Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗ сивӗрех килчӗ. Анчах ҫанталӑк часах пире ӑшӑпа савӑнтарӗ.

Ку эрнене пӗрремӗш ҫурринче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати авӑтма пултарать. Кӗҫнерникун шӑрӑх килӗ. Эрнекун 36 градус тарана шӑрӑх тӑрӗ. Ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑрах тӑрӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ кӑҫал ака уйӑхӗ пекех пуҫланчӗ. Хальлӗхе сивӗ пирӗн патран каять. Анчах вӑхӑтлӑха кӑна.

Пӑртак антициклон хуҫаланӗ. Ытларикун шӑрӑх та пулӗ - 23-28 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен тӳлек вӗрӗ.

Юнкун та лайӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр чашлаттарӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарать - ун чухне ҫил вӑйланӗ. Каҫ енне ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахӗ.

Юнкун ҫӗрле ҫумӑр вӑйлӑ ҫумалла. Кӗҫнерникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Урамра 20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, хӗвеланӑҫ енчен ҫил вӑйлӑ вӗрӗ.

Эрне вӗҫнелле ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, кӑшт ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрла 22-24 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере ҫанталӑк нормӑран 5-7 градус сивӗрех тӑчӗ. Ӗнер кӑштах ӑшӑтрӗ. Паян тата ӑшӑрах пулӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Ҫак кун ҫутҫанталӑкпа киленме васкӑр. Мӗншӗн тесен вырсарникун каллех уҫӑлтарӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Тунтикун ҫулла таврӑнӗ, 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне каллех ҫумӑр ҫукалӗ, сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ вӗҫлениччен 30 градуслӑ шӑрӑх пулмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ӗнер кӑна уҫӑлтарчӗ, паян каллех шӑрӑх тата пӑчӑ. Анчах ыранах ӑшӑрах тумтире туртса кӑларма тивӗ.

Сивӗ фрончӗ юнашарах. Ыран кӑнтӑрла 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 9-11 градус. Ҫитменнине, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Эрне тӑршшӗпех ҫапла пулӗ.

Канмалли кунсем тӗлне 22-24 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Урамра чӑннипех те ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Ӗнер термометр 29,4 градус кӑтартнӑ, паян – 30 градус. Шӑматкун тата шӑрӑхрах пулӗ – кӑнтӑрла термометр 30-35 градус кӑтартӗ.

Ҫитес кунсенче ҫӗрлесерен те 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫак кун шӑрӑх мар, сывлама ҫук пӑчӑ пулӗ ахӑртнех.

Вырсарникун каҫхине лайӑх ҫумӑр ҫумалла. Тунтикун каҫхине те синоптиксем ҫумӑр кӗтме калаҫҫӗ. Темиҫе кунра ҫур уйӑхри норма тулма пултарӗ.

Ҫиетс эрне 21-26 градус ӑшӑран пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ. Аслати чухне пушшех те вӑйлӑ пулӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил ҫурҫӗр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Тепӗр эрнере канмалли кунсем тӗлне 25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ малалла хӑтлӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ.

 

Сывлӑх
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансене магнит тӑвӑлӗ пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн «K-index 6» класӗллӗ ҫак пулӑмӗ 14 куна тӑсӑлӗ.

Геомагнит витӗмӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн сисӗне пуҫлӗ. Электромагнит хумӗсен шкали ҫав вӑхӑтра 2 балтан пуҫӑнса 6 бала (асӑннӑ улшӑнӑва 9 баллӑ шкалапа виҫеҫҫӗ) ҫитӗ. Электромагнит хумӗсем утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ лӑпланса ҫитӗҫ.

Асӑннӑ тапхӑрта тӑварлӑ тата ҫуллӑ апат-ҫимӗҫ сахалтарах ҫимелле, шыв нумайрах ӗҫмелле, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ ҫимелле.

Ҫӗтӗлекен тата кутӑнлашакан, пули-пулмишӗн тарӑхакан, ҫын йӑнӑшне шырама юратакан, ыттисене тиркесе те хурлакан, япӑххине ҫеҫ асӑрхакан ҫынсен ку тапхӑрта уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, хӑйсене май килнӗ таран лӑпкӑ тытма тӑрӑшмалла, тулашса ҫӳремелле мар, пурнӑҫпа киленсе те савӑнса пурӑнма май тупмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6085
 

Ҫутҫанталӑк

Чылай чухне утӑ ҫӗртме уйӑхӗнчен ӑшӑрах пулать. Кӑҫал та ку йӗрке пӑсӑлмӗ.

Пирӗн пата тинех 30 градуслӑ шӑрӑх килӗ. Вӑл пӗрремӗш декада пуҫламӑшӗнче килӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче 25 градусран ытларах пулӗ.

Нӳрӗк самай пулӗ. Утӑн 9-мӗшӗнче, 15-16-мӗшӗсенче, 25-мӗшӗнче аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑн 15-21-мӗшӗсенче ҫумӑрлӑрах ҫанталӑк тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк самаях ӑшӑ. Кӑнтӑрла термометр 25 градус кӑтартать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк юнкунччен тӑрӗ.

Кӗҫнерникун ӑмӑрланӗ. Эрне вӗҫнелле, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне ҫанталӑк та уҫӑрах пулӗ. Кӑнтӑрласерен 20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ

 

Ҫутҫанталӑк
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Редакцие Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче ӳкернӗ сӑнсене те ярса панӑ.

Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем темиҫе ҫул каялла вилнӗ, вӗсем шыв ҫийне тухнӑ. Ҫыран хӗрринче те пулӑ нумай выртать.

Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче кӑна мар кун пек лару-тӑру-мӗн. Кӗтне тӑршшӗпех пулӑсем вилнӗ. Росприроднадзор, Рыбнадзор, Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем шыва тӗпчеме илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88047
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ҫуллахи пек мар, ҫу уйӑхӗнчи пек кӑна ӑшӑ. Ӗнер Шупашкарта вӑтамран 13 градус пулнӑ. Кунашкал сивӗ ҫанталӑк эрнипех тӑрӗ.

Паян-ыран кӑнтӑрла 15 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 6-7 градус пулӗ. Ытларикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче 17-19 градус таран ӑшӑтӗ.

Эрнекунран уҫласа вырсарникунччен 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та