Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ.
Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен.
Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе.
Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ.
15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи
Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти
Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Паллах, пирӗн республика та ку акцирен айккинче юлман. Чӑваш Енре пилӗк лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере (унта лапам кӑҫал пӗрремӗш хут пулнӑ).
Кӑҫал диктант ҫырма 750 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 749-шӗ ҫеҫ ӗҫӗсене тӗрӗслеме панӑ. Хальхинче акцие куҫ курман ҫын та хутшӑннӑ. Вӑл диктанта Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ.
Вырӑсла диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 32-ӗн кӑна пулнӑ. 2017 ҫулта вара диктанта 44 ҫын пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ.
Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяра тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернишӗн явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
РФ Следстви комитечӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарни пирки право хуралҫисене тухтӑрсем систернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпчев пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара хӗрача ҫуратнӑ. Унтан ӑна вӑл полиэтилен хутаҫа чиксе хурса ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ.
Юр кайса пӗтсен ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Анчах ку – хӑрушӑ, ҫулӑм сарӑлсан пушар тухма пултарать. Кӑҫал ав «сезон» уҫӑлнӑ темелле – Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ.
Кунашкал тӗслӗх тунтикун Элӗк районӗнче пулнӑ. Иванькино-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ҫав каҫах Ҫӗмӗрле хулинче Савут урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫулӑм тухнӑ. Унта гаражсен умӗнчи ҫуп-ҫап ҫуннӑ. Юрать, ҫулӑма темиҫе минутрах сӳнтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын А4 форматлӑ хут туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче 2 пин пачка хут саккас панӑ, сутуҫӑ куншӑн малтанлӑха ҫур хакне – 130 пин тенкӗ – куҫарса пама ыйтнӑ. Арҫын укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ, анчах хут килмен.
Шупашкарта пурӑнакан 24-ри каччӑ диван сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тӑратнӑ. Анчах сутас вырӑнне хӑй укҫа ҫухатнӑ: ултавҫӑсене 1800 тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм вара тӗнче тетелӗнче тест тухса банк бонусӗсем выляса илнине ӗненнӗ. Унӑн счечӗ ҫинчен 4900 тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 80-ри кинемей вара «банк ӗҫченне» пула 40 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Куратӑр пулӗ: ултавҫӑсем ҫын шанчӑкне кӗрсе пуйма хӑтланаҫҫӗ. Унашкал тӗслӗх нумай, полицейскисем кун пирки кашни кун тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ултавҫӑсен аллине ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр!
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер, ака уйӑхн 5-мӗшӗнче, Раҫсейӗн тӗп прокурорӗ ку должноҫе Евгений Серебрякова ҫирӗплетнӗ.
Евгений Александрович Серебряков паян — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1994—1999-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи Ленин районӗнчи прокуратурӑна прокурор пулӑшуҫи пулма ӗҫе илнӗ. Унтанпа Серебряков тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра — преступление тӗпченине тата ШӖМ органӗсен оперативлӑ тата шырав ӗҫне тӗрӗслекен пай прокурорӗнче, Ленин район прокуратурин прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкарта — прокурор ҫумӗнче, Чӑваш Енӗн прокуратуринче пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче.
Чӑваш Енри тӑватӑ хула Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Вӗсем хӑтлӑ хула хӑтлӑхне йӗркелекенсен конкурсӗнче тупӑшӗҫ. Кашниех хӑйсен уйрӑм территорийӗсене тӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йерпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче асӑннӑ конкурса материалсене суйласа илекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ. Строительство министрӗ Алексей Грищенко конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем хулисем 20 пинтен пуҫласа 50 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен хушшинче тупӑшӗҫ, Улатӑр — 10 пин ҫын таран пурӑнаканнисен йышӗнче.
Улатӑр хули «Алатырь – белгорючь камень» текен территорие конкурса тӑратнӑ, Канаш — хулари культура керменӗн ҫуллахи паркне, Ҫӗмӗрле — хулари культурӑпа кану паркне, Етӗрне — Комсомольски урама.
НТВ телеканалпа пыракан «Ты супер!» кӑларӑма Ҫӗмӗрле хӗрачи каллех хутшӑнать. Палӑртмалла: Виктория Трончук шоуна унчченхи сезонра хутшӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче вӑл юрлама тухнисӗр пуҫне сцена ӑсталӑхӗпе тата вокалпа профессионал уроксем илӗ. Финала тухни вара ача-пӑчан «Еврокурав» конкурсне хутшӑнма май парӗ. Кунсӑр пуҫне финала тухнисем «Ҫӗнӗ хум» сцени ҫинче юрлӗҫ.
Сӑмах май, «Ты супер!» шоун черетлӗ сезонӗ пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Конкурса Раҫҫейри ача-пӑча ҫурчӗн воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Виктория Трончук – 14 ҫулта. Ӑна 8 ҫултанпа аслашшӗпе асламӑшӗ пӑхаҫҫӗ. Виктория 8 ҫулта чухне юрлама пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |