Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сунар инспекторӗсене патруль автомобилӗсем валеҫсе панӑ.

«Ҫӗнӗ техника ҫутҫанталӑк саккунне пӑсакансемпе тухӑҫлӑ кӗрешме пулӑшасса шанатӑп», — тенӗ ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов.

Ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, автопарка 2019 ҫултанпа ҫӗнетмен. Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республика хыснинчен тепӗр 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑл укҫапа «NIVA TRАVEL» маркӑллӑ 2 машина тата «NIVA LEGEND» маркӑллине 3 автомобиль туянма май килнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштавӑн икӗ декади нормӑран 2,2 градус сивӗрех пулнӑ. Анчах юр ахаль чухнехинчен 20 процент нумайрах ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха.

Ҫитес 10 кун ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юрать, хальхинче пӑрлӑ ҫумӑр пулмӗ.

Ыран каҫ енне термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫапла шӑматкунччен тӑрӗ. Ҫил вӑйланӗ. Раштав вӗҫленичченех юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах – 22, 26 тата 29-мӗшӗсенче.

2023 ҫул пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫумӗ. Ҫӗнӗ ҫул кунхине 8-10 градус сивӗ тӑрӗ. Хӗллехи каникулта ӑшӑ кунсем те пулӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Паян кӑнтӑр енчен антициклон ҫывхарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче сивӗтӗ: термометр 15-20 градус таранах кӑтартӗ.

Ыран юр ҫӑвӗ, анчах нумаях мар. Юнкун юр ҫумасть. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑ ҫанталӑк таврӑнӗ, ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Кун пек ҫанталӑк раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне 15-20 градус таран сиветӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗнче юр самай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада Шупашкар историнче чи юрли пулма пултарӗ.

Канмалли кунсенче каллех юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ талӑкра 30 мм ытла юр ӳкме пултарӗ.

Шӑматкун ирхине ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне кӑна пуҫланӗ. Ҫӗрле каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Вырсарникун чылай районта ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑна юр ӳкӗ. Кун пек ҫанталӑка пула каллех йывӑҫсем, электропралуксем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ те тунтикун сивӗтме пуҫлӗ.Тунтикун ҫӗрле 25 градус таранах сивӗтме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштавӑн пӗрремӗш декади сивӗ пулчӗ. Юлашки 20 ҫулта кун пеккине синоптиксем курман.

Ку эрнере ӑшӑрах. Ҫапах ҫӗрлесерен 10-11 градус таран сивӗтет. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран сивӗрех пек туйӑнать.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере шартлама сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Унччен юр ҫӑвӗ. Раштавӑн 17-18-мӗшӗсенче самай юр ӳкӗ. Икӗ кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш ӳкме пултарать.

Тунтикунран вара кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 25 градус. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 24-мӗшӗнче кӑна ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе.

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.

Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн

Республикӑра темиҫе кун юр ҫӑвасси пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Пӑрлӑ ҫумӑр шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун кӑнтӑрла ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Чи ӑшӑ кун вырсарникун пулӗ. Ун чухне 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ таран пулӗ. Тунтикун вара сивӗтме тытӑнӗ: каҫхине термометр 5-7 градус сивӗ кӑтартӗ.

Вырсарникун ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18-20 метр таран вӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83638
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем 4 кунра 30 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Юр эрнекун ҫума пуҫлать. 4 кунра пӗр уйӑхра ҫумалли юр ӳкме пултарать.

Ҫитменнине, ҫил вӑйланать. Ҫавна май кӗртсем самай пысӑк пулӗҫ. Юр ҫума пуҫласан ҫанталӑк та ӑшӑтать. Эрнекун 7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ, шӑматкун – 2 градус сивӗ. Вырсарникун термометр 0-рен те хӑпарӗ, ҫавна май юр йӗпе пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӗлле чӑн-чӑн сивӗсенчен пуҫланчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури нормӑран 7,5 градус пысӑкрах пулнӑ.

Халӗ антициклонӑн юлашки кунӗсем пыраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патра ҫил кӑнтӑртан вӗрме тытӑнӗ. Ыран вӑйлах вӗрмӗ, кайран вӑйланма пуҫлӗ.

Кӗҫнерникунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах сивӗ кӑштах чакма пуҫлӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтленӗ, юр ҫума пуҫлӗ.

Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Анчах тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех уяр, сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Ҫапах хальхи пекех сивӗ пулмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫак кунсенче самаях сивӗтет. Паян ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтнӑ. Анчах ыранах пирӗн пата антициклон килӗ.

Ҫитес 3 кунра ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 25-26 градус таранах пулма пултарать. Кӑнтӑрла ӑшӑрах - 10 градус сивӗ. Сивӗ те уяр ҫанталӑк эрне тӑршшӗпех пулӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче кӑна ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Анчах кӑштахран каллех сивӗтӗ.

Ҫак канмалли кунсенче атмосфера пусӑме 770 мл таран хӑпарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та