Республикӑра
![]() Пӗлтӗр Чӑваш Енри министрсенчен пуринчен ытла ӗҫлесе илни — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫулталӑкри унӑн тупӑшӗ малтанхинчен 28 хут ӳссе 32,184 млн тенкӗпе танлашнӑ. Транспорт министрӗн Владимир Осиповӑн тупӑшӗ 3,88 хут ӳссе унчченхи 2,9 миллионран 11,26 млн тенке ҫитнӗ. Промышленность министрӗн Александр Кондратьевӑн 2021 ҫулхи тупӑшӗ — 8,61 миллион тенкӗ; финанс министрӗн – 7,762 миллион; строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Павел Даниловӑн — 6,716 миллион тенкӗ; ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алена Елизарован — 3,431 миллион; ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн – 3,226 миллион; цифра аталанӑвӗн министрӗн Кристина Майнинан – 3,07 миллион; сывлӑх сыхлав министрӗн Владимир Степановӑн – 3,063 миллион; спорт мнистрӗн Василий Петровӑн – 2,744 миллион; культура министрӗн Светлана Каликован – 2,627 миллион; ҫутҫанталӑк тата экологи министрӗн Эмир Бедертдиновӑн – 2,31 миллион тенкӗ. Пӗлтӗр пуринчен сахал ӗҫлесе илни — ведомствӑна 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен ертсе пыракан вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Унӑн тупӑшӗ 1,583 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ВКонтакте сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ыркӑмӑллӑх центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта ҫынсем хӑйсем унччен тӑхӑннӑ, анчах япӑхса кайман ҫипуҫа илсе пырса параҫҫӗ. Вӗсене хими хатӗрӗсемпе тасатнӑ хыҫҫӑн кирек кам та илсе кайса тӑхӑнма пултарать. Шупашкарти ыркӑмӑллӑх центрӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: 1. 139-мӗш стрелоксен урамӗ, 22 («Байкал» суту-илӳ ҫурчӗ, 1-мӗш хут). Ӗҫ графикӗ: ытларикун-эрнекун – 13:00 сехетрен 19:00 сехетчен; шӑматкун – 11:00 сехетрен 16:00 сехетчен. 2. Декабристсен урамӗ, 18А. Ӗҫ вӑхӑчӗ: ытларикун-эрнекун – 13:00 сехетрен 19:00 сехетчен; шӑматкун – с 11:00 сехетрен 16:00 сехетчен. 3. Энтузиастсен урамӗ, 34-мӗш ҫурт («Москва» (чӑв. Мускав) суту-илӳ центрӗ, 1-мӗш хут). Ӗҫ вӑхӑчӗ: тунтикун-эрнекун – 11:00 сехетрен 17:00 сехетчен. 4. Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 3-мӗш ҫурт («Универ21Маг» суту-илӳ ҫурчӗ, 2-мӗш). Ӗҫ вӑхӑчӗ: тунтикун-эрнекун – 15:00 сехетчен 19:00 сехетчен. 5. Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 73 («Хӗрлӗ хӗрес» организаци). Ӗҫ вӑхӑчӗ: 08:00 сехетрен пуҫласа 18:00 сехетчен. Телефон номерӗ 89871230814. Унсӑр пуҫне ыркӑмӑллӑх центрӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар районӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн. «Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет. «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() park72.ru сайтри сӑн Юрать, банк ӗҫченӗсем сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн 70 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ куҫарса парӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла Вӑрнарти полици уйрӑмне банкран систернӗ: тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм такама 100 пин тенкӗ куҫарса парасшӑн-мӗн. Акӑ мӗн пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм «Тик-Токра» Израильти аманнӑ ҫар ҫыннипе паллашнӑ та ӑна пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл банка укҫа куҫарма кайнӑ. Банк ӗҫченӗ ватӑскере укҫа куҫарса памашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Полицейскисем вара кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Израильти аманнӑ ҫар ҫыннине» шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kalinagazeta.ru сайтри сӑн Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарамӑн банк картти ҫинчен 4,5 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Телефон ҫине смс-ҫыру килсенех вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах хӑй карточкӑна ӑҫта ҫухатнине аса илеймен. Полицейскисем ҫав карточкӑпа хӑш лавккасенче тавар туяннине тӗпчеме пуҫланӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та, ют ҫын карттипе ачаллӑ хӗрарӑм таваршӑн тӳлени палӑрнӑ. Ӑна тупнӑ. Хайхи хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ку преступлени пулнине пӗлмен. Анчах ку яваплӑха сирмест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын карточкипе усӑ курнӑшӑн ирӗксӗр 6 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Советская Чувашия" сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсене строителӗсене халалласа» палӑка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫейри Президент Администрацийӗн, Патшалӑх Думин, Федераци Канашӗн элчисене, кӳршӗ регионти ертӳҫӗсене чӗнӗҫ. Хальхи вӑхӑтра палӑк патӗнче отделка ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, шалта электрика сечӗсене хураҫҫӗ. Сӑмах май, палӑка пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех уҫмалла пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫланман. Элтепер каланӑ тӑрӑх, палӑк валли 300 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ: сахалтан та ҫурри – хыснаран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() avatars.mds сайтри сӑн Иваново хулинчи усламҫӑ туса кӑларнӑ "Приемиум" ятлӑ студеньри натри нитричӗпе Мускаври, Архангельск, Волгоград, Ярославль облаҫӗсенчи ҫынсем наркӑмӑшланнӑ. Хӑшӗ-пӗри - вилмеллех. Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак студене Чӑваш Енре те тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче туса кӑларнӑ партие Шупашкар тата Канаш районне илсе килнӗ. Апла асӑрханмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре хура аист пуррине асӑрханӑ. Кун пирки Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци директрорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Геннадий Исаков хыпарланӑ тӑрӑх, хура аиста вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кайӑк вӑрмантан вӗҫсе килнӗ, пулӑ ҫинӗ те каялла вӗҫсе кайнӑ. Ахӑртнех, вӑл таҫта йӑва ҫавӑрнӑ. Хура аист – Раҫҫейри Европа пайӗнче сайра тӗл пулакан кайӑк. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха. Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ? Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет. Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |