Чӑваш Енри МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ пушар алхаснӑ. 17 сехетре Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫулӑм 63 ҫулти ҫыннӑн йывӑҫ ҫуртне тӗп тунӑ. Вите-сарая, кӳршӗсен ҫуртне ҫӑлма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралукран тухнӑ.
23 сехет те 10 минутра Шупашкарта пушар алхасни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫуртра пилӗк ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ. Тӗтӗм шӑршипе 28-ти хӗрӗ вӑраннӑ. Инкек тухнине ӑнлансан вӑл килтисене вӑратнӑ.
Ҫӗмӗрлере вара пушарта 76 ҫулти ҫын вилнӗ. Ҫулӑм 8 сехетре тухнӑ. Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртра иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑннӑ.
Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.
Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.
Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.
Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет.
Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри шкулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Хастарсем Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти шкулсене ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмлетӳ тунӑ: вӗренӳ учрежденийӗсенче сусӑр ачасем валли тивӗҫлӗ майсем ҫук.
Шкулсем сусӑрсем валли пандуссем тунипех ҫырлахнӑ. Анчах лифтсем, хушма порученьсем пулман, алӑк сарлакӑшӗ те кирлӗ чухлӗ ҫук. Туалета та сусӑрсене меллӗ туса паман.
Шкулта условисем пулманран сусӑр ачасен килте вӗренме тивет. Ҫапах Улатӑрти тата Ҫӗмӗрлери шкулсенче куҫ япӑх куракан ачасем валли социаллӑ адаптаци программи ӗҫленине палӑртмалла.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри ытти шкула та тӗрӗслӗҫ. Унта сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнма пултарать.
КӐР | 27 |
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре карантин пулмӗ. Ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть.
Аса илтерер: пӗрремӗш зонӑна Йӗпреҫ районӗнчи Березовка, Калиновка, Ҫӗнӗ пурнӑҫ, XI лет Чувашии ялсем, Пӑрачкав районӗ лекнӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ.
Палӑртмалла: карантина пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ун чухне вӑрманта хир сыснисен виллисене тупнӑ. Вӗсем Африка мурӗнчен вилни паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра татах ҫынсем шӑнса вилнӗ. Нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче мунчара 70-ти арҫыннӑн вилнине тупнӑ. Унӑн пӳрчӗ ҫунса кайнӑ пулнӑ, вӑл мунчара пурӑннӑ.
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта 65-ри арҫын вутӑ сарайӗнче шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑнара эрех ӗҫни паллӑ. Ҫӗрле киле кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрле хулинче 52-ри арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ та ҫывӑрма таврӑнман.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче вара Сӗнтӗрвӑрри хулинче 37-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл та пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче амӑшӗпе ывӑлӗ шаурма сутакан хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ суту-илӳ точкине кӗрсе кайса сутуҫӑна тытса унӑн пуҫне кирпӗч стена ҫумне ҫапнӑ, кайран питӗнчен алӑпа шӑлса панӑ. Унтан вӑл хӗрарӑма ҫӳҫрен ярса илнӗ. Унтан вӑл хайхи мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пырса укҫа тапӑннӑ.
29 ҫулти ывӑлӗпе пулнӑ 61 ҫулти амӑшӗ те хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӳтӗлеме ӑнтӑлнӑ курӑнать. Вӑл сутуҫӑн сумкине ярса илнӗ те ывӑлӗпе иккӗшӗ тарнӑ. Сумкӑра 3,5 пин тенкӗлӗх пуянлӑх пулнӑ-мӗн.
Усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха хупмалла тунӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ, амӑшне — пӗтӗмӗшле режимлине.
Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.
Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.
Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.
Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче арҫын икӗ хӗрарӑма тапӑннӑ. Пакунлисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫав арҫын суд сакки ҫине пӗрре мар ларнӑ-мӗн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑскер хальхинче те явап тытӗ.
Каҫхи 7 сехетре автовокзал ӗҫченӗ алӑка хупнӑ хыҫҫӑн йӗри-тавра ҫаврӑннӑ. Хайхискер пӗр пӳлӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ та тухма ыйтнӑ. Анчах 36 ҫулти арҫын тухас вырӑнне хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ те тарнӑ. Юрать, хӗрарӑма медпулӑшу ҫийӗнчех панӑ.
Темиҫе минутран хайхи арҫын урамра тепӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Вӑл 23 ҫулти хӗре ҫӗҫӗпе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ мӗнпур укҫине — 1250 тенке — кӑларса тыттарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫапла чӗрӗ-сывах юлнӑ.
Кайран ҫав арҫын укҫа мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Вӑл Мускава каясшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах Мускава мар, тӗрмене лекнӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |