Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ.
Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать.
Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ.
29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ.
Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ирина тата Евгений мӑшӑрлану керменне чаплӑ машинӑпа мар, урӑх транспортпа килнӗ. Вӗсем тусӗсемпе пӗрле мотоцикл ҫине ларса хут уйӑрттарма ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Хӑйне евӗр туй ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Иринӑпа Евгений мӑшӑрлану керменне кӗрсе хут уйӑрттарнӑ та шлем тӑхӑнса уява малалла паллӑ тума мотоциклпа вӗҫтернӗ. Тусӗсем те вӗсем хыҫҫӑнах мотоциклпа кайнӑ.
Электропуйӑс Канаша чип-чиперех ҫитсе чарӑннӑ. Тепӗр кун ирхине пӑхаҫҫӗ – вакуна такам ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫӗрле вандал пуйӑса ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Анчах пуйӑс – альбом мар вӗт. Ӳкерчӗксене пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав ҫамрӑка часах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуйӑс ҫине ӳкернӗ каччӑ 26 ҫулта, Мускавра пурӑнать. Ҫав кун вӑл Канашра пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре вӑл никам та ҫук чухне аэрозоль баллонсемпе усӑ курса вакун ҫине ӳкернӗ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Куншӑн 3 уйӑхлӑха арестлеме те пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Киргизова Питӗр хулинчи Илья Репин ячӗллӗ художество академийӗнчи «Графика» уйрӑма вӗренме кӗнӗ.
Репин ячӗллӗ академи — Раҫҫейри ӳнер учрежденийӗсенчен чи авалхисенчен пӗри. Унӑн кун-ҫулӗ 1757 ҫулта уҫӑлнӑ Император академийӗнченех пырать.
Екатерина маларах Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Карнаева класӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑк художник шкулӑн пултарулӑх пурнӑҫне ҫеҫ мар, хуланне те хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗ шайри конкурсра, куравсемпе пленэрсенче вӑл сахал мар дипломпа наградӑна тивӗҫнӗ. Шупашкарти художество училищине хӗр хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн диплом ӗҫӗ «Мой солдатик» (чӑв. Манӑн салтакӑм) ятлӑ пулнӑ.
Канаш тӑрӑхӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 16 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Каччӑ тусӗсемпе пӗрле Канашри Симӗс урам ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Вӑл шыва кӗрсен чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: каччӑ ишме пӗлмен, юнашар аслисем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренес кӑмӑллӑ абитуриентсем кӑҫал та медицина факультетне нумай заявка тӑратнӑ: сиплев ӗҫӗ енӗпе — 1021 ҫын, педиатрипе стоматологие суйланисем — 608-шар.
Ҫав вӑхӑтрах информатика енӗпе аслӑ пӗлӳ илес кӑмӑллисем — 565 ҫамрӑк, экономикӑпа менеджмент — 402, юридици — 259 ҫын. «Хыпар» хаҫат ӗнентернӗ тӑрӑх, искусство специальноҫӗсемпе вара 3-8 ҫын кӑна.
«ЧПУра студент пулас текенсене хавхалантармалли майсем те тупнӑ. Акӑ абитуриентӑн харпӑр кабинечӗ урлӑ документсене тӑратнисен хушшинче лотерея ирттернӗ. Фотоаппарат, рюкзак, флешка, термокурка тата ытти парнене выляттарнӑ. «Инженер класӗсем» проекта хутшӑннисене, шкул ачисен олимпиадисенче мала тухнисене аслӑ шкула вӗренме кӗрсен хушма стипенди тӳлеҫҫӗ~~~~», — пӗлтернӗ эпир маларах асӑннӑ МИХра.
Патӑрьел районӗнче Ыхракасси тата Шӑнкӑртам ҫамрӑкӗсем ҫапӑҫма тухнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ыхракассинчи 3 ҫамрӑк Шӑнкӑртамри икӗ ҫамрӑка хӗненӗ. Лешсем полицие пӗлтермен.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле каччӑсем Патӗрьелте пухӑннӑ. Вӗсем Шӑнкӑртам еннелле утнӑ. Анчах полицейскисене курсан саланнӑ.
Кайран ҫав 21 ҫамрӑк пурпӗрех тӗл пулнӑ. Полицейскисем 8 ҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Челябинскран Минска ҫуран кайма тухнӑ ҫамрӑксем Чӑваш Ене утса ҫитнӗ. Вӗсемпе ӑнсӑртран тӗл пулни ҫинчен Елен Нарпи чӑваш ҫыравҫи тата чӗлхеҫи Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Паян, утӑн 7-мӗшӗ, ҫав тери тулли те тӗлӗнмелле кун пулчӗ. Каламалла, кунта куллен темле япала та пулса иртет, анчах паян Сӑрта шыва кӗрсе хӗвелпе хӗртӗннӗ, Виктор Чугаровпа, Владислав Московцевпа, Элтияр Сантӑрпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тата Челябинскран Минска кайма тухнӑ ҫамрӑксемпе — Сашӑпа тата Никитӑпа тӗл пултӑмӑр. Тӗлпулӑвӗ ӑнсӑртран темелле. Вӗсем 47 кун каялла Челябинскран тухнӑ-мӗн те, шӑпах паян «Сурские зори» таран утса ҫитнӗ, апатланма кунти кафене кӗнӗ. Пач шутламан ҫӗртен прӗннисемпе тӗл пулнӑ. Маттур вырӑс каччисем пӗри 18, тепри 17 ҫулта иккен», — тесе пӗлтернӗ вӑл Фейсбукра.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденин ӗҫченӗ тата пӗр врач тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫавсем хӑш-пӗр яша хӗсметрен хӑтарма пулӑшнӑ. Ахаль мар. Укҫалла.
Кунта сӑмах министерствӑн «Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденийӗсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденийӗн тӗрӗслевпе ревизи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата Шупашкарти пульницӑсенчен пӗринче эндоскопистра ӗҫлекен, Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫын пирки пырать.
Эндоскопист тухтӑр хырӑмра ятарласа суран кӳнӗ, ҫавӑ юхан-суран пек кӑтартма пулӑшнӑ.
Пулӑшупа усӑ куракансем 100 пинрен пуҫласа 200 пин тенкӗ таран сӗтев панӑ. Укҫана 11 ҫынтан илнӗ. Сӗтевӗн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫартан пӑрӑнма тӑрӑшнӑ тата сӗтев панӑ каччӑсем тӗлӗшпе те (10 яш пирки) тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.