Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков муниципалитетсен финанс органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл муниципалитет ӗҫченӗсен шалӑвӗн фончӗ ҫитес ҫул 30 процент ыларах пулассине пӗлтернӗ.

2023 ҫултан вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсен окладне ӳстерме палӑртнӑ.

Аса илтерер: республикӑра 19 район муниципалитет округӗ пулса тӑнӑ. Кун пек чухне унта аппарат структури те улшӑнать.

 

Республикӑра
kaluga.kp.ru сайтри сӑн
kaluga.kp.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн варринче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче лавккана арҫын кӗрсе сутуҫӑран укҫа хӑмсарса ыйтнӑ. Ку каҫхине пулса иртнӗ.

Сутуҫӑ кассӑна питӗрсе айккинелле пӑрӑннӑ. Арҫын вара унта выртакан ҫӗҫҫе ярса тытнӑ та хӑратма пуҫланӑ. Хӗрарӑм урама чупса тухса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тарса ҫухалнӑ.

Ку ӗҫе 46 ҫулти арҫын, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн ялӗнче тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ҫӗҫҫе ӑҫта ывӑтнине те кӑтартнӑ.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ.

Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ.

Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83308
 

Республикӑра

Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ.

Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ.

Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ.

 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса самай шар кӑтартнӑ. Паян ир тӗлне 9 районти 43 ял ҫутӑсӑр пулнӑ. Вӗсенче 6876 кил. Ҫав пӳртсенче 13737 ҫын пурӑнать.

Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 22 объектра ҫутӑ ҫук. Ҫав вӑхӑтра аварисене пӗтерес тесе 25 бригада ӗҫленӗ.

Паян 14 сехет тӗлне 10 районти 33 ялта электроэнерги пулман. Хальхи вӑхӑтра аварие сирекен 35 бригада ӗҫлет.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ.

РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ.

 

Республикӑра
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ

Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн.

Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.

Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ.

 

Республикӑра
pulse.mail.ru сайтри сӑн
pulse.mail.ru сайтри сӑн

Тӗнче тетелӗнче «Помни» сервис ӗҫлесе кайнӑ. Мӗн-ха вӑл? Ятарлӑ QR-код урлӑ вилнӗ ҫын пирки пӗлме пулать. Телефон камерипе ун ҫине тӗллесен леш тӗнчене куҫнӑ ҫыннӑн страници ҫине куҫма пулать.

Ҫав страницӑна кирек мӗнле информацие те кӗртме пулать. Тӗслӗхрен, ҫын пурӑннӑ чухне юрланӑ пулсан унӑн юррине вырнаҫтараҫҫӗ.

Ҫак QR-кода вилнӗ ҫыннӑн вилтӑпри ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83222
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын контрафактлӑ пирус сутнӑ тесе вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

Региона контрафактлӑ пирус кӳрсе килнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тупса палӑртнӑ. Маркӑламан ҫак продукцие электрон пирус упаковкинче лавккасенче сутнӑ. Вӗсене сутмашкӑн вара маркировка кирлӗ мар.

Украинӑри арҫыннӑн тата Куславккапа Патӑрьел районӗсенчи ҫынсен куншӑн явап тытма тивӗ.

 

Республикӑра
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре эрех-сӑра сутасси нумайланнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра водка, сӑра тата спиртран тӑракан ӗҫмелли япаласем кӑларассин калӑпӑшӗ ӳснӗ.

Республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче водка туса кӑларасси 23,7 процент ӳснӗ; ӑна сутасси 5,1 процент нумайланнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта сӑрана 8,1 процент ытларах туса кӑларнӑ; 6,7 процент нумайрах сутнӑ.

Тавар кайнӑ май акцизран хыснана каякан тупӑш виҫи ӳснӗ: водкӑпа — 29,8 процент, сӑрапа – 22,5 процент.

 

Страницӑсем: 1 ... 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, [132], 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, ...636
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 23

1928
97
Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1953
72
Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри).
2005
20
«Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ