Хулара
![]() Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шыв пӑрӑхӗ шӑтса юхнӑ. Яваплӑ тытӑмсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗрле пулса иртнӗ. «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) хӑна ҫурчӗ тӗлӗнче шыв пӑрӑхӗ шӑтса кайнипе унтан шыв палкаса тухма тытӑннӑ. Кун пек чухне ятарлӑ тытӑмсем вӑхӑтра ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ те, Шупашкартисем те вырӑна часах персе ҫитнӗ, аварие сирессипе тимлеме пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне «Водоканал» акционерсен пӗрлӗхӗ палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу ӗҫлет. Унта кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнчи (пӑрахутсем шыв ҫинче ҫӳренӗ тапхӑрти) турист карапӗсен расписанийӗпе графикне ҫирӗплетӗҫ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫакӑн пек канашлу икӗ ҫул каяллата Шупашкартах иртнӗччӗ. Апла пулсан Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнасене йышӑнас опыт пур. Вӑл ҫеҫ те мар, пирӗн республика туристсене кӑсӑклантарма тӗрлӗ майсем туса параять. Шупашкарти канашлӑва Мускавран, Питӗртен, Чулхуларан, Самартан, Ярославльтен, Костромараран, Тутарстанран, Карелирен, Удмурт Республикинчен, Краснодар тӑрӑхӗнчен 50 ҫын ытла килсе ҫитнӗ. Вӗсем пурте — туризмпа ӗҫлекенскерсем: е круиз компанийӗн ертӳҫисем, е ҫак енӗпе тӑрӑшакан ытти ӑстаҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр аслӑ шкул вӗрентекенӗ явап тытӗ. Ҫӑмӑл мелпе пуяс килни ӑна суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 53 ҫулти вӗрентекен кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче 46 студентран сӗтев илнӗ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 92 пин тенкӗ кӗнӗ. Студентсенчен кашниех 2-шер пин тенкӗ панӑ. Куншӑн вӗрентекен вӗсене хайӗн предмечӗпе зачёт лартса пама шантарнӑ. Анчах вӗрентекенӗн ҫӑмӑл мелпе пуясси пулман. Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халь суд пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи «Лимонад» кафене тӗрӗсленӗ те апатланмӑшра санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснине тупса палӑртнӑ. Апат хатӗрленӗ ҫӗртех пахча ҫимӗҫ ҫунине, ҫӑкӑр-булка пӗҫернӗ вырӑнтах пахча ҫимӗҫ, пулӑ тата аш-какай тирпейленине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне шашлӑка сентре патне таса мар пахча ҫимӗҫ ҫунӑ вырӑнтан йӑтнӑ. Капла вара, йӗрке тӑрӑх, вуҫех хӑтланма юрамасть. Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд юханшыв порчӗ патӗнче вырнаҫнӑ «Лимонад» кафене 25 талӑклӑха хупса хунӑ. Ку тапхӑрта унта кунсерен суд приставӗсем ҫитсе курӗҫ, ӗҫе ҫӗнӗрен тӗрӗс йӗркеленине сӑнаса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакансем ӗнер республикӑн тӗп хулинче хӑш скверпа парка, тӳреме, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑна хӑтлӑх кӳрессипе те хӑйсен шухӑшне палӑртрӗҫ. Хулана илемлетмешкӗн йышӑннӑ проект — федераци шайӗнчиех. Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫлама регионсене пӗлтӗр укҫа уйӑрма тытӑннӑ. 2017 ҫулта Шупашкарти 25 картише тата халӑх йышлӑ ҫӳрекен 3 лаптӑка хитрелетнӗ. Шупашкарта кӑҫал 18 вырӑна палӑртса хӑварнӑ. Хӑшне илемлетме маларах пуҫӑнмаллине пӗлес тесе ӗнер танлаштарӑм сасӑлавӗ йӗркелерӗҫ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та хутшӑннӑ. Ҫӗршывӑн Президентне суйланипе пӗрлех вӑл Шупашкарта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене палӑртассипе те хӑй шухӑшне пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ Геннадий Волков скверне мала хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьене тӳре-шара хваттерсӗр тӑратса хӑварасшӑн пулнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Мускав район администрацине пурӑнмалли кӗтес кирлӗ тесе ыйту ҫырнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗн унашкал право пулнӑ. Вӑл кирлӗ документсене йӑлтах илсе пынӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пурӑнмалли вырӑн илмешкӗн черете тӑратма хирӗҫленӗ. Унӑн Шупашкарта регистраци ҫук тесе ӑнлантарнӑ. Анчах прокуратура ку йышӑнӑва тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ. Суд администрацие нумай ачаллӑ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ене «Поедем. Поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Джон Уоррен килесси пирки, вӑл кунта чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрлеме палӑртни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ. Акӑлчан ҫынни Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл кунта флешмоб ирттернӗ. Ӑна Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑмра кӑтартма пултарӗҫ. Паян «Поедем. Поедим!» кӑларӑма ӳкернӗ. Кун валли Джон Уоррен ятарласа «Амазония» паркри каток ҫине килнӗ, флешмоба хутшӑннӑ. Мероприятире ҫынсем пӗрле тӑрса «Чӑваш Ен» тесе ҫырнӑ, квадрокаптерӑн камерине алӑ сулнӑ. Джон вара питӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫынсемпе селфи ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Хальхинче транспортӑн хыҫалти чӳречи сиенленнӗ. Аса илтерер: унашкал пӑтӑрмах пӗлтӗр Шупашкарта та пулнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусри ҫынсем темӗн кӗмсӗртетнине илтнӗ. Унтан вӗсем хыҫалти чӳрече ҫурӑлса кайнине асӑрханӑ. Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, пассажирсемпе калаҫнӑ. Вӗсем чарӑнура аннӑ каччӑн аллинче пистолет пек япала пуррине асӑрханӑ. Ҫав ҫамрӑка шыраса тупнӑ. Вӑл — техникумра вӗренекен 16-ри каччӑ. Хайхискер троллейбуса пенине йышӑннӑ-ха, анчах ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сӑнӗ Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пуҫарӑвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта Рубик кубикне пуҫтаракансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Хӑйне евӗрлӗ тупӑшура аслисемпе ачасем ахаль вылякансен тата профессионалсен йышӗнче тӑватӑ дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Кашни категорирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. 2х2х2 мелпе пуҫтаракан профессионалсен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ку ӗҫе 5,17 ҫеккунтра пурнӑҫланӑ. Профессионалсен 3х3х3 категорийӗнче Рибик кубикне 20,3 ҫеккунтра пухнӑ. Кашни номинаци ҫӗнтерӳҫинех асӑнмалӑх паллӑпа тата сертификатпа чысланӑ. Палӑртса хӑвармалла, Рубик кубикне пуҫтаракансен тӗнче чемпионачӗ чи малтан Будапешт хулинче 1982 ҫулта иртнӗ. Ӑмӑртура ун чухне 16 ҫулти студент ҫӗнтернӗ, Рибик кубикне вӑл 23 ҫеккунтра пуҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ватӑ хӗрарӑм ача пахчине мӑнукӗн ачине илме пынӑ. Воспитательница вара ӑна урӑх шӑпӑрлана парса янӑ. Ячӗ вӗсен пӗрешкел пулнӑ. Ватӑскер куҫлӑхсӑрах пынӑ, ҫавӑнпа ачана уйӑрса илеймен. Ют ача ватӑ ҫынпа мӗншӗн лӑпкӑнах кайнӑ? Ӑнланмалла мар. Ют шӑпӑрлана ҫавӑтса килни киле ҫитсен ҫеҫ ҫиеле тухнӑ. Хӗрача йытӑ мӗн ятлине пӗлмен. Унтан пӗчӗкскер кил хуҫи хӗрарӑмӗн косметичкине кӗрсе кайнӑ. Вара тин ватӑ хӗрарӑм сисчӗвленнӗ. Вӑл ачана каялла ача пахчине таксипе илсе кайнӑ. Унта вара ҫав ачана илме килнӗ амӑшӗ тата сехӗрленсе ӳкнӗ воспитательница ларнӑ. Икӗ ен лару-тӑрӑва ҫивӗчлетмесӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ, полицейскисене тӗрӗслев ирттерме ыйтман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |