|
Культура
![]() ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 9-15 ҫулсенчи ачасем валли «Театральное лето» (чӑв. Театр ҫӑвӗ) театр студийӗ уҫӑлӗ. Ачасем театр ӳнерӗпе паллашӗҫ, чаршав хыҫӗнче пулса иртекен вӑрттӑнлӑхсене пӗлӗҫ, сцена ҫине тухмалли тумтир тата ытти ҫинчен ҫӗннине, хальччен илтменнине пӗлӗс. Профессилле актерсем вӗсене сцена ҫинче артистла тытма вӗрентӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасене хӑюллӑн калаҫма, хускалма, ушкӑнпа ӗслеме хӑнӑхтарӗҫ. Программа виҫӗ сменӑран тӑрӗ. Театр смени ҫӗртме уйӑхӗн 16-30-мӗшӗсенче, утӑ уйӑхӗн 1-14-мӗшӗсенче тата ҫурла уйӑхӗн 11-22-мӗшӗсенче ирхи 9 сехетрен 15 сехетчен ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: (8352) 62-02-21. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи Вагаповсен ансамблӗ ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Звуки и краски столицы» (чӑв. Тӗп хулари сасӑсемпе сӑрӑсем) Пӗтӗм тӗнчери XXIX конкурс-фестивалӗнче пулнӑ. Ача-пӑча коллективӗ Мускаври сецна ҫине «Савӑнать ача-пӑча» чӑваш ташшипе тата «Заиграй на балалайке», «Филимоновская игрушка» и «Девичья плясовая» вырӑс халах ташшисемпе тухнӑ. Тӳресем Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Светлана Белова тата Андрей Петров ертсе пыракан коллектива пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсене «Чи лайӑх ертӳҫӗ» номинацире палӑртса хӑварнӑ. Ачасене те чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта кӑҫал та пукане театрӗсен «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруҫҫелӗ) фестивалӗ иртнт. Мероприятисем ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗҫ. Театр ҫав кунсенче 15 ытла коллектива йышӑнӗ. Аса илтерер: фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Хальхи – иккӗмӗш тапхӑр. Фестиваль программине Республика кунне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институтне вӗренме кӗме ӗмӗтленекенсене суйласа илмелли пӗрремӗш тур иртӗ. Артист пулас текенсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 12 сехетре хаклӗҫ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне хак параканни – асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Валерий Маркин. Вӑл – актер ӑсталӑхӗн кафедрин доценчӗ, «Актёр ӑсталӑхӗ» курсӑн илемлӗх ертӳҫи. Студентсем Мускавра 4 ҫул вӗренӗҫ, унтан вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ӗҫе илӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Ен стипенди тӳлесе тӑрӗ тата общежитипе тивӗҫтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Францире 50 ҫул ытла пурӑннӑ вырӑс художникӗн тата кӗнеке кӑлараканӑн Николай Дронниковӑн ӗҫӗсен куравӗ Чӑваш наци музейӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Унӑн пур ӗҫ те тенӗ пекех чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхи пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. 2015 ҫулта Николай Дронников (1930-2025) хӑйӗн ҫывӑх тусӗн Геннадий Айхин Парижри архивне (1934-2006) музее панӑ. Музей фондне, сӑмахран, ал ҫырӑвӗсем, сӑвӑсен ҫырӑвӗсем тата наброскисем хушӑннӑ, вӗсенчен франци пуххи йӗркеленнӗ «Отмеченная зима» (чӑв. Каярахпа ҫак документсене тӗпе хурса поэта халалланӑ курав пулчӗ. «Ҫапах та Николай Дронников ӗҫӗсемпе унччен уйрӑммӑн пӗрт те паллаштарман», — тенӗ Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() music-map.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Раҫҫейӗн хальхи вӑхӑтри музыка карттипе паллаштарӗҫ. Ку мероприяти Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртӗ. Музыка фестивалӗ 20 сехетре пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче Чӑваш Енпе паллаштаракан премьера янӑрӗ. Дмитрий Тетель композитор виҫӗ чӑваш кӗввипе увертюра хатӗрлет. Унӑн никӗсӗнче: «Ташши, ташши», «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Алран кайми». Увертюрӑна куракан патне илсе ҫитерекенни — Л.Г.Зыкина ячӗллӗ «Россия» (чӑв. Раҫҫей) патшалӑх вырӑс академи халӑх ансамблӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() old-gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Республика кунне анлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ. Шупашкарта кӑҫал та пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Ӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе 13 хут йӗркелеҫҫӗ. Уява Чӑваш Енри коллективсем ҫеҫ мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри; Пенза, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербург тата Мускав хулисенчи чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав кунах ача-пӑча Акатуйӗ те иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Мускавра Альбина Юратун «Пӗр ывӑҫ канфет» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Хӑтлавра Мускавра пурӑнакан чӑвашсем, Альбина Васильевнӑн тусӗсемпе тӑванӗсем хутшӑннӑ. Пултарулӑх коллективӗсем вара юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Альбина Юрату хӑтлавра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра унӑн тепӗр икӗ кӗнеки кун ҫути курмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ruсӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Республика кунне уявланӑ май ача-пӑчан илемле пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VII фестиваль-конкурсе иртӗ. Унӑн гала-концерчӗ14 сехетре пуҫланӗ. Унта республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен чи лайӑх коллективӗсем тата солисчӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() udoba.org сайтри сӑн Ҫӗртмен 20-21-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче мордва писателӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле, «Куйкарӑш» ятлӑскере, кӑтартӗҫ. Режиссерӗ – Раҫҫей, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Пьеса авторӗ - Мордва Республикин тава тивӗҫлӗ писателӗ Валентина Мишанина. Сюжет кӑсӑклӑ: Петӗркке ятлӑ старик кӗтмен ҫӗртен Куйкӑрӑш хуҫи пулса тӑрать. Ырлӑх курас вырӑнне унӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑнать - ӑна мистикӑллӑ тата тӗлӗнтермӗш пулӑмсем кӗтеҫҫӗ. «Куйкӑрӑш» камит чӑваш фольклорӗпе, мистикӑпа тата халӑх кӗввисемпӗ пуян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
