Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн. Сергей Петров тунӑ видео скринӗ.
"Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн. Сергей Петров тунӑ видео скринӗ.

Паян ҫӗрле Шӑмӑршӑра пурӑнакансем темӗн кӗмсӗртетнӗ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Шыв башни ӳкнӗ-мӗн.

Паян республикӑра ҫил вӑйланнӑ. Башня шӑпах ӑна пула ӳкнӗ. Чӑннипе, башня кивелни пирки шӑмӑршӑсем ҫуллах калаҫнӑ. Вӑл трос ҫинче кӑна тытӑнса тӑнӑ, кӑштах ҫил тухсанах силленнӗ.

«Вӑт ҫапла пӗтӗм Шӑмӑршӑ йӑтӑнать», — тет башня ӳкнине видео тунӑ ҫын.

Аса илтерер: паян Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче ҫил пӗр ҫынсен теплицине йӑтса кӳршисем патне вӗҫтерсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83021
 

Республикӑра
kurieronline.ru сайтри сӑн
kurieronline.ru сайтри сӑн

7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ.

Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ.

 

Республикӑра

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ Сарӑту облаҫӗнчи Энгельс хулинчен кӳрсе килнӗ хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине тӗресленӗ. Пӗтӗмпе – 213 килограмм.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче хӗвелҫаврӑнӑш вӑрринче сиенлӗ япаласем тупнӑ (амброзия полыннолистная (Ambrosia artemisiifolia) тата амброзия трехраздельная). Ҫавна май кӳрсе килнӗскере пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ.

Сӑмах май, республикӑра ку япаласене унччен те тупнӑччӗ. Вӗсем Мускавран кӳрсе килнӗ «Родос» редис вӑрринче пулнӑ. 337 хутаҫа ҫунтарса янӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сосновски пултӑранӗпе ҫӗнӗлле кӗрешме сӗннӗ. Ку таранччен муниципалитетсем ҫак наркӑмӑшлӑ курӑка хӑйсем тӗллӗн пӗтернӗ. Ҫак тӗллев валли хыснаран кашни район валли укҫа уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе - 16,6 миллион тенкӗ. Анчах укҫана пур муниципалитет та тӑкакласа пӗтермен.

Элтепер малалла ӗҫлемелли ҫӗнӗ мел сӗннӗ. Подрядчиксемпе 3 ҫуллӑха килӗшӳ тумалла. Олег Николаев кун пирки АПК атпланӑвӗпе иртнӗ канашлура каланӑ.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫул Чӑваш Ен хыснине 77,5 миллиард тенкӗ кӗме пултарать, расхутсем вара 80,4 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Кун пирки ЧР Финанс министрӗ пӗлтерет.

Вӗренӳ тытӑмне 22,7 миллиард тенкӗ яма палӑртнӑ, соцполитикӑна – 19,5 миллиард тенкӗ, наци экономикине – 14,5 миллиард тенкӗ. Республика федераци хыснинчен тавӑрса памалли мар тепӗр 35,6 миллиард тенкӗ илессе шанать.

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне патшалӑх парӑмӗ 14,5 миллиард тенкӗпе танлашма пултарать.

 

Республикӑра
Максим Иванов тунӑ сӑн
Максим Иванов тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта вилнӗ ачасемпе вӗрентекенсен ячӗпе часавай ҫӗклӗҫ. Ку инкекре 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.

Часавай тӑвасси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех калаҫма пуҫланӑ, вырӑнне сӑвапланӑ та. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулӑшма шантарнӑ. Анчах ӗҫ пӑчланнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тин пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Халӗ унта иртен пуҫласа каҫчен ӗҫсем пыраҫҫӗ. Часавая ҫитес ҫул ҫулла туса пӗтермелле.

 

Республикӑра
novyefoto.ru сайтри сӑн
novyefoto.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор Йӗпреҫ районӗнчи Березовка шкулӗнче плана кӗртмен тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ.

Ачасене палӑртнӑ менюпа килӗшӳллӗн ҫитермен, ирхи апатра порцисем виҫерен пӗчӗкрех пулнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене кашни кун сӗт юр-варӗ, улма-ҫырла паман. Апат блокӗнче ҫимӗҫсене маркировкӑсӑр упранӑ.

Роспотребнадзор шкул директорне 3 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Шкула вара асӑрхаттару ҫырса панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене нумай ҫӗнетрӗҫ. Ҫӗнӗрен туса лартнӑскерсене кӗрсе тухма кӑмӑллӑ.

Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче эмел тавраш сутмаҫҫӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашская Республика» ушкӑнра та сӑмах хускатнӑ.

Алексей Григорьев ятлӑ ҫын ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче эмел сутассине «виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеймеҫҫӗ». Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынсен тата ялта пурӑнакансен хулари аптекӑсене кайма тивет.

Хастар арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче саккуна улшӑну кӗртнӗ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче эмел сутма лицензи илмелле мар.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтӑва тишкерме шантарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли понтон кӗпере илнӗ. Хальлӗхе унта каҫса ҫӳреме ҫук. Кун пирки Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтерет.

Понтон кӗпер Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Навата ҫыхӑнтарнӑ. Хӗл лариччен ҫав вырӑнтан каҫмалли кӗпер пулмӗ. Юханшыв пӑрпа витӗнсен тин хӗллехи каҫӑ пулӗ.

 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Красноармейски районӗнче пурӑнакан кинемей тахҫан вилнӗ ывӑлӗшӗн компенсаци илес тенӗ. Анчах ултавҫӑсен серепине лекнине кайран тин ӑнланнӑ.

Юпа уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ пурӑннӑ чухне ултавҫӑсен аллине лекнӗ, халӗ лешсене тытса чарнӑ. Куншӑн амӑшне 200 пин тенкӗ компенсаци параҫҫӗ-мӗн. Анчах 7,5 процентне ҫар ҫыннисене пулӑшмашкӑн куҫарса памалла имӗш.

Хӗрарӑм 15 пин тенкӗ куҫарса парсанах палламан ҫын телефонне тытма пӑрахнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, [130], 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, ...632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ