Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗн вокалпа инструментсен ансамбльне Андрей Малаховӑн кӑларӑмӗнче кӑтартрӗҫ.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» шоуна шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен «Россия1» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра Ҫӗмӗрлери заводӑн «Трудовые резервы» вокалпа инструментсен ансамблӗ пулчӗ. Ушкӑнра — заводра тӑрӑшакан арҫынсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, репетицие эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра тата Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Аринина Владимир Путин Президент медаль парса чысланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ 30 ҫынна Раҫҫейӗн культура министрӗ Ольга Любимова чысланӑ. Ҫавсен йышӗнче – литераторсем, режиссерсем, пултарулӑх коллективӗсен илемлӗх ертӳҫисем, артистсем, преподавательсемпе ытти паллӑ ҫын. Сумлӑ ҫынсене Мускаври Пысӑк театрта чысланӑ.
Анатолий Аринин – поэт, писатель, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ «Культурӑпа ӳнерти ӗҫсемшӗн» медальпе чыслама йышӑннӑ.
Анатолий Аринин маларах «Владимир Маяковский 125 ҫул», «Антон Чехов 160 ҫул», «Георгиевски лента 250 ҫул», «Анна Ахматова 130 ҫул», «Сергей Есенин 125 ҫул», «Афанасий Фет. 200 ҫул» медальсене тивӗҫнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать.
Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ.
Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать.
Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул).
Ҫӗмӗрлере ӗнер каҫхи 11 сехетре пушар пулнӑ. Унта Серафим Саровский чиркӗвӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ «Мичуринец-3» сад юлташлӑхӗнче дача ҫуннӑ.
Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 35 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлери 41 ҫемье ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма тытӑнӗ. Хваттер уҫҫисене вӗсене ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем Уруков урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Ҫурт авариллӗ тесе йышӑннӑ. Халӗ вӗсене Францев урамӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртри уҫӑсене панӑ.
Кашни хваттер хӑтлӑ, харпӑр кӑмакаллӑ. Картишре ача-пӑча тата спорт лапамӗсем пур. Палӑртмалла: кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Ҫӗмӗрлере авариллӗ ҫуртра пурӑнакан тепӗр 52 ҫынна хваттер уҫҫи памалла.
Республикӑра санитари авиацийӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Вертолётпа чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансене ытларах чухне илсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кун пек пациентсене вӑхӑтра операци тумалла.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан, 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна республикӑн тӗп хулине илсе килнӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.
Арҫын хӑнара пулнӑ чухне чӗри патӗнче ҫунтарма тытӑнса кайнине сиснӗ. Вӑл хӑех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унта ӑна анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Кайран тухтӑрсем Республикӑри юн тымарӗсен центрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Шупашкара куҫарма йышӑннӑ.
Республикӑн тӗп хулинче арҫынна коронарографи тунӑ, стент вырнаҫтарнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗмӗрлере пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшне Мария Кудрявцевӑна «Амӑшӗ героиня» ята пама йышӑннӑ.
Марийӑпа Иван Кудрявцевсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 4 хӗр. Аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсене 1 миллион тенкӗ, грамота тата ылтӑнран тунӑ медаль параҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ арҫын туберкулезпа чирленипе шутра тӑнӑ. Вӗсен чирӗн уҫӑ форми пулнине палӑртнӑ. Анчах иккӗшӗ те медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме ҫӳремен. Ҫапла вӗсем ыттисен сывлӑхӗ умӗнче те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, туберкулезӑн ерекен формипе чирлекенсене, сипленмесен, ятарлӑ пульницӑна вӑйпах сипленме яма пултараҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура вӗсене пульницӑна вырттарма ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтренӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кайни, Ҫӗмӗрле администрацийӗн вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Халӗ Шупашкар администрацийӗ вӗренӳ управленийӗ валли пуҫлӑх шырать. Ҫавна май конкурс иртӗ. Заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Пуҫлӑх пулас тесен аслӑ пӗлӳ пулмалла, кунсӑр пуҫне Раҫҫей, Чӑваш Ен Конституцийӗсене, саккунсене, хушусене, ытти нормативлӑ право докуменчӗсене пӗлмелле.
Ҫӗмӗрлере 44 ҫулти арҫын чутах матрас ҫинчех ҫунса кайман. Ӑна полици сержанчӗ Валерий Медяев ҫӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре полицейски патне арҫын чупса пынӑ та Интернационалистсен урамӗнчи ҫуртри хваттер чӳречинчен тӗтӗм тухни пирки пӗлтернӗ. Валерий Медяев полици сержанчӗ вырӑна васканӑ.
Алӑкран шаккасан кил хуҫи уҫман. Полицейски хваттере чӳречерен кӗнӗ те арҫын ҫунма пуҫланӑ матрас ҫинче выртнине курнӑ. Хайхискер пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ӑна вӑл урама илсе тухнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Кил хуҫи сывлӑшра часах тӑна кӗнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |