗл пулма.
Ыр сунса хӗвел пире ачашлать,
Ҫӳллӗрен ҫӳле хӑпарса.
Таврара юхать кайӑксен юрри –
Чӑн симфони пек янӑрать,
Ҫывӑхра ҫавах машшинсен сасси:
Ӗҫ кӗвви чуна тыткӑнлать.
Хушса юрламалли.
Ентешсем ӗҫчен, хастар пулнӑран
Шупашкар ӳсет ҫулсерен.
Ан мансам, тӑван, килсе хӑналан –
Тарават эпир ӗмӗртен.
Санпала утар каҫхи урампа:
Кун пекки ниҫта эс курман.
Киленсе сывлар шерпет сывлӑшпа,
Ҫӑкасем чечек кӑларсан!
Хушса юрламалли.
Леонид Сильвестров
Чӑваш Республики — чӑваш халӑхӗн хальхи вӑхӑтри патшалӑхӗ. Унччен маларах пирӗн мӑн асаттесем Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелеме пултарнӑ. Историре уйрӑмах Атӑлҫи Пӑлхар тарӑн йӗр хӑварнӑ. Тутар-монголсем тапӑнса килсен пирӗн мӑн асаттесем пӗрремӗш хут вӗсене ҫапса ҫӗмӗрме пултарнӑ.
Хальхи патшалӑхӑн тымарӗсем 1920 ҫултанпа вӑй илме пуҫланӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче В.И. Ленин «Чӑваш автономи облаҫӗ ҫинчен» декрета алӑ пуснӑ. Унта ҫавӑн пекех ВЦИК председателӗн Михаил Калининӑн тата ВЦИК секретарӗн Авель Енукидцен алӑ пуснисем пулнӑ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчен Чӑваш АССР йӗркеленӗ. 1992 ҫултанпа Чӑваш Республики ята илнӗ.
Паян Светлана Асамат та хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлать. Саламлатпӑр! Пӗрре — Республика кунӗ ячӗпе, тепре — Ҫуралнӑ кунпа.
Ҫавӑн пекех ҫак кун паллӑ актриса Ольга Ырсем те 1892 ҫулта ҫуралнӑ.
Кану кунӗ паян, сӑмах май, республикӑмӑрта ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпех. Сӑлтавӗ вара — ҫак кун Ҫӗнтерӳ парадне ирттерме шут тытнинче. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӑна ирттерме кӑшӑлвирус чӑрмантарнӑ, халь вара ирттерме май пур тесе шутланӑ.
Пирӗн республикӑра вара Ҫӗнтерӳ парачӗ пулмӗ — ӑна ирттерме шӑп ҫав вирус чӑрмантарать те ӗнтӗ.
Юбилейлӑ ҫул пулин те кӑҫал уява паллӑ тума чӑрмантаракан сӑлтав та пур — ку вӑл кӑшӑлвирус. Ҫавах та, республикӑри влаҫ органӗсем пире уява онлайн мелӗпе кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци телекуравӗн Youtube каналӗнче пӑхмалла теҫҫӗ: www.youtube.com/channel/UCI7nCDhnZV9B2O5KbzTUV2Q
//шел те, хальлӗхе унта нимӗнле онлайн та асӑрхамарӑмӑр-ха.
Чи малтанах республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн салам сӑмахӗсене илсе кӑтартар:
Хаклӑ ентешсем!
Сире Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп.
Ҫак уяв тӑван ене юратакан, унӑн хӑйне евӗрлӗ кун-ҫулӗпе, ӑс-хакӑлӗпе культурин паха еткерлӗхӗпе мӑнаҫланакан мӗнпур ҫынна пӗрлештерет.
Чӑваш халӑх историйӗ кӑсӑк та пуян, вӑл нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлать. Ҫапах та чӑваш патшалӑхӗн кун-ҫулне уйрӑммӑн илсен, унӑн юлашки 100 ҫулхи тапхӑрӗнче пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрта мӗн пулса иртни туллин те уҫӑмлӑн сӑнарланнӑ.
Малалла ҫирӗппӗн аталанма пулӑшакан вӑй пирӗншӗн хуть хӑҫан та халӑхӑмӑрӑн ӗҫченлӗхӗ пулса тӑрать. Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче Чӑваш Ен хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе малта пыракан автономисенчен пӗри шутланнӑ. Республика ҫав тапхӑрта хытӑ сийлӗ ҫулсем тӑвас енӗпе малта пынӑ, ҫавӑншӑн ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.
Чӑваш Ен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва аркануран чӗртсе тӑратнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫул хывнӑ.
Халӗ Чӑваш Республики умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсене пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине эпир ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура, анчах та тивӗҫлӗ кӑтартусемпе кӗтсе илетпӗр. Малта — ҫӗнӗ инҫетсем, ҫӗнӗ тӗллевсемпе ҫитӗнӳсем. Кулленхи ӗҫӗмӗре тата кашнин професси ӑсталӑхне пула пирӗн тӑван ҫӗрӗн вӑй-халӗпе пуянлӑхӗ ӳсет. Сире ырӑ пуҫарусенче ҫитӗнӳсем тума, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата хастарлӑх сунатӑп. Чӑваш халӑхӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанар тата вӗсене ӳстерсе пырар!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей халӑх артисчӗ Надежда Бабкина саламланӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Культура министерстви Инстаграмра хыпарланӑ.
«Хаклӑ Чӑваш Ен, Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫӗр ҫулхипе чӗререн саламланине йышӑнсамӑр», – тесе пуҫланӑ халӑх артистки салама.
Чӑваш Ене Надежда Бабкина питӗ хитре тесе каланӑ. Унӑн ҫутҫанталӑкне, ял-хулине илемлӗ тесе ырланӑ вӑл.
Надежда Бабкина культурӑна тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ. Хутшӑнури культура пирки сӑмах пырать унта. «Юрлани, ташлани ҫеҫ мар. Тавлашнӑ чух та культура, тавлашу культури», –тенӗ вӑл. «Хӑвӑр хӑш ҫӗр ҫинче ҫуралнине асра тытӑр», – тенӗ Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗмӗр 75 ҫул, Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа, поэзие юратакансене хӑйӗн «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ.
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайне, вӑл «Чӑвашшӑн чӑваш — чи хаклӑ юлташ!..» ятлӑ, паллӑ сӑвӑҫ чӑвашлӑх темипе тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗ «Вунсаккӑрта алла пӑшал эп тытрӑм» ятлӑ. Вӑл Валери Туркай юлашки вӑхӑтра ҫарпа патриотизм темипе ҫырнӑ хайлавсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш пая тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсем, тӗпрен илсен фронтовик-поэтсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене пурне те чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ. Ку ярӑмри сӑвӑсенчен уйрӑмах Расул Гамзатовӑн «Тӑрнасем» сӑввипе Владимир Харитоновӑн «Ҫӗнтерӳ кунӗ» сӑвви палӑрса тӑраҫҫӗ.
«Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Геннадий Шурбинпа Андрей Головин предпринимательсем, «Комплекс» строительство фирмини директорӗ Валерий Гордеев тата Шупашкар хулин нотариусӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗ Анатолий Шагаров воин-интернационалист пулӑшнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа наци гербне ӳкернӗ марка туса кӑларнӑ. Юбилейлӑ маркӑсем кӗҫех Чӑваш Ене килмелле.
Марка ҫине герб, чӑваш орнаментне, регионти паллӑ вырӑнсене тата символсене ӳкернӗ. Вӗсене 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 1 пин экземпляр кӑларнӑ.
Юбилейлӑ экземплярсене Наци музейне парӗҫ. Кӑмӑл пур тӑк маркӑсене республика уявӗн кунне палӑртса штемпель лартма пулать – Шупашкарти Тӗп почтӑна ҫеҫ ҫитмелле.
Чӑваш Енри Кире спорчӗн федерацийӗ «100 подъёмов гири к столетию Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫӗрҫуллӑхӗ тӗлне кире пуканне 100 хут йӑтасси) ятпа онлайн-акци пуҫарнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче йӗркеленӗ.
«Кире спорчӗ – халӑхра сарӑлнӑ спорт енӗсенчен пӗри. Кире пуканне йӑтакансем Республика кунне чылай ҫул хастар хутшӑннӑ. Кӑҫал, шел пулин те, палӑртнӑ мероприятисене ирттереймерӗмӗр. Ҫапах та онлайн-акци йӗркелес терӗмӗр», — тенӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республикӑн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ, рекордне Гиннес кӗнекинче ҫырса хунӑ Борис Глинкин.
Онлайн-акцие хамӑр республикӑри спортсменсем ҫеҫ мар, Киров, Иваново, Мускав, Чулхула, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи спорстменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Видероликсене gbn1961@mail.ru электрон почтӑпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен пӗрремӗш Президенчӗ пулнӑ, халӗ РФ Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Николай Федоров ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӑван кӗтес ҫывӑх ҫынсене пӗрлештернине палӑртнӑ. Чӑваш Ене хӑйӗн ывӑл-хӗрне пулӑшса та хавхалантаракан ырӑ кӑмӑллӑ та тӑрӑшуллӑ амӑшӗпе танлаштарнӑ.
Николай Федоров 100 ҫулта пирӗн республикӑмӑр «провинцири тӗттӗм вырӑнтан» хӑватлӑ аграрипе индустри центрне ҫаврӑннине, ӑна ҫӗршыв тулашӗнче пӗлнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ — космоса парӑнтарнисемпе ҫар ҫыннисем, ученӑйсемпе культура ӗҫченӗсем, врачсемпе педагогсем, рабочисемпе ҫӗр ӗҫченӗсем», — тенӗ вӑл.
Вырӑсла ҫырнӑ пулин те саламра Николай Федоров чӑвашла ваттисен сӑмахӗпе яланхиллех усӑ курнӑ.
«Ялпа, мирпе, халӑхпа пӗрле», — тесе вӗрентнӗ пире аттемӗрсемпе асаттемӗрсем», — тенӗ.
Чӑваш Енре хуткупӑсҫӑсен онлайн-фестивальне ирттерӗҫ. «Битва на Волге» (чӑв. Атӑл хӗрринчи ӑмӑрту) мероприятие Республика кунне халалланӑ.
Фестивале 18 ҫултан аслӑрах хуткупӑсҫӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен заявкисене тата видеороликӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӑратмалла. 4 минутран вӑрӑм мар роликра икӗ хайлав пулмалла. Материалсене pechnikova.08@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хуткупӑсҫӑсен репертуарӗнче халӑх кӗвви-ҫемми те, хальхи юрӑсем те, халӑх юрри-кӗввине илемлетнӗ хайлавсемпе такмаксем те пулма пултараҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе чыслама шантараҫҫӗ.
Фестивале йӗркеленӗ — Чӑваш Республикин халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗ вулакансемпе черетлӗ хутчен онлайн-мелпе курнӑҫӗ. Иртнинче вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавне ҫавӑн пек меслетпе ирттернӗччӗ. Паян 13 сехетре вулавӑш «Ютуб» каналта литература тӗпелӗ йӗркелӗ. Хальхин теми — «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи». Мероприятие чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов тата унӑн пултарулӑхне тӗпчекен филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Сергей Павлова пултаруллӑ прозаик, журналист, тӗрлӗ преми лауреачӗ пек пӗлеҫҫӗ тесе палӑртать Чӑваш наци вулавӑшӗ. Калавӗсемпе повеҫӗсене Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче республикӑри «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Ялав» журналсенче. 90-мӗш ҫулсенче унӑн кӗнекисем кун ҫути курма пуҫланӑ. Паян унӑн «Сиплӗ ҫумӑр», «Сӗлкӗш», «Тан таппи», «Авӑр», «Тӗтре», «Юрату тумхахӗсем», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Тӑм ӳкнӗ ир» ӗҫӗсене пӗлмен ҫын та сахал пулӗ.
Чӑваш Енри ялсене укҫа парасшӑн.
Паян республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр муниципалитет Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хушма укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Олег Николаев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
«Сирӗн умӑртах Ял хуҫалӑх тата Финанс министерствисене ку укҫана епле уйӑрасси пирки шухӑшласа пӑхма хушатӑп. Кашни яла 100-шер пин тенкӗ уйӑрассине ырлатӑп. Ку цифра 100 ҫулхи юбилейпе ҫыхӑнӗ», – ҫак шухӑша пвлӑртнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Район центрӗсемпе хуласем валли укҫа виҫине урӑхларах шутласа памалла.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ. Видеосалама вӑл тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ паян саламсен марафонӗ пуҫланнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кӑшӑлвируса пула чылай мероприятие онлайн меслетпе ирттерме тивет. Йӑлана кӗнӗ Акатуй та, ача-пӑча Акатуйӗ те ҫавӑн пек иртӗ.
Тӑван республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунӗпе ентешӗмӗрсене паян Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ.
Марафона кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ун валли саламлӑ видеороликӳкермелле те ӑна #100летЧувашии (чӑв. ЧӑвашЕне100ҫул) хэштегпа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене лартмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |