Ҫӗмӗрлери пӗр коммерци организацийӗн директорне ӗҫченӗсене шалу тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, халӗ суд пуласса кӗтет. Унӑн пурлӑхне – ҫуртне, УАЗ автомобиле – арестленӗ.
Ҫӗмӗрлери йӑлари хытӑ каяш пуҫтаракан организацин 33 ҫулти директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хайхискер пилӗк ӗҫченне икӗ уйӑх ытларах шалу тӳлемен. Ҫапла майпа парӑм 300 пин тенке яхӑн пухӑннӑ.
Пуҫлӑхӑн шалу пама май пулнӑ: организаци кассине 10 миллион тенкӗ кӗнӗ. Анчах директор ку укҫапа коммерци тӗллевӗпе усӑ курнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсем «Ҫӗнӗ поликлиника» проектпа малалла ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал ҫав программӑна тата тепӗр 4 учреждени кӗнӗ. Ҫапла вара йыш 22-е ҫитнӗ.
Ҫӗнӗлле ӗҫлекен пульницӑсен ертӳҫисемпе ӗнер Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче канашлу иртнӗ. Унта «Создание новой модели медицинской организации, оказывающей первичную медико-санитарную помощь» (чӑв. Медицинӑпа санитарин пӗрремӗш пулӑшӑвне кӳрекен медицина организацийӗсене ҫӗнӗ меслет ҫине куҫарасси) проекта сӳтсе явнӑ. Канашлӑва пӗрремӗш министрӑн ҫумӗ Ирина Виноградова ертсе пынӑ.
«Ҫӗнӗ поликлиника» проекта кӑҫалтан Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑна, Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрне, Етӗрне тата Патӑрьел район пульницисене кӗртнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫӗнӗлӗх халӑхшӑн тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑхӑта перекетлӗ усӑ курнине пула тухтӑрсем папциентсемпе ытларах калаҫайӗҫ тесе шантараҫҫӗ.
Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пилӗк ҫул каялла пушар пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче унӑн килӗнче каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Шел те, хальхинче кил хуҫи хӑй те ҫунса кайнӑ. ЧР Инекеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тивӗҫлӗ канури арҫыннӑн виллине тупнӑ.
Пӳрчӗ ҫунса кайсан 2013 ҫултанпа ҫак арҫын мунчара пурӑннӑ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫулӑм кӑмака хутнӑ чухне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманран тухнӑ.
Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче те пушар алхаснӑ. Унта та 65 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.
Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ.
Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енри ашшӗсен пӗрремӗш форумӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлӗ ҫын пулма, хӑйсене пур енлӗн аталаннӑ ҫын евӗр туйма пулӑшасси, ашшӗн ят-сумне ӳстересси пирки калаҫнӑ.
Ашшӗсен канашне Чӑваш Енри 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи Алексей Мурыгин калашле, ик айкки те тӑвайкки маррисем пуҫтарӑннӑ унта.
Форума ирттерме ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Ачасен правине хӳтӗлес енее ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй йӗркеленӗ.
Форум виҫӗ секцие пухӑнса ӗсленӗ. Унта хастарсем шкула, ача пахчисене тухса хӑйсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнӑ. Ашшӗсен канашӗн пайташӗсем Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисенче, Вӑрмар районӗнче уйрӑмах хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫавӑн валли вӑхӑтлӑх кӗпер ятарласа тӑваҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттереҫҫӗ. Ун урлӑ автобус та хутлать. Понтон кӗпере кӑҫал чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сӳтнӗ.
Хӗллехи вӑхӑтра виҫӗ тоннӑран ытла йывӑр машинӑсен каҫса ҫӳреме юрамасть. Хӑвӑртлӑха та чакармалла — сехетре 10 километртан ытла хӑвалама юрамасть. Ҫавӑн пирки ҫырнине кӗпер патне ҫапса хунӑ. Хӗллехи ҫул, специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче темиҫе кун ӗнтӗ тӗтӗм йӑсӑрланать, ҫынсене ку шӑршӑ йӑлӑхтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, Ленин урамӗнчи кивӗ свалка раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑмпах ялкӑшмасть-мӗн, ҫӗр айӗнчи ҫӳп-ҫап тӗтӗм кӑларса йӑсӑрланать.
Ҫӗмӗрлесем кӑмӑлсӑр, сывлама кислород ҫителӗксӗр теҫҫӗ. Хула администрацийӗ свалка ҫунни пирки пӗлет, ӑна сӳнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
Администрацири тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, свалка хӑйне хӑй ҫунма пуҫланӑ. Унта пушарнӑйсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе ҫулӑма йӑлтах сӳнтереймен.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |