Республикӑра
![]() publicdomainpictures.net сайтри сӑн 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем ӗне виллине тупнӑ. Пакунлисем кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: вилнӗ ӗне «Дружба» ЯХПКн пулнӑ. Вӑл Вӑрманхӗрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ. Россельхознадзор ял-хуҫалӑх производство кооперативӗн должноҫри ҫынни тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд айӑплӑ ҫынна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() g-switch.org/ru Тутарстан арҫынни, 30 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьеле килнӗ те пасарта тумтир тӑхӑнса пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл енчӗкне сак ҫине хунӑ. Унта документсем, укҫа пулнӑ. Арҫын пасартан тухса кайнӑ, енчӗкне вара манса хӑварнӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах сак ҫинче енчӗк пулман. Оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра общество туалетӗнче енчӗк тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Анчах унта докуменчӗсем ҫеҫ пулнӑ, укҫи курӑнман. 30 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, енчӗкре 21 пин тенкӗ выртнӑ. Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та павильона арҫын хыҫҫӑн пасарти тепӗр сутуҫӑ, 53-ри хӗрарӑм, кӗнине палӑртнӑ. Хайхискер арҫынна укҫа-тенке каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнааан 10 ҫулти Саша сывлӑх енчен хавшак. Вӑл пуйӑспа кайса курма ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑннӑ. Ведомство ӗҫченӗсем арҫын ачана Трактор савучӗн территорине илсе килнӗ. Унта Саша тепловоз ҫине ларса курнӑ, хӑйне чӑн-чӑн машинист пек туйнӑ. Саша тепловоза пиклеттерсе, пускӑчсене пусса курнӑ, куншӑн питӗ савӑннӑ. "Эпӗ тепловозпа хамах кайнине никам та ӗненмӗ!" - тенӗ савӑнӑҫлӑн арҫын ача транспортран ансанах. "Ҫав вӑхӑтра ачан куҫӗнче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫакна кура эпир уншӑн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ япала тунине ӗнентӗмӗр", - тенӗ следстви управленийӗн ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура Ҫӗмӗрлери пекарньӑна тӗрӗсленӗ те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ведомство унта антисанитари хуҫаланнине тупса палӑртнӑ. Ҫӑкӑр-булка таврашӗ, торт, пирожнӑй пӗҫерекен пекарньӑра юсав ӗҫӗсене тахҫанах ирттерменни палӑрнӑ. Ҫуркаланчӑк вырӑнсенче хура тата кӑпма сийӗ пухӑннӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмри стенм ҫинче те кӑмпа пухӑннӑ. Тула каймалли пӳлӗме пачах хутса ӑшӑтман. Стенапа урай хушшинче шӑши кӗрсе тухмалӑх шӑтӑксем курӑннӑ. Производство цехӗнче алӑ ҫумалли раковина пачах пулман. Туалетра раковина пур, анчах шыв ҫук. Ҫӑкӑра хутса ӑшӑтман пӳлӗмре упранӑ, нӳрӗклӗхе тӗрӗслесе тӑман. Апат-ҫимӗҫ вара эрех пулнӑ курупкара выртнӑ. Фирма директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ку тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мия ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Муркаш районӗнче ҫӗнӗ 2022 ҫулта регистрациленнӗ пӗрремӗш ача Мия пулса тӑнӑ. Кун пирки Муркаш район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пресс-служби пӗлтерет. Мия районта чи пӗрремӗш пулса тӑчӗ пулин те, ҫемьере вӑл виҫҫӗмӗш ача кӑна. Хӗрача Ҫӗнӗ ҫул умӗн Дениспа Маргарита Плотниковсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче илнӗ пӗрремӗш документа илме Мия ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пынӑ. ЗАГС пайӗн ӗҫтешӗсем ашшӗ-амӑшне виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, хӗрачана хӑйне ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳсме суннӑ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне илемлетнӗ чи капӑр ҫурт-йӗр конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 8 кил хуҫалӑхӗ хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Гусевсен ҫемйине панӑ, иккӗмӗш вырӑнта Скворцовсен ҫемйи пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Михайловсен ҫемйи. Вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене хаклас пулсан Гусевсем гирландӑсемпе ҫеҫ мар усӑ курнӑ, ҫутатакан диодсемпе капӑрлатнӑ кӳлепесем те вырнаҫтарнӑ. Санарпуҫ ял тӑрӑхне икӗ ял кӗрет: Санарпуҫ тата Ҫӗньял Хапӑс. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳре хӑш ял ҫыннисем пирки сӑмах пынине палӑртман. «Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен тата ентешӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклес тесе ҫуртсене йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе, ҫав вӑхӑтрах килӗшӳллӗ, илемлетеҫҫӗ, ку ӗҫре вӗсем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни чӑн та савӑнтарать», — тенӗ пресс-релизра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Арҫын ҫур ҫул ытла коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Ҫавна май ӑна хваттертен кӑларса яма тивнӗ. Кун пирки ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ пӗлтерет. Ака уйӑхӗнче Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ суда тавӑҫпа тухнӑ, Ҫурҫӗр поселокӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑрнакансене, тара тытакансене, кӑларса яма ыйтнӑ. Лешсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Ҫак шутра 7 ҫын пулнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе приговор саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен шыв башни ҫӗрле йӑтӑнса аннӑ, виҫӗ пая катӑлнӑ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, пусӑм пысӑк чухне насос хӑй тӗллӗн сӳнмелли хатӗр ҫук, ҫавна май шыв тӑкӑнса башня хӗррипе пӑрланса ларнӑ. Ку башньӑна нумаях пумасть кӑна лартнӑ-мӗн. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче арҫын кӳршин пахчинчи чӑрӑша каснӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна лайӑххипе кӑна тунӑ, урама илем кӳресшӗн пулнӑ-мӗн. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын 60-ти куршин анкартинчи 2 метр ҫӳллӗш кӑвак чӑрӑша каснӑ. Ҫухалнӑ йывӑҫа полицейскисем урамра тупнӑ. Ҫав арҫын ӑна килӗ умне кӳршисене савӑнтарас тесе лартнӑ-мӗн. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ. 2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ. 2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ. Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.