Паян, нарӑс уйӑхӗ 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев 55 ҫул тултарнӑ.
Валерий Клементьев 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Философи, этика тата тӗн вӗрентӗвӗ» енӗпе пӗлӳ илнӗ.
Валерий Клементьев «Ҫавал» ансамбльте, Сартури «Аншлаг 94» ансамбльте ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑваш автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫлет.
Кӗтернепурта (Екатеринбургра) Шӗкӗр йӗрӗхне тупнӑранпа 130 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫакӑн пирки паллӑ объект упранакан вырӑнта, Свердловск облаҫӗн таврапӗлӳ музейӗнче пӗлтернӗ.
Уява палӑртнӑ май музей ӗҫченӗсем «Шӗкӗр пуянлӑхӗ» экспозицинче тӳлевсӗр экскурсисемпе ирттерме шутлаҫҫӗ, сӑмах май унта йӗрӗхсӗр пуҫне ытти археологи япалисем те вырнаҫнӑ. Экскурсисем 2020 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшпе 8-мӗшсенче иртӗҫ.
Ҫак паллӑ йӗрӗхе Шӗкӗр торфлӑ шурлӑхӗнче 1890 ҫулта тупнӑ. 2014 ҫулта тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем йӗрӗхӗн ӳсӗмне — вӑл 11 пин ҫулта пулнине — ҫирӗплетсе панӑ. Йӗрӗхе пирӗн эрӑчченхи IX пинҫуллӑхра, мезолит тапхӑрӗнче, лиҫван йывҫҫинчен тунӑ. Ӑна антропоморф кӗлеткине евӗрлесе хатӗрленӗ, вӑл темиҫе пайран тӑрать. Йӗрӗх кӳлепин кашни енне те геометри эрешӗсемпе илемлетнӗ. Эрешленисӗр пуҫне сарлака лаптӑксенче сӑнсем касса кӑларнӑ.
Шӗкӗр йӗрӗхӗ чи авалхи йывӑҫ скульптури шутланать.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗнерпе паян ӑслӑлӑх сессийӗ ӗҫленӗ. Ӑна Раҫҫей наукин кунне тата искусствоведени докторӗ тата профессорӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑҫлӑлӑх сессийӗн малтанхи кунӗнче 8 доклад итленӗ. Официаллӑ пая уҫма РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков таранах хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑри икӗ министр: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Роза Лизакова пулнӑ.
Тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ӗҫтешӗсем Алексей Трофимова юбилейпа саламланӑ. Ӑслӑлӑх сессийӗнче чӑваш ӳнерӗпе тата сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Элара» АУна Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Предприяти ӑна промышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Ҫавӑн пекех нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн, промышленноҫ тытӑмӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн предприятире тӑрӑшакан Александр Углов тата «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Кӑҫал савут 50 ҫул тултарать. Ӑна 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче предприяти ӗҫченӗсем валли Филипп Киркоров концерт лартӗ.
Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 10 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли — Тихон Табаков. Вӑл 100 ҫул тултарнӑ.
Тихон Табаков тӑван ялӗнчи чиркӳре чан ҫапса пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кӑҫатӑ йӑваланӑ.
Юбиляра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Хитре сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Ватӑ ҫын балаллайка тытнӑ, «Катюша» юрра янӑратнӑ.
Тихон Табакова 1942 ҫулта ҫар ретне илнӗ. Вӑл минометчик пулнӑ. Мина ҫывӑхра ӳкни, анчах вӑл ҫурӑлманнипе Елчӗк чӑвашӗ сывӑ юлнӑ. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл.
Ветеран мӑнукӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать. Юбилейпе саламлама пынӑ район пуҫлӑхне вӑл кӑмӑлтан тав тунӑ. Пурне те 100 ҫула ҫитме суннӑ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫитнӗ тӗле логотип тата унӑн элеменчӗсене ҫирӗплетнӗ. Логотипа ятарлӑ ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗнче ырланӑ.
Логотипа тата унӑн элеменчӗсене республика уявне халалласа ирттерекен тӗрлӗ фестивальпе конкурс валли пичет продукцийӗ (буклетсене, листовкӑсене, афишӑсене), ялавсем, сувенирсем хатӗрленӗ чухне усӑ курмалла. Республикӑмӑр пӗр ӗмӗрхине уявлама хатӗрленӗ лапамсене те пӗр стильпе хитрелетӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫавна шута илмелле. Кун пирки республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтерет.
Логотипа тата унӑн элеменчӗсене Шупашкарти художество училищин (техникумӗн) студенчӗсемпе преподавателӗсем хатӗрленӗ.
PDF тата COREL форматлӑ логотиппа унӑн элеменчӗсене ЧР Культура министерствин сайтӗнче ҫак _http://www.cap.ru/news/2020/02/06/utverzhden-oficialjnij-logotip-100-letiya-obrazova_|каҫӑпа__ вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Халӗ кинемей 102 ҫула ҫитнӗ.
Хальхинче ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен центрӗн ӗҫченӗсем Екатерина Москаленко тата Лариса Иванова, Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
102 ҫулти кинемей паян та ӑслӑ-тӑнлӑ. Хӗллехи кунсенче вӑл юр тасатма тухать. Сӑнпа пӑхсан ҫулне кура мар ҫамрӑк курӑнать.
Ватӑ ҫын кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Зоя Даниловнӑн — 8 мӑнук, мӑнукӗсен ачисем 13-ӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Морозова кирпӗч савутӗнче, пекарньӑра, совхозра ӗҫленӗ. Тракторист та пулнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев.
Паян искусствоведени докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Трофимов профессор 85 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1938 ҫулта Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Чӑваш Киреметпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ Ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Унта директор пулса та ӗҫленӗ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗрентнӗ.
Алексей Трофимов авалхи чӑвашсен ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тупнӑ, унӑн алфавитне йӗркеленӗ тата ытти сумлӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Раҫҫей ӳнер академийӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑна академин хисеплӗ ҫыннине суйланӑ. Юбиляр хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче пурӑнакан Нина Егорова кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама тӳре-шара ҫитнӗ.
Хӑнасем юбиляра РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине илсе ҫитернӗ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Ватӑскере саламласа вӗсем ырла-сывлӑх суннӑ.
Нина Егорова – ӗҫ ветеранӗ. Вӑл «Красноармейски» совхозра пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫленӗ. Нина Егорова – нумай ача амӑшӗ те. Хӗрарӑм сакӑр ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |