Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Анна Быстрова сумлӑ юбилейне – 100 ҫулне – паллӑ тунӑ. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юбиляра саламлама килнӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫырӑва тыттарнӑ.
Анна Быстрова Тверь облаҫӗнче 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкулта 5 класс вӗренсен вӑл Ржев хулине тухса кайнӑ, унта ҫар савутне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан савута Улатӑра куҫарса килнӗ. Ҫапла майпа Анна Быстрова Чӑваш Ене лекнӗ.
Кинемей – тыл ӗҫченӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртӗ. Мероприятие Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫын 80 ҫул тултарнине (ҫут тӗнчене вӑл сакӑр теҫетке ҫул каялла паян килнӗ) халалланӑ. Валерий Яковлев — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл — Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх премине вара икӗ хут тивӗҫнӗ. «Ылтӑн маска» театр премийӗпе те чысланӑ.
Театрта ӗҫлесе ӗмӗрленӗ ҫыннӑн юбилейне кӑнтӑрла артистӑн тӑван ялӗнче, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра, уявлӗҫ. Вӑл ашшӗ килне кӗрсе тухӗ. Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе тата учительсемпе тӗл пулӗ. Театр артисчӗсен пӗр ушкӑнӗ «Ялта» спектакль сыпӑкне кӑтартӗҫ.
18 сехетре Шӑмӑршӑри культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссариатне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.
Ушкӑнӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн явапли тесе Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе тӑрӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи пулма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева шаннӑ. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ. Ушкӑн ертӳҫин тепӗр ҫумӗ — ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче ытти ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакансем те пур.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ.
Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ.
Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Андриян Павловӑн пултарулӑх каҫе иртет. Вӑл 18 сехетре пуҫланнӑ.
Андриян Николаевич — режиссер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ.
70 ҫулти актера уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, пултарулӑх коллективесем саламлаҫҫӗ. Унтан «Чуххӑм Ванькка авланать – кай, кай, кай…» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.
Андриян Павлов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр институтӗнче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ театрта 1972-1983 ҫулсенче актер пулса ӗҫленӗ. 1985 ҫулта режиссер курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (Шупашкар хули) Альбина Юрату (Любимова) журналист, сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнине халласа музыкӑпа литература каҫӗ ирттерӗҫ.
Альбина Юрату — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Эмине ячӗллӗ пӗтӗм чӑвашсен хӗрарӑмсен наци премийӗн лауреачӗ, Ҫутҫанталӑка сыхлакансен пӗтӗм Раҫҫейри обществин республикӑри канашӗн премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Енри журналистсен Н.В. Никольский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ. 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисем турккӑ тата азербайджан поэчӗсен пуххисенче те пичетленнӗ. Альбина Юрату сӑввисемпе 500 ытла юрӑ хывнӑ.
Музыкӑпа литература каҫӗнче «Ҫак ҫӗр ҫине эп килнӗ юратма» курав уҫӑлӗ. Унта поэтпа паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, хутсем пулӗҫ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хӑйӗн 550 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗ.
Тем те пулӗ программӑра. Вӗсенчен хӑшӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотсен ушкӑнӗ, сӑмахран, 11 сехетре Шупашкарти Юрӑ уйӗ патӗнчи лапамра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерӗ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) наци кухнин регионсем хушшинчи фестивалӗ Амӑш монуменчӗ патӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. 14 сехетре Республика лапамӗнче «Чебоксары — город славы трудовой!» (чӑв. Шупашкар — ӗҫ мухтавӗн хули) фестиваль Шупашкарти предприяти-организацисемпе паллаштарӗ.
Юрӑ уйӗнче 19 сехетре Петр Захаров юрӑҫ концертне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл — Питӗр хулинчен. «Голос» (чӑв. Сасӑ) телешоу ҫӗнтерӳҫи. Питӗрти паллӑ бас-баритон Раҫсейри тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне хулара пурӑнакансем тата хӑнасем автобуспа тӳлевсӗр ҫӳреме пултарӗҫ. Анчах пуринпе те мар.
Уявра тӳлевсӗр вӑхӑтлӑх маршрут ярӗҫ. Тӳре-шара маршрута уҫмашкӑн ҪҪХПИпе калаҫса татӑлнӑ. Тӳлевсӗр автобуссем «Каскад» суту-илӳ центрӗ патӗнчен 30-мӗш ҫулпа Уруков урамне ҫитӗҫ, унтан «Республика пульници» чарӑнуран Оперӑпа балет театрӗ, Филармони, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ патне ҫитӗҫ. Транспорт ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Автобуссен нумай кӗтмелле мар – кашни 3-5 минутрах пулӗҫ.
Раҫҫей почти Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа 250 пин конверт кӑларнӑ. Унта Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ тӗп хуламӑра сӑнланӑ, уяв эмблемине вырнаҫтарнӑ.
Ҫурлан 24-мӗшӗнче Тӗп почта умӗнче (Ленин проспекчӗ) ятарлӑ гашени уявӗ иртет. Почта тӳлевӗн паллин гашенийӗ – пысӑк пулӑм. Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ штемпель пӗр кун ҫеҫ вӑйра (ҫурлан 24-мӗшӗ), кайран ӑна тӗп тӑваҫҫӗ.
Юбилейлӑ конвертсем мӗнпур почта уйрӑмне ҫитнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма пилӗк хутчен тивӗҫ пулнӑ ветерана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 95 ҫулхи юбилейпа саламланӑ. Унӑн салам открыткине Леонид Егоров патне Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитернӗ.
Парнепе тата открыткӑпа ветеран патне кайма физкультура енӗпе ӗҫлекен тӗп специалиста Юрий Васильева шаннӑ. Ватӑ ҫынна вӑл юбилей ячӗпе саламласа сывлӑх суннӑ.
Леонид Егоров — подполковник. Мари Эл Республикинчи Княжна ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. В.В. Куйбышев ячӗллӗ ҫарпа инженери академийӗнче вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл самолетсене вӗҫсе хӑпармалли полосасем тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ хулара ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсие кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |