10 кун каялла Шупашкарта 24 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Татьяна Семенова юлашки хутчен амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Телефонпа калаҫнӑ чухне Таня хӑй Ҫӗмӗрлере пулнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн телефонӗ сӳннӗ. Унччен кунашкалли нихӑҫан та пулман.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Таня унчченхи савнийӗпе каллех тӗл пулма пуҫланӑ. Ҫывӑх ҫыннисем куншӑн савӑнман. Унччен лешӗ Таньӑна пӑрахса тусӗпе ҫӳренӗ. Кӑҫал ҫулла ҫав хӗрӗн виллине тупнӑ. Суд каччӑ айӑплӑ тесе йышӑнман пулин те тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Таньӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе хулара ҫакса тухасшӑн, волонтерсене пулӑшма чӗнесшӗн. Таня 170 сантиметр ҫӳллӗш, кӗрен куртка, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен.
Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать.
Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула.
Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ.
Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ.
Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ.
Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук.
Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем уявра савӑннӑ.
Ҫак кун хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 8 ҫемьене уҫӑ тыттарнӑ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫак ҫынсем унччен авариллӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫӗннине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ чи аслӑ ҫын – 85 ҫулти Софья Фролова. Пурне те хула мэрӗ Сергей Яргунин тата Александр Зиновьев сити-менеджер саламланӑ. Александр Зиновьев ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫарас ӗҫ малалла пынине каланӑ. Кӗҫех 59 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсене куҫӗ.
Ҫӗмӗрле хули пысӑк юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Савӑнӑҫлӑ уяв авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫав кун Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарать. Ҫавна май мероприятисен программи анла пулӗ.
Уяв ирхи 10 сехетре пуҫланать. Тӗп лапамра «Ӑстасен хули» вырнаҫӗ. Вӑл урапасене юратакансем валли шоу хатӗрленӗ.
Хулари кану тата культура паркӗнче ачасем валли вылямалли лапамсем ӗҫлӗҫ, суту-илӳ палаткисем пулӗҫ. Унта шӳтлӗ фотосесси тума, сувенир укҫана саккаспа хатӗрлеттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех боди-арт, мастер-тату енӗпе ӗҫлӗҫ, спектакль кӑтартӗҫ.
Уявра «Кӗр парнисем» композицисен фестивалӗ те ӗҫлӗ. Ҫавӑнтах ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ пулӗ.
Чӑваш Енре Тутар Республикинче пурӑнакан Эльвира Ефремовӑна шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗр эрне каялла Ҫӗмӗрле каччи патне урапана ларнӑ та ҫухалнӑ.
Унччен хӗр нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен. Халӗ ӑна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсен шухӑшӗпе, ӑна Ҫӗмӗрле каччи вӑрланӑ. Лешӗ нумаях пулмасть Чечняран таврӑннӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Эльвира патне «Лада» маркӑллӑ урапапа каччӑ килнӗ. Номерне пӑхсан вӑл Чӑваш Енрен пулни паллӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ҫыхӑнӑва тухман. Эльвира ҫурлан 27-мӗшӗнче ют ҫӗршыва канма кайма шухӑшланӑ пулнӑ. Путевкӑна ӑна амӑшӗ парнеленӗ.
Эльвира 22-ри Константинпа, Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскерпе, халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Икӗ уйӑх вӗсем ҫырӑннӑ, унтан тӗл пулма шухӑшланӑ.
Улатӑрта паян кинозал уҫӑлнӑ. Вӑл «Лабиринт» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. «Космос» ят панӑ кинотеатра уҫма хулара ӗҫпе пулнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Улатӑрти кинозала уҫма Кино фондӗнчен 4,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Инвестор хӑй те укҫа хывнӑ. Вӑл хӑй кӗсйинчен 10 миллион тенкӗ ытларах янӑ. «Кӗмӗл» чаплӑ оборудовани туянма та, ҫемҫе пукан илме те, кондиционерсем вырнаҫтарма та тухса кайнӑ.
Кинозала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫичченех унта кино кӑтартма тытӑннӑ. Халиччен 3500 ҫын пырса та курнӑ. Нумай-и, сахал-и, анчах кинотеатр уҫӑлнине кура тӑхӑр ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер маларах кинозалсем Канашра тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |