Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче пӗр хваттерте ашшӗпе ывӑлӗн виллине тупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне вӗсем эрехпе наркӑмӑшланма пултарни пирки каланӑччӗ. Аса илтерер: арҫын виллисене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Вӗсем маларах эрех ӗҫнӗ пулнӑ. Хваттерте вӗсен пӗлӗш хӗрарӑмӗ пулнӑ, вӑл та наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Следовательсем арҫынем мӗншӗн вилнине палӑртнӑ. Хваттерте харпӑр газ кӑмаки (котел) пулнӑ. Вӑл юсавлах ӗҫленӗ, анчах унпа тӗрӗс мар усӑ курнӑран (пӗрмай ҫутса сӳнтернӗ) тӗтӗм тухмалли тӑрпара конденсат пӑрланса ларнӑ. Сӗрӗме урамалла туртманран хваттерти ҫынсем наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мая Селендеевӑн, Нина Царыгинӑн тата Лариса Петрован «Контактра» страницисенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксенчен Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн членӗсен йышӗ хушӑннӑ. Унта ҫӗнӗ ҫынсене илнӗ. Союзӑн Фейсбукри страницинче Светлана Гордеева ҫыравҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, калем ӑстисен йышне Лариса Петровӑна, Нина Царыгинӑна тата Мая Селендеевӑна илнӗ. Ларисӑпа Нина «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен хайлавӗсем Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсенче те кун ҫути курнӑ. Лариса Петрова сӑввисене вырӑсла тата тутарла куҫарнӑ. Кумык поэчӗсем вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсене вӑл чӑвашла та куҫарса пӑхнӑ. Мая хайлавсене тӗнче тетелӗнче пичетлет. «Контактра» соцсетьри страница тӑрӑх хакласан, Мая Селендеева 1965 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӑл Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци пуҫланнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем ӗмӗтленнӗ парнене тивӗҫеҫҫӗ. Ку акци кашни ҫулах пурнӑҫланать. Ачасен ӗмӗчӗсем кӗҫех пурнӑҫланӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗнчен» пӗр хута илнӗ. Унта – Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ. Вӑл пультпа ҫӳретмае май пур чукун ҫул пирки ӗмӗтленет. Ӑна Олег Николаев пурнӑҫлатех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар поселокӗнче туй уҫланки тата Эйфель башни пулӗҫ. Вӗсем культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫӗҫ. Ҫавна май Вӑрмар районӗн администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3,3 миллион тенкӗ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Проектпа килӗшӳллӗн, Вӑрмарти культурӑпа кану паркӗнче фонтан та пулмалла, ҫавӑн пекех карета та вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫе пуҫӑнакан IT-специалистсем валли Чӑваш Енре ятарлӑ лапам йӗркелӗҫ. Унта вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнӗҫ, пӗлӳпе тата опытпа паллашӗҫ. IT-community текен лапам йӗркелеме Шупашкарта юпа уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче иртнӗ искусствӑлла интеллект хакатонне хутшӑннисемпе тата унта ҫӗнтернисемпе республикӑн Цифра аталанӑвӗн тата Вӗренӳ министерствисенче, «Чӑваш Республикин ИТ-кластерӗ» ассоциацире ӗҫлекенсем тӗл пулсан йышӑннӑ. IT-community лапам информаци технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ шкул ачисене, студентсене, преподавательсене, усламҫӑсене пӗрлештерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳкнӗ самолет пайӗсем 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче Упнер станцийӗ ҫывӑхӗнче Пекинран Мускава вӗҫнӗ Ту-104 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинчи пӗтӗм ҫын вилнӗ: 71 пассажир тата экипажри 9 ҫын. Самолетра Китай делегацийӗ пулнӑ. Китайри Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин 16 ӗҫченӗ вӗҫнӗ. Вӗсене хӑйсен тӑрӑхӗнче тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ. Вилнисен йышӗнче СССРти 17 ҫын пулнӑ. Чехославакирен – 8, Германирен – 5, Францирен – 5, Венгрирен 5 ҫын вӗҫнӗ. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ. Унтанпа вӑхӑт нумай иртнӗ, авари вырӑнӗнче вара палӑк ҫук. Вӑрнар район администрацийӗ ку ыйту часах татӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pronedra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирусан хӳтӗлекен антитела титрӗ организмра пысӑк пулсан вӗсене кьюркод тытӑмӗ витӗр кӑларма тытӑнмалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан регионти тытӑма республика Элтеперӗ пӗр эрнере йӗркелесе пӗтерме хушса каланӑ. «Ҫитес эрнере механизма пурнӑҫа кӗртмелле тата ӗҫлеттерсе ямалла»,— тенӗ Олег Николаев. Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе регион шайӗнче ятарлӑ ресурс йӗркелеме пулать. Унта кӗрсе ҫын хӑйӗн идентификаторне кӑтартӗ, вара кьюаркод илейӗ. Антителасен пысӑк титрӗллӗ ҫынсен реестрне врачсен комиссийӗ аккредитаци пур лабораторисен тӗрӗслевӗ тӑрӑх хатӗрлӗ. Чӑваш Енре вӑйра тӑракан ҫав кьюаркод Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче курӑнмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @tsur21_ сӑнӳкерчӗкӗ Регион управленийӗн центрӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсем ҫырнине тишкерсе пырать, унта халӑх мӗншӗн пӑшӑрханнине яваплисем патне ҫитерет. Юпа уйӑхӗ пирки каласан, Чӑваш Енри халӑха вакцинаци тата ҫул-йӗр ыйтӑвӗ пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ. Асӑннӑ центр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтусене пӑхса тухассин вӑтам вӑхӑчӗ — 4 сехет те 12 минут. Уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле. Тӑвай районӗнчен пӗр ҫыру та пулман-мӗн. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах чухне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче (1 104 ҫыру) тата Инстаграмра (562 ҫыру) шӑрҫаланӑ. Юпа уйӑхӗнче вӗсем кӑшӑлвирус, вакцинаци, сывлӑх сыхлавӗн тата ҫул-йӗр юсавӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kremlinrus.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри аш-какай тирпейлекен предприятире Африка мурӗн генетика материалне тупнӑ. Ҫавна май паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятире кӑлпассие тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта Африка мурӗн генетика материалӗ пур. Ветеринари патшалӑх служби кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫавӑн пекех мур сарӑлас пулсан ӑна пӗтермелли мелсене пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.