Хулара
![]() Паян ирхи 6 сехет те 30 минут тӗлӗнче Шупашкарта троллейбус микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Энгельс тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Пассажирсене 15-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус светофор тӗлӗнче чарӑннӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 234-мӗш маршрутпа турттарать. Троллейбуса руль умӗнче 27 ҫул ларакан водитель тытса пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, транспортӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Салонта 10 ҫын пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫын — маршрут микроавтобусӗнче. 46-64 ҫулсенчи икӗ хӗрарӑм-пассажир кӑштах суранланнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Водительсем иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zvezdagukovo.ru сайтри сӑн Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ. Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм чӳречерен тухма хӑтланнӑ та аялалла персе аннӑ. Ҫакна иртер-ҫӳрен видео ӳкернӗ, кайран «Про Город» хаҫат корреспонденчӗсене панӑ. Ӗнер каҫхине Винокуров урамӗнче пӗр хӗрарӑм хваттертен чӳрече урлӑ тухма пуҫланӑ. Ӑна пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те урӑ пулман-тӑр. Анчах ӗҫ чутах инкекпе вӗҫленмен. Хӗрарӑм пӗлӗшӗпе аялалла персе аннӑ. Юрать-ха, ӑнӑҫлӑ ӳкнӗ. Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ. Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ. Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, республикӑра кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкарта урамсене шыв илнӗ. Сӑнӳкерчӗксене, видеосенче ҫынсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Урамсем Венецири урамсене аса илтернӗ, шӑв шӑнкӑртатса юхнӑ. Тӗп хулари Суту-илӳпе курав центрӗн чи аялти, путвалти, хутне шыв кӗнӗ. Урамри ливневка ҫавӑн чухлӗ шыв ҫӑтса ӗлкӗреймен – суту-илӳ центрне те лекнӗ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патӗнче те урам юханшыва ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропортра юсав ӗҫӗсем пуҫӑнӗҫ. Ку хыпара аэровокзалӑн пресс-служби ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ. «Аэровокзалӑн ҫуртне юсаса ҫӗнетме хатӗрленес ӗҫӗн черетлӗ тапхӑрне вӗҫленине хавасланса пӗлтеретпӗр, — тесе ҫырнӑ хыпарта. — Строительсем тинех ӗҫе пуҫӑнӗҫ». Подряд организацийӗ юсав ӗҫне эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, кӳлӗнӗ. Хальлӗхе ку вӑл хатӗрленӳ тапхӑрӗ пулӗ, пассажирсене ҫавӑ пырса тивмӗ. Сӑмах май каласан, реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ, самолётсем те яланхиллех вӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, юхтарса ҫумӑр ҫурӗ. Ҫакӑн пек ҫанталӑк вӑхӑтӗнче Шупашкар урамӗсенче шыв кӳлленсе тӑчӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра 2 сехете яхӑн маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӑлӑмра ҫил вӑйлах алхаснӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, яштака хырсем ҫул ҫине ҫеҫ мар, машинӑсем ҫине те ӳксе пӗтнӗ. Хула администрацийӗнче ятарлӑ службӑсем пӑтӑрмаха сирме вырӑна тухса кайнине пӗлтернӗ. Хула ҫыннисене урама тухма тытӑнса тӑма сӗннӗ. Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗпе Кӳкеҫе Лапсар енчен пырса кӗнӗ ҫӗрте пӗр вӑхӑтра (16 сехет тӗлӗнче) светофорсем ӗҫлемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Граждан урамӗнче хальхи вӑхӑтра ҫул юсас ӗҫ малалла пырать. Унти ӗҫ-пуҫпа хулари тӳре-шара та паллашса тӗрӗслесех тӑрать. Паян вара асӑннӑ урамра газ пӑрӑхӗнчен газ тапса тухнӑ, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑма шывпа сӳнтернӗ. Ун валли пӗр сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫ шухӑшланӑ тӑрӑх, экскаватор пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхне лектерме пултарнӑ. Ҫынсем вилмен, анчах темиҫе рабочи кӑштах пиҫсе кайнӑ-мӗн. Пӑтӑрмах сӑлтавне прокуратура тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Банкоматра тепӗр ҫын хӑварнӑ укҫана кӗсьене чикнӗ икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи чарӑнура пӗр ҫын банкоматра укҫа манса хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ арҫын кӗнӗ. 4 пин тенке шӑпах ҫавсем илсе кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен сӑнӗсем видеокамера ҫине лекнӗ. Ку арҫынсене палласа илтӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 89176594360, 24-09-88. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын 583 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ те ӑна 2,6 хутчен пысӑклатнӑ. Ҫакна вӑл ирӗк илмесӗрех тунӑ. Ҫав ҫӗр ҫинче вӑл мунча, теплицӑсем туса лартнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем Куйбышев урамӗнчи 1539 тӑваткал метра карта тытса ҫавӑрнине палӑртнӑ. Арҫыннӑн вара 956 тӑвтакал метр лаптӑкпа усӑ курма права пулман. Мускав районӗн сучӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫав лаптӑк ҫинчен мунчана, теплицӑсене, картана сӳттерме йышӑннӑ. Ҫакна арҫыннӑн 30 кунра тумалла. Суд ыйтнине пурнӑҫламасан ку ӗҫе суд приставӗсене парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |