Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
"Pro Шемурша" страницӑри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗ
"Pro Шемурша" страницӑри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ял тӑрӑхӗнче такамсем хӑйӑра куҫ хывнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Pro Шемурша» страницӑра паян пӗлтернӗ, сӑмаха ӗнентерме видео вырнаҫтарнӑ.

Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӑра такамсем паянхипе виҫҫӗмӗш кун турттараҫҫӗ. «Мӗн тӗллевпе тата кама валли — паллӑ мар», — пӗлтернӗ хыпарта.

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗн вӗҫленсе пырать. Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ?

Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран вырӑнӑн-вырӑнӑн юрпа ҫумӑр ӳкӗ. Ҫил лӑпланӗ, сивӗтӗ.

Юнкун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Кӑнтӑрла 3-4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун каллех ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, юр та ӳкме пултарӗ.

Эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил лӑпланӗ. Шӑматкун типӗ тӑрӗ те вырсарникун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Нивушлӗ «ылтӑн кӗркунне» пулмӗ? Мӗн калаҫҫӗ-ха синоптиксем? Юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах сивӗтрӗ, ҫӗрлесерен тӑм та ӳкет.

Ҫитес кунсенче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 6-11 градус ҫеҫ пулӗ. Юрать-ха, шӑнтмӗ. Ыран та паянхи пек ҫиллӗ пулӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче пирӗн пата антициклон килнӗ май хӗвел пӑхӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе юр ҫумӗ. Юпан 25-мӗшӗнче кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк хӗвеллӗ кунсемпе савӑнтармасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫапах 5-10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтме тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ.

Ытларикун ҫанталӑк пӑсӑлӗ. Палӑрмаллах сивӗтӗ. Юпан 19-21-мӗшӗсенче кӑнтӑрла та 2-7 градус пулӗ. Юр ҫума та пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи сивӗ кунсем юпан 24-24-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫӗрлесерен 0 градусран та сивӗрех пулӗ. Водительсен шинӑсене улӑштарасси пирки те шутламалла.

 

Хулара
t.me/spirincheb сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/spirincheb сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн.

Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ.

Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ.

Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/spirincheb/3958
 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче республикӑра чӑн-чӑн «ылтӑн кӗркунне» пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унашкал ҫанталӑк пулмасан та пултарать. Малашне сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Пукравра вара юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур.

Ыран кӑшт ӑшах пулӗ, термометр 9-14 градус кӑтартӗ. Юнкун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тата вӑйлӑрах чашлаттарӗ.

Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк пулас шанчӑк пур. Анчах кӑнтӑрла 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑшт ӑшӑтма пултарӗ. Синоптиксем юпа вӗҫӗнче юр ҫӑвассине калаҫҫӗ.

 

Республикӑра
www.bos21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.bos21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри организацисенчен пӗрне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 112-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хисеп грамотине тивӗҫнӗ организаци — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унитарлӑ предприяти регионти экологи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ.

 

Чӑвашлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта хӗрарӑмсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Мероприятие унтисем «Хитре кӗр» ят панӑ. Ӑна социаллӑ учрежденире пурнӑҫа кӗрекен «Илем шкулӗ» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.

Кӗркунне йывӑҫсем хӑйсен сарӑ-хӗрлӗ тата ытти тӗслӗ ҫулҫисемлӗ тумӗсемпе куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче сӑн ӳкерӗнме питех те аван. Хитре чӑваш тумӗ ытти чух те килӗшӳллӗ те, кӗркунне вӑл тата илемлӗрех курӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑн ӳкерӗннӗ херарӑмсем.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ӗнерхи пек ӑшӑ кунсем текех пулмӗҫ.

Ҫитес 2-3 кунра республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ, кӗҫнерникунпа эрнекун – сивӗрех: 7-12 градус. Юпан 7-мӗшӗнчен типӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлас шанчӑк пур.

Канмалли кунсенче уяр тӑрӗ, сывлӑш температури 11-16 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран тепӗр 3 кун типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, кӑнтӑрла 10-12 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗнче типӗ ҫанталӑк тӑчӗ те авӑн уйӑхӗнче ҫумӑр лӳшкеме пуҫларӗ. Юпа уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ха?

Авӑн уйӑхӗнче "карчӑк ӑшши" пулмарӗ. "Ылтӑн кӗркунне" пулас шанчӑк пур-и? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тапхӑр юпа уйӑхӗн 7-17-мӗшӗсене лекӗ. Анчах ку - 100 проценчӗпех мар.

Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку уйӑх пире ӑшӑ кунсемпе савӑнтарӗ-ха. 15 градус ӑшӑ кунсем пӗрре мар пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче, 15-20-мӗшӗсенче, ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра юр ҫума та, шӑнтма та пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй