«Даёшь, молодёжь!» сериалта ӳкерӗннӗ Раҫҫей актерӗ Михаил Башкатов Чӑваш Енри шкул ачисемпе тӗл пулнӑ.
Чылай ҫамрӑка килӗшекен паллӑ актер Михаил Башкатов Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкула ҫитнӗ. Кайран вӑл Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулнӑ.
Михаил ачасемпе литература ҫинчен калаҫнӑ, хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑллани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пӗчӗк вӑрттӑнлӑха та уҫнӑ: унӑн сценӑна юратасси театр студине ҫӳренинчен мар, кӑсӑклӑ литература урокӗсенчен пуҫланнӑ иккен. Михаил Башкатов ачасене ыйтӑвӗсене пӗр суймасӑр хуравланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл шӳтлесе илме те манман.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Елизавета Ивина Мускаври сцена ҫине тухса унтан пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса таврӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ.
Елизавета Ивина тӑнлав пасарни ватлӑх ҫитнине пӗлтерет тесе пуҫ усса лармасть. Вӑл пӗрмай сцена ҫине тухать, хӑйӗн уҫӑ сассипе куракансене тыткӑнлать.
Елизавета Ивина килте тунсӑхласа лармасть, Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Манӑн социаллӑ центр» клуба пырса ҫӳрет, унта чун киленӗҫӗпе аппаланать.
«На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурсра хӗрарӑм «Вокальное искусство. Народная песня. Золотой возраст. Хобби» (чӑв. Вокал ӳнерӗ. Халӑх юрри. Ылтӑн вӑхӑт. Чун киленӗҫӗ) номинацире палӑрнӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На соседней улице» юрӑпа пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Калиновка ялӗнче те пастереллёз инфекцине тупнӑ. Ку ял Ҫӗмӗрлерен 22 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку инфекци харпӑр хушма хуҫалӑхри мӑйракаллӑ шултра выльӑха ернӗ. Халӗ унта чару мерисене йышӑннӑ: ку территорие ют ҫынсене кӗме, унта выльӑх илсе килме тата илсе тухма (инфекцие пула пусма янисӗр пуҫне) юрамасть.
Аса илтерер: нумаях пулмасть «Батыревский» хуҫалӑхра та пастереллёз инфекцине тупнӑ. Унти ӗнесене тӗп тӑвасине пӗлтернӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра Патӑрьел округӗнче – карантин.

Раҫҫей киноактерӗ Максим Лагашкин Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери шкул ачисемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Ку мероприяти «Чтецкие программы» проектпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Максим Лагашкин — актер кӑна мар, «Знание» обществӑн лекторӗ те. Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем унпа хаваспах тӗл пулнӑ, унӑн лекцине тимлӗн итленӗ.
Максим Лагашкин артист артист ҫулӗ ҫине мӗнле тӑни пирки, тӗллевсемпе ӗмӗтсем патне мӗнле ӑнтӑлмаллине каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑлланине та асӑннӑ. Юлашкинчен актер шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗмӗрлере хула варринче, хӗл варринче, нарӑс уйӑхӗнче, машина путнӑ. Кун пирки «Провинцивиль» телеграм-канал пӗлтерет.
Ку Кооператив урамӗнче, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр комбиначӗ патӗнче, пулнӑ. «Фольксваген» машина тарӑн шӑтӑка путнӑ.
Халӗ прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын юр тасатнӑ хыҫҫӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Иртсе каясса шаннӑ вӑл. Анчах 2 сехетрен васкавлӑ медпулӑшу чӗнме тивнӗ.
Ун патне Марина Рындина, Ольга Суханкина фельдшерсем тата Сергей Шабалкин водитель килнӗ. ЭКГ тусан пациентӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ.
Фельдшерсем арҫыннӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал кӑларӑмӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Анчах ырӑпа мар, япӑххипе.
Ҫӗмӗрлери пӗр ҫурт тахҫанах ишӗлет иккен, унта пушар та пулнӑ, анчах ҫынсене вӑхӑтлах пурӑнмалли вырӑн та тупса паман-мӗн. Телекӑралӑм анонсне ӗненсен ҫынсем ҫаплипех унта нушаланса пурӑнаҫҫӗ. Ҫулла хваттерсене ҫӗр пыйти те иленнӗ.
Ҫӗмӗрлери лару-тӑру пирки вырӑнти хастарсем, ҫав шутра Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Наталья Воронкова, «Мужское/Женское» кӑларӑма хутшӑннӑ.