Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ят-сум

Культура
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Культура тытӑмӗнче тӑрӑшакан республикӑри икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Улатӑрти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи преподавательне Наталья Артемьевӑна тата Ҫӗмӗрлери ял вулавӑшӗн заведующине Людмила Кадеевӑна парас тенӗ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енри икӗ пысӑк пуҫлӑх самай сума тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи — патшалӑхӑн ҫурт-йӗр тӗп инспекторӗ Виктор Кочетков тата Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗн патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов Чӑваш Республикин Хисеп грамотиллӗ пулса тӑнӑ.

 

Персона
Леонид Черкесовӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Леонид Черкесовӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев «Раҫҫӗй Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята тивӗҫнӗ.

Николай Станиславович асӑннӑ центр уҫӑлнӑранпах ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать.

 

Персона
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти урамсенчен пӗрне Василий Димитриев ятне парӗҫ.

Юпа уйӑхӗнче хулара урамсене ят парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Василий Димитриевич историк ячӗпе Калинин урамӗпе Грязевская стрелкӑна ҫыхӑнтаракан урам хисепленсе тӑрӗ.

Василий Димитриев – истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=300453
 

Персона
Владимир Димитриев. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Владимир Димитриев. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Икӗ пуҫлӑха тава тивӗҫлӗ ят панӑ Чӑваш Енри икӗ тӳре-шара тава тивӗҫлӗ ят панӑ.

«Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин тивӗҫнӗ. Ку хисепе вӑл «строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.

Ял хуҫалӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн инспекцийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

 

Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗ, художник-постановщикӗ, актёрӗ президент пулӗ.

Асӑннӑ театрта ҫавӑн пек должноҫа ҫирӗплетесси пирки ӗнер юбилей каҫӗнче пӗлтерчӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн вырӑсла саламне республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов юбиляр патне ҫитернӗ чухне палӑртса хӑварнӑ.

«Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн президенчӗн ҫӗнӗ должноҫне ҫирӗплетме сӗнетӗп», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче те. Республика ертӳҫи палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Валерий Яковлев кун пек чыса чӑваш театр ӳнерӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленипе тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче культура учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫин Валерий Яковлевӑн 85 ҫулхине халалланӑ юбилей каҫӗ иртрӗ.

Валерий Яковлев чӑваш ӳнерӗшӗн, культуришӗн, йӑли-йӗркишӗн чунне парса ӗҫлени пирки сцена ҫине тухнӑ тӗрлӗ хӑна, ҫав шутра тӳре-шара та, палӑртса хӑварчӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Акасаков, сӑмахран, сумлӑ режиссёрпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче паллашнине, самана пӑтраннӑ, ҫӗршыв арканнӑ вӑхӑтра Валерий Николаевич ӳнершӗн чунне ыраттарса калаҫнине аса илчӗ. Юбиляра саламлама Тутарстанри тата Мари Элти ӗҫтешӗсем килнӗ, Савватий митрополит та пулчӗ.

 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать.

Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссерне Валерий Яковлева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ала пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.

Валерий Яковлев нумаях пулмасть 85 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑранпах ӗҫлет.

 

Персона
Вера Иванова ӳкернӗ видеоран илнӗ скриншот
Вера Иванова ӳкернӗ видеоран илнӗ скриншот

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 63 ҫул тӑрӑшнӑ Нина Григорьева ӗҫлеме пӑрахнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑ Нина Ильинична ачаранпах театра юратнӑ. Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе килсен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тимлеме тытӑннӑ та тӳрех халӑх юратакан артист пулса тӑнӑ.

Пулас мӑшӑрӗпе, тӑван район каччипе, хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех Николай Даниловичпа, театр институтӗнче паллашнӑ. Унта вӗсене Ромеопа Джульеттӑна выляттарнӑ. Ҫавӑн пек туслашса кайнӑ та чипер хӗрпе хитре каччӑ.

Иртнӗ эрнере Нина Ильинична театртан пӑрахма заявлени ҫырса панӑ. Николай Данилович вара ӗҫӗнчен (вӑл пулас актёрсене сцена ӑсталӑхне вӗрентсе пурӑннӑ) ҫур ҫул каярах кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ