Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май вӑрманти чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Вӗсене республикӑри икӗ предприяти ҫеҫ касма пултарать. Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗнче Васильев И.Ю. усламҫӑ ҫеҫ чӑрӑшсене касма пултарать. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче вара – «Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ общество.
Ыттисене саккуна пӑснӑшӑн, чӑрӑша каснӑшӑн, 3 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Вӑрманҫӑсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех автоҫулсем ҫинче тӗрӗслев посчӗсем йӗркеленӗ.
Ҫынсене саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене – 200-300 пин тенкӗ.
ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. 15 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче уйрӑмах нумаййӑн чирлеҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 6 251 ҫын чирлӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Юлашки 4 эрнере 15 ҫултан аслӑраххисем ытларах тертленнине тупса палӑртнӑ: 29,5 процент ытларах. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем уйрӑмах нумаййӑн чирлеҫҫӗ.
Лаборатори тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 4 ҫыннӑн — сысна грипӗ. Пӗрин — В ушкӑнри вирус тата парагрипп, виҫҫӗшӗн — парагрипп вирусӗ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракансем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче кӗтес тупаҫҫӗ. Фонда Чӑваш Енре 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, хваттер илме черетре тӑракансене, ҫурт-йӗр илме ҫӑмӑллӑх пуррисене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫамрӑк специалистсене лекеҫҫӗ, инкеклӗ лару-тӑрӑва пула шар курнисене те фонд кӗтеспе тивӗҫтерет.
2013 ҫулхи раштавра хваттерте пурӑнакансене хӑйсем патшалӑхран тара илсе пурӑнакан ҫав кӗтесе туянма ирӗк паракан саккун йышӑннӑ. Анчах малтан унта ҫулталӑк пурӑнмалла. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, татӑлса пӗтме 10 ҫул параҫҫӗ. 2008 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи раштавччен республикӑра 1986 хваттер (106,2 пин тӑваткал метр) тунӑ. Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗ тӗлне 30 пине яхӑн тӑваткал метрне туяннӑ. Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене те ҫак фондри хваттере валеҫеҫҫӗ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерте найм мелӗпе пурӑннӑшӑн 1 тӑваткал метр лаптӑкшӑн кӑҫал шупашкарсем 55,20 тенкӗ тӳлесе тӑнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 54,24 тенкӗ, Ҫӗмӗрлере – 41,59 тенкӗ, Ҫӗрпӳ рйаонӗнчи Опытный поселокра – 38,84 тенкӗ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ.
Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ.
Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем.
Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах.
Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ.
Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 2-ри ача айӑплӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Совет урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра 11 сехетре пушар тухнӑ. Пӗр хваттерте ача шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн. Ӑна сӳнтермесӗрех кравать ҫине пенӗ.
Ҫулӑм тухнине амӑшӗ асӑрханӑ. Тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ вӑл. Ҫулӑм маччана, дивана, чӳрече рамине сиенлетнӗ. Ҫынсем шар курман.
Канашра вара пушар каҫхине алхаснӑ. Унта машина ҫуннӑ. Капот айӗнчен тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен курнӑ, МЧСа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра та коридор ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсен йышӗнче сусӑр тата ача пулнӑ. Ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ.
Чӑваш Енре йӗрке хуралҫине пуҫласа тава тивӗҫлӗ ят панӑ. Ку чыса ЧР ШӖМӗн полицин оперативлӑ ӗҫӗ енӗпе тимлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Николаев тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси пирки Михаил Игнатьев Элтепер 161-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Кун пек награда Чӑваш Енре унччен пулман, ӑна юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫлекенсем паян хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ те, ҫак тытӑмри ытти хӑш-пӗр ҫынна та республика наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Отставкӑри Михаил Киселев генерал-майора тата отставкӑри Андрей Тимофеев полковника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден, ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Ҫӗмӗрлери пайӗн пуҫлӑхне Сергей Тарасова асӑннӑ орденӑн медалӗпе чыслассине каланӑ. ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Комсомольскинчи пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Кокшин Чӑваш Енӗн Хисеп грамотиллӗ пулӗ. Элтепер хушӑвӗпе чыслама йышӑннисем хушшинче тата ытти хӑш-пӗр йӗрке хуралҫи те пур.
Ҫӗмӗрлери учительсен хорӗ Пӗтӗм тӗнчери «Созвездие — 2016» (чӑв. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) телекурав конкурсӗнче палӑрнӑ. Ӑмӑрту ҫак кунсенче Шупашкарта иртнӗ. РФ Культура министерстви, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗ, Раҫҫейӗн композиторсен пӗрлешӗвӗ, П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗ ирттернӗ ҫак ӑмӑртӑва хамӑр ҫӗршыври 70 регионтан, ҫавӑн пекех Беларуҫран, Казахстанран, Украинӑран хутшӑннӑ.
Ҫӗмӗрлесен хорне вырӑнти ача-пӑча 1-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ Т.В. Вишневская ертсе пынӑ. Ушкӑн «Репертуар Аллы Пугачёвой» (чӑв. Алла Пугачева репертуарӗ) номинацире «Песня о любви» юрра шӑрантарнӑ. Ҫӗмӗрлесем II степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсен хорӗсем республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем йӗркеленӗ конкурсӑн зонӑри тапхӑрне хутшӑннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |