|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ режиссёрпа паллаштарнӑ. Александр Грибоедовӑн «Горе от ума» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле Даниил Филиппович режиссёр тата Вадим Дубовик хореограф-постановщик лартӗҫ . Даниил Ильясович ӗнер артистсемпе паллашнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл вӗсене ҫӗнӗ спектакльте выляма суйласа илӗ те коллектив репетици ирттерме тытӑнӗ. «Горе от ума» спектакльпе театр 93-мӗш сезона уҫасшӑн. Спектакле Александр Грибоедов ҫуралнӑранпа 230 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Даниил Филиппович Белоруҫ Республикинчен. Минскри ӑста - драма театрӗн режиссёр, писатель, сценарист, клипмейкер. Вӑл ГИТИСри режиссер факультетӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсене Китайри, Беларуҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Раҫҫейӗн тӗрле ҫӗршывӗнчи хулари сцена ҫинче кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа Шупашкарта республикӑмӑрӑн тӗп вырӑнӗсемпе паллаштаракан тӳлевсӗр экскурси ирттерӗҫ. Ӑна хулари музейпа туризм центрӗ йӗркелет. Маршрут Шупашкарти Арбатпа (Ехрем хуҫа бульварӗпе), Хӗрле лапампа, Ҫеҫпӗл урамӗпе, Консантин Иванов урамӗпет тата скверӗпе иртӗ. Экскрусие хутшӑнакансем ҫавӑн пекех Амӑшӗн палӑкӗ патне ҫитсе чарӑнӗҫ. Экскурси ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 120 тата 17 сехетсенче иртӗ. Унта ҫыранас тесен +7 (8352) 23-20-31, +7 (8352) 23-20-34 телефонсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 40 ҫул иртсен «Нарспи» спектакле сцена ҫине тепӗр хут кӑларма палӑртнӑ. Ахальтен мар. Кӑҫал поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. Премьера авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартаҫҫӗ. Спектакль режиссерӗ – Адыгейӑра ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Данна Афаунова. Вӑл унччен Ингушетири, Тутарстанри театрсенче спектакльсем лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Дмитрий Тетель Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнчӗ, «Раҫҫейӗн хальхи музыка карттипе» паллаштарӗҫ. Ҫапла регионсенчи юрӑ-кӗвӗпе киленме май пулӗ. Халӗ кашни регионта суйлав тапхӑрӗ иртет, хӑш юрӑпа паллаштармаллине палӑратаҫҫӗ. Чӑваш Енрен вара ку проекта Дмитрий Тетель композитор, саксофонист хутшӑнать. Вӑл чӑваш халӑхӗн виҫӗ юррине пӗрлештерекен музыка хайлавӗпе паллаштарӗ. Унта «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Алран кайми», «Ташши, ташши» юрӑсем кӗнӗ. Увертюрӑна шӑпах Республика кунӗнче итлеме май пулӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине кӗртнӗ. Тӗп роле Зоя Илларионова калӑплать. Ӑна ыран, ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче 18:00 сехетре курма май пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Сюжечӗ интереслӗ: хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫитес эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Ене Пушкӑртстанран та хӑнасем килсе ҫитнӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пушкӑрт ӑсчахӗсем Константин Ивановӑн тымарӗсем Чӑваш Енри Пайкилтрен пулнине палӑртнӑ. Каярахпа сӑвӑҫӑн ватӑ аслашшӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнне те тупса палӑртнӑ. Халӗ вара Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилтпе хӑйне евӗр туслӑх кӗперӗпе ҫыхӑнна теме юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксене ялта культура сферинче ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Республикӑн Культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксем ҫав тӗллевпе ятарласа тӗлпулу ирттернӗ. «Земствӑри культура ӗҫченӗ» федераци программине кӑҫал пирӗн республикӑра 8 ҫын хутшӑнаять. Вӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрер миллион тенкӗ парӗҫ. Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене республикӑн Культура министерствинче утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ. Кӑҫал унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти, Беларуҫри, Казахстанри, Таджикистанри, Узбекистанри, Сербири, Иранри, Индири, Бангладешри ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 40 фильм. Вӗсенчен 6-шӗ – Чӑваш Енри кинематографистсем хатӗрленӗскерсем. Кинофестиваль «Ҫӗнтерӳ» сериалпа пуҫланнӑ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче кӑтарнӑ. Фестиваль ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пулӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ. «А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ. Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Олег Прокопьевӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Кӗнеке «Чӑвашӑм, пурӑн!» ятлӑ, унта сӑвӑсем кӗнӗ. Вӑл тин кӑна, ҫак кунсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Автор сӑвӑсене сакӑр ушкӑна пайласа вырнаҫтарнӑ: «Ялти тӗрленчӗксем», «Юрату тата ырату», «Тӗрӗслӗх шыравӗ», «Тивӗҫ», «Юратупа эс килтӗн тӗнчене», «Тухату», «Витӗркуру – асӑрхаттару». Палӑртмалла: ку – Олег Прокопьевӑн иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫулӗпе» ятлӑ, вӑл 2008 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
