Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн
Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн

Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать.

Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски районӗнче икӗ арҫын ача пӗве патӗнче пӑр тӑрӑх ҫӳренӗ те каялла тухайман. Ара, пӑр ҫӳхе. Паллах, вӗсем хӑраса кайнӑ.

Вӗсене пулӑшма пушар хуралӗн ӗҫченӗсем - пай пуҫлӑхӗ Иван Ананьев тата уйрӑм командирӗ Алексей Вунберов - ҫитнӗ. Вӗсем пусма-патакпа усӑ курса ачасене ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ.

Унта вӗсен сывлӑхне тӗрӗслесе киле янӑ. Ачасем аманман, хӑранӑ кӑна.

 

Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче ейӳ сарӑлнӑ. Вырӑна район прокурорӗ, администраци ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Люля юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнӑ. Ҫавна май ҫак ятлӑ поселокра ҫулсене шыв илнӗ.

Прокуратура яваплӑ органсем ейӳпе мӗнле кӗрешнине тӗрӗслӗ. Халӗ шыв шайӗ чакма пуҫланӑ. Поселокра та ейӳ чакма пуҫланӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ вӑкӑра пусни пирки хыпарласах тӑнӑччӗ. Юлашки хыпар инфекциллӗ какая Шупашкар районӗнче Явӑш ялӗнче пурӑнакансем туянни пирки пулнӑччӗ.

Ҫав ҫынсем мӗн чухлӗ аш туяннине палӑртнӑ: 50 килограмм. Ҫав хуҫалӑхра дезинфекци тунӑ.

Кивӗ Тутайкассинче вара хальлӗхе карантин. Унта тислӗке ҫунтараҫҫӗ. Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсен хуҫалӑхӗнче тепӗр вӑкӑр тата пӗчӗкрех выльӑхсем пур. Вӗсем сывах пулнине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
"Вконтакте" сайтран илнӗ сӑн
"Вконтакте" сайтран илнӗ сӑн

Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта 15 кил хуҫалӑхне шыв кӗнӗ. Анчах пӑшӑрханмалли ҫук - Сӑрта шыв чакма пуҫланӑ. Ӗнер шыв шайӗ 7 сантиметр аннӑ.

Мӑн Ҫавал вара ҫыранран тухать те тухать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялне шыв илес хӑрушлӑх пур. Ун ҫывӑхӗнче ӗнер Мӑн Ҫавал 60 сантиметр хӑпарнӑ. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсенче экстреннӑй службӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
 Марат Михайлов. гибдд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
Марат Михайлов. гибдд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ.

 

Республикӑра

Канмалли кунсем чӑн-чӑн ҫуркунне пекех ӑшӑ пулчӗҫ. Паян ҫӗрле те ҫумӑр ҫурӗ. Республикӑра юр нумай та юлмарӗ. Юлашки кунсенче ейӳ самай вӑйлӑ саралнӑ. Ҫакна кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетлне вырнаҫтарна.

"Ҫыхӑнура" форумра Ҫӗрпӳри паркра шыв сарӑлнине сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Унта пӗчӗк юханшыв пуҫланать, кайран вӑл Мӑн Ҫавала лекет. Паркра пӗчӗк пӗве те пур.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакансем те ейӳрен шар курма пуҫланӑ. Унта Ункӑ юханшывӗ ҫыранран тухнӑ.

Пӗр хуҫалӑхра ейӳ анкартинче сарӑлнӑ. Теплицӑсем ҫурри таран шыв айне пулнӑ.

"Шыв татах килет. Нӳхрепе, тӗп сакайне шыв кӗнӗ", - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85898
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Канмалли кунсем ӑшӑ килчӗҫ. Ҫавна май юр нумай ирӗлчӗ.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ. Ҫакна Красноармейски районӗнчи Хусакасси ялӗнче пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайса уй-хирте сарӑлнӑ, асфальт ҫул патне ҫывхарма пуҫланӑ.

Аса илтерер: ӗнер Ҫӗмӗрлере, Элӗк районӗнче ейӳ сарӑлни пирки хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85893
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман.

 

Страницӑсем: 1 ... 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, [131], 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 07

1997
29
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын