Паян республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Ку – кӑнтӑр енчен килнӗ циклона пула. Ҫанталӑк та сивӗтрӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ.
Ыран та ҫумӑрлӑ пулӗ. Вырсарникун вара пачах кӗрпе, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил вӑйлӑ кастарнӑран 0-5 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ.
Чи сивӗ кунсем авӑн уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсене лекӗ. Пӗлтӗтсен шайӗнче 3-4 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Ҫӗрле вара тӑм ӳкме пултарӗ.
Юнкун ӑшӑтма тытӑнӗ, 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 11-12-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, ку вӑхӑт валли ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ.
Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ.
Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать.
Ҫурла уйӑхӗ кунашкал шӑрӑх юлашки хутчен 2016 ҫулта пулнӑ. Сывлӑш температури вӑтамран 20,6 градус ӑшӑннӑ.
Кӗркуннехи ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем каланине тишкерер. Пуш уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, авӑн уйӑхӗнче тӑватӑ хутчен ӑшӑтмалла. Малтан – уйӑх пуҫламӑшӗнче, унтан 6-7-мӗшӗсенче. Унтан иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ӑшӑ пулмалла. Ун чухне 25-27 градус таранах ҫитмелле. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче 15 ӑшӑ градус пулӗ. Авӑнӑн 21-мӗшӗнче ҫеҫ сывлӑш температури 20 градусран иртӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. «Карчӑк ӑшши» авӑн уйӑхӗн 14-21-мӗшӗсене лекӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк вӗҫленет. Ку эрнере пирӗн пата сивӗ ҫитет. Эппин, чӑн-чӑн кӗркунне пуҫланать.
Хальлӗхе ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сивӗтме пуҫлать. Ҫапла «карчӑк ӑшши» вӗҫленет.
Ыран тата юнкун ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫапах ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫумӗ, анчах сивӗтме пуҫлӗ. Эрнекун кӑнтӑр циклонӗ Чӑваш Ене ҫумӑр илсе килӗ, ҫил вӑйланӗ. Ун чухне ҫӗрле кӑнтӑрлахинчен ӑшӑрах пулма пултарӗ. Ҫак кунран кӗрхи ҫанталӑк пуҫланӗ. Синоптиксем систернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлма пултарӗ. Ҫитес тунтикун республикӑра йӗпе юр ҫума пултарӗ.
Ку эрнере Чӑваш Енре сивӗтме пуҫларӗ. Тин кӑна 30 градус шӑрӑхчӗ, халӗ вара каҫсерен ӑшӑрах тумланма тивет.
Канмалли кунсенче сывлӑш температури 17-22 градуспа танлашнӑ. Ҫӗрлесерен 4 градус таран ҫеҫ пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Ҫавна май тӑм ӳкме кӑна мар, самай сивӗтме те пултарӗ.
Ҫапах ӑшӑ таврӑнӗ-ха. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ ахӑртнех.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ, 14-19 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, асӑннӑ хуласемпе юнашар ытти вырӑнта та ирпе ирех сӗрӗм шӑрши сарӑлнӑ, тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнӑ. Ҫакна Кӳкеҫре пурӑнакансем те сисрӗҫ.
Тӗтӗм-сӗрӗм шӑрши пирки хула ҫыннисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи диспетчер службине пӗлтерме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах яваплӑ органсенче ӗҫлекен специалистсем пӑлханса ӳкме сӗнмен. Тӗтӗм-сӗрӗм тӑнӑ вӑхӑтра чӳречесене хупса хума, урамра маска тӑхӑнма сӗннӗ. Урамри шӑршӑ ҫармӑс вӑрманӗсем ҫуннипе ҫыхӑннӑ. Ҫил пирӗн республика енне вӗрнӗрен унти тӗтӗм-сӗрӗм кунта килнӗ.
Синоптиксем ҫурла уйӑхӗн варринчен ҫанталӑк кашт сивӗтессине пӗлтернӗччӗ. Анчах сивӗ васкамасть, вӑл пирӗн пата ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫеҫ ҫитӗ.
Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах, аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ. Шӑматкун кӑнтӑрлаччен ҫамӑр ҫӑвӗ. Ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ: 24 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун та пӑчӑ пулмӗ. Тунтикун вара каллех шӑрӑх таврӑнӗ, 30-35 градус ӑшӑ пулӗ. Унашкал ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑрӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе сывлӑш температури нормӑран 6 градус ӑшӑрах.
Республикӑра каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ҫанталӑк тепӗр темиҫе кун пулӗ.
Кӗҫнерникун Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Вӑтам Азирен ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ҫавна май республикӑра ҫав кун 38 градус таран шӑрӑх тӑма пултарӗ. Шупашкарта сулхӑнра 33-35 градус пуласса пӗлтереҫҫӗ.
Сывлӑш температури талӑкри рекордран пысӑкрах пулӗ ахӑртнех. 2011 ҫулта ку кӑтарту 33,2 градуспа танлашнӑ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман.
Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле.
Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ (выр. богомол) ӗрчеме пуҫланӑ. Кун пирки NN.ru портал пӗлтерет. Асхат Каюмов эколог пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫанталӑк ӑшӑнса пынипе ҫыхӑннӑ. Пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем Раҫҫейре унччен кӑнтӑр тӑрӑхсенче ҫеҫ тӗл пулнӑ.
Асхат Каюмов каласа панӑ тӑрӑх пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсене Чулхула облаҫӗнче вунӑ ҫул каялла асӑрхама пуҫланӑ. Малтанах ку тӗлӗнмелле пулнӑ, халь вара вӗсене ҫак тӑрӑхра та тӗл пулнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ку кӑпшанкӑ ҫынсемшӗн сиенлӗ мар, чир-чӗр таврашне сармасть.
Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать. Вӗсене Чулхулари Сурӑмпа Щербинка микрорайонсенче, Ленин районӗнче асӑрханӑ. Ҫавӑн пекех кӑпшанка Дзержинскра, Городецра, Борта тата Чулхула облаҫӗн Вознесенски районӗнче курнӑ.
Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ. Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш. Сӑмах май, пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ ҫӑткӑннисен йышне кӗрет, вӑл ытти кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |