
Ҫак эрнере Чӑваш Енри хаҫатсенчен пӗрин редакторне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята пама йышӑннӑ. Кунта сӑмӑх Комсомольски тӑрӑхӗнчи «Каҫал ен» район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Алевтина Ефремова пирки пырать.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ хаҫӑтӑн пӗрремӗш номерӗ 1931-меш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна Патӑрьелте «Паянхи сас» ятпа пичетлесе кӑларнӑ.
1932 ҫулта ҫав кӑларӑм икӗ хаҫата пайланнӑ: «Колхоз байрагы» тата «Октябрь ялавӗ». Икӗ хаҫачӗ те Патӑрьелте тухса тӑнӑ. 1939 ҫулта Комсомольски районне туса хунӑ хыҫҫӑн «Октябрь ялавӗ» хаҫат Комсомольскине куҫнӑ. Паян вӑл кӑларӑм «Каҫал ен» ятпа пичетленсе тухать, унта район пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Валери Туркай поэт 65 ҫул тултарать.
Валери Туркай (чӑн хушамачӗ Воробьев) 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ.
Валерий Владимирович — СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ преми лауреачӗ. Ҫав шутра — Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ премин лауреачӗ, Ф. Карим ячӗллӗ премин. Украинӑри Остер хулин хисеплӗ ҫынни, Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне эпир пӗлменни те, тен, чылай-тӑр.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Тамара Гурьева юрӑҫ 75 ҫул тултарнӑ.
Тамара Изосимовна — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1982 ҫултанпа), чӑваш халӑх артистки (1995 ҫултанпа).
Вӑл 1951 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Шуртавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер тата хитре юрлама пӗлекенскер Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ.
Малтан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче юрланӑ, кайран — Чӑваш патшалӑхӗн телевиденипе радиовӗн комитечӗн хорӗнче. 1992 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Тамара Гурьева халӑх юррисене тата чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑсене солист евӗр шӑрантарнӑ. Унӑн паллӑрах юррисем: Ф. Лукинӑн «Уҫланкӑри палан», Г. Хирпӳн «Савнӑ Шупашкарӑм», Ю. Жуковӑн «Юратнӑ, кӑмӑллӑ аннем».

«Муниципалитет хыснине те йӗркелет, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма та вӗрентет», — ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче. Кунта сӑмах Рената Ананьева пирки пырать.
Рената Ананьева Муркаш тӑрӑхӗн администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Профессири вӑрӑм кун-ҫулне вӑл совхозри тӗп бухгалтертан пуҫланӑ. Халӗ 35 ҫул ӗнтӗ Рената Иосифовна — финанс енӗпе пысӑк специалист.
Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Лучшее муниципальное образование России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ) конкурсра темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.
Рената Иосифовна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен «Чувашский край в истории России» (чӑв. Чӑваш Ен Раҫҫей историйӗнче) регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Форума тӗрлӗ пулӑма халалланӑ, ҫав шутра Чӑваш Ен Раҫҫей патшалӑхне кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнине те. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене те.
Форума Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен Красноармейскинчи уйрӑмӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Кун пирки эпир вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. Мероприятие Светлана Гурьева, Виталий Михайлов, Зинаида Михайлова, Владимир Константинов, Иван Ефимов, Анатолий Скворцов тата Эдисон Патмар хутшӑннӑ.
Форумра Красноармейски тӑрӑхӗнчи икӗ хастара: Светлана Гурьевӑна тата Владимир Константинова — «Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗн тава тивӗҫлӗ ӑсти» хисеплӗ ят панӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе республикӑри культура отраслӗнче тӑрӑшакан виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
Вӗсенчен пӗри — Елена Мазурова. Елена Николаевна — Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӑн пай заведующийӗ.
Шупашкарти «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗн халӑх пултарулӑхӗн тата ремеслисен пайӗн заведующийӗ Светлана Тяхмусова та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Сумлӑ списокра педагогика наукисен кандидачӗ те пур. Кунта сӑмах Татьяна Фуртас пирки пырать. Татьяна Владимировна – И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика унивреситетӗнче музыка ӳнерӗн тата вӗрентӳ кафедрин доцентӗнче ӗҫлет.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлекен Эмилия Назарова артисткӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Эмилия Анатольевна 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ухман ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта вӑл Канашри педагогика колледжӗнче вӗренсе тухнӑ, 2011 ҫулта — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, актриса тӗрлӗ жанрпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, камит-и е драма-и — пур сӑнара та ӗнентерӳллӗн калӑплама пултарать. Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑрри конкурсӗнче Эмилия Назарова «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире темиҫе хутчен те лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн Хушӑвӗпе «Ҫавал» ансамбль артистне хисеплӗ ят панӑ. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 33-мӗш Хушура Александр Ильина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парасси пирки сӑмах пырать.
Александр Николаевич пирки вӑл ӗҫлекен Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ансамблӗн ҫеҫ мар, коллективӑн та мӑнаҫлӑхӗ тесе пӗлтернӗ. «Тата тӗрӗсрех каласан, филармонин ҫеҫ мар, мӗнпур республикӑн», — ӑшшӑн палӑртнӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Александр Ильин хӑйӗн ӑсталӑхӗпе фольклора паянхи ӑру патне ҫитерме пулӑшать ҫеҫ мар, ӑна упраса хӑварма та хӑйӗн тӳпине хывать. Куракансем ӑна яланах ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Вӗсенчен пӗри — Татьяна Белова. Татьяна Васильевна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата меслетлӗх ӗҫӗн пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева та ку списокра пур. Татьяна Александровна – професси ӳнерӗн, вӗрентӗвен тата халӑх пултарулӑхӗн пайӗн халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшать.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче (техникумӗнче) преподавательте ӗҫлекен Валентина Мельник та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Сумлӑ йышра ҫӑвӑн пекех Ирина Романова пур. Ирина Ивановна
Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче реквизит енӗпе ӳнер мастерскойӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшать.

Чӑваш Енри икӗ артиста иртнӗ эрнере тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ. Кун пек чыса музыка ӳнерӗнче нумай ҫул тухӑҫлӑ та тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсене парас тенӗ. Вӗсем — Владимир Ашмарин тата Константин Живулин. Куракансем юратакан ҫак артистсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Владимир Владимирович – Чӑваш патшалӑх филармонийӗн музыка лекторийӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ). Константин Михайлович – филармонин «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ).
Вӗсем иккӗшӗ те тахаҫантанпах сцена илемӗ пулса тӑнӑ, республикӑри куракансем вӗсене аван пӗлеҫҫӗ.
