Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
chistopol.tatarstan.ru сайтри сӑн
chistopol.tatarstan.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре электроэнерги хакне чакарасси пирки шутлаҫҫӗ. Мӗнле майпа? Уйӑрса паракан генерацисем тӑвасшӑн. Тӗслӗхрен, пилӗк энергоцентр хута ярсан электроэнерги тарифӗ 4,8 тенкӗрен чакма пултарать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пӗр киловатт энергишӗн 5 тенкӗ ытларах тӳлемелле. Ку Атӑлҫи федераци округӗнче списокра хыҫалтан иккӗмӗш.

Пӗрремӗш энергоцентра Ҫӗнӗ Шупашкарта 2023 ҫулта тума палӑртнӑ. Тепӗр тӑваттӑшне 2024-2025 ҫулсенче хута ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81373
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫитес ҫула мӗне халаллассине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Наци музейӗнче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин 2023 ҫула Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халаллама сӗннӗ. Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева кунпа килӗшсе ку шухӑша ырланӑ. ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова телейлӗ ачалӑх теми Раҫҫейре Ачалӑх вунӑҫуллахӗпе /2018-2027 ҫулсем/ килӗшсе тӑрассине каланӑ.

Ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ-и е ҫук-и — юлашкинчен ҫакна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев татса парӗ.

 

Республикӑра

Унӑн виллине 2006 ҫултах тупнӑ. Анчах ҫав арҫын кам пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пулӑшу ыйтать.

Вилене Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кивӗ ҫӑва ҫинче тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Арҫын 25-45 ҫулти пек курӑннӑ. Хӑй 165-173 сантиметр ҫӳллӗш.

Кам та пулин ҫак арҫынна паларӗ тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8(8352)-66-24-31 8-(83533)-2-35-98 е 02.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81364
 

Республикӑра
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Томаккассинче выльӑх-чӗрлӗхӗн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ветеринарсем ҫав тӑрӑхра карантин туса хунӑ.

Карантин паянтан, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра тӑрӗ.

Урнӑ чире Томаккасси ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра асӑрханӑ. Карантин зони тесе асӑннӑ кил ҫывӑхӗнчен 1,5 километр таран инҫӗшне палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Зоя Григорьева. t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
Зоя Григорьева. t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ача-пӑча реабилитаци центрӗн директорӗ пулма Зоя Григорьевӑна шаннӑ.

Зоя Алексеевна — Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Ӗҫ биографине врач-педиатртан пуҫӑннӑ. Патшалӑхӑн граждан службинче 1996 ҫулта ӗҫлеме пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче амӑшӗпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ паракан пай пуҫлӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ.

Ача-пӑча реабилитаци центрӗн директорӗнче унччен Елена Шафейкина тӑрӑшнӑ. Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану тытӑмӗнче Елена Васильевна 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/1215
 

Республикӑра
Евгений Теллин. chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Евгений Теллин. chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Республикинче промышленноҫа тата инвестици ӗҫӗ-хӗлне аталантаракан фонд» автономи учрежденине ертсе пыма Евгений Теллина ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ организаци Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствине пӑхӑнать.

Евгений Теллин 1982 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ. 2004-2020 ҫулсенче банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Промышленность аталанӑвӗн фондӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Фонд директорӗн заместителӗ пулма шаннӑ.

Евгений Ардалионовича должноҫре ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулинче IT-теплица уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Капла пуҫарӑва Канашри IT-куб сӗннӗ.

Вӗренӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Дмитрий Краснов вице-премьер тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина паллашнӑ.

Цифра вӗрентӗвӗн центрӗ Канашра 2019 ҫулта уҫӑлнӑ.

Унта Python программӑпа программӑлама, VR тата AR-приложенисем йӗркелеме, системӑна администрацилеме, цифра гигиенине вӗренеҫҫӗ.

IT-кубӑн партнерӗсем — Яндекс, Samsung корпорацисем, Касперский лабораторийӗ, 1С, Шупашкарти «Экра».

 

Республикӑра
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти темиҫе организацире ӗҫлекенсене паян эвакуациленӗ.

Ҫав йыша республикӑн Правительство ҫурчӗ (Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫурт) тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн адмнистрацийӗ лекнӗ.

Унсӑр пуҫне суту-илӳ ҫурчӗсенчен, судсенчен тата автовокзалтан эвакуациленӗ.

 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑрӑха пула чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ.

Аса илтерер: ӗнерхи кун тӗлне апла режима 8 районта ҫавӑн пек режим йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Йышӑну ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ, вӑл тепӗр хутчен йышӑну кӑлариччен вӑйра пулӗ.

Хальхи вӑхӑта илсен ял хуҫӑх культурисем 67 миллион тенкӗ ытлалӑх шар курнӑ.

 

Республикӑра
dressya.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
dressya.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Республикӑра ЗАГС йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитет. Ҫавна май Юстици ӗҫӗссен патшалӑх служби туй кӗписен куравне ирттересшӗн.

Кунта ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ведомство ӗҫченӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ туй кӗписене шыраҫҫӗ. Курава хутшӑнма хатӗр ҫынсен кӗпе историне, эскиза мӗнле шутласа кӑларнине, кун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулнине каласа кӑтартмалла. Тен, хӑш-пӗр ҫи-пуҫ ӑруран ӑрӑва куҫнӑ? Ведомство ӗҫченӗсем туй кӗпине вӑхӑтлӑха курава пама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81295
 

Страницӑсем: 1 ... 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, [141], 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, ...632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын