Хулара
![]() Шупашкарта ШӖМ ҫурчӗ умне палӑк лартӗҫ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Алексей Логинова халаллӗҫ. Нумаях пулмасть ун ятне ҫӗнӗ урама парасси пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Алексей Логинов – Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. Вӑрҫӑччен вӑл шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ, милиционер-счетовод пулнӑ. 1941 ҫулта фронта кайнӑ. Ентешӗмӗр 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Указӗпе ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Палӑка ӑҫта лартассине палӑртнӑ. Ӑна ЧР ШӖМӗпе медсанчаҫ ҫурчӗсен хушшине вырнӑстарӗҫ. Халӗ вара ШӖМ тата Шупашкар хула администрацийӗ палӑк мӗнле пуласси пирки шухӑшлать. Мемориала Полици кунӗ тӗлне – чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ – лартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru cfqnhb сайтри сӑнӳкерчӗк Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пенси ӳсӗмне хӑпартнине хирӗҫлесе акцисем ирттерме палӑртнӑ. Шупашкар та юласшӑн мар. Алексей Навальный политик акци ирттерме заявлени панӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав кун Раҫҫейри 20 хулара яхӑн ҫакнашкал протест тӑвӗҫ. Аса илтерер: Раҫҫейре пенси ӳсӗмне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартма палӑртнӑ. 2028 ҫул тӗлне арҫынсем тивӗҫлӗ канӑва 65 ҫулта тухӗҫ. Хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне пенсие 63-ре кайӗҫ. Ку улшӑну чи малтан 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсене тата 1964 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ хӗрарӑмсене пырса тивӗ. Вӗсем 61-ре тата 56-ра пенсе тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта авариллӗ ҫурта… 20 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Вӑл культура еткерлӗхӗ шутланать. Здани Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 59-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна сутасси пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Малтанхи хак – 20 миллион тенкӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурта приватизацилесси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна II Николай патша пулнӑ чухнех хӑпартнӑ. Вӑл ун чухне хӗрлӗ эрех склачӗ пулнӑ. 2015 ҫулта ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ, кун хыҫҫӑн ҫынсене унтан куҫарнӑ. 2017 ҫулта вара ЧР Культура министерстви ӑна культура еткерлӗхӗн реестрне кӗртнӗ. Ҫав ҫулах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ача пахчине ҫӳретнӗшӗн тӳлев хакланать, ҫакӑ апатлану хакне хӑпартнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех шкулти апатланӑвӑн та хакӗ ӳсет. Унти улшӑну авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Кун пирки паян, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки хутчен шкулти апат хакӗ 2016 ҫулта пысӑкланнӑ, ача пахчисенче тата маларах: 2014 ҫулта. Паян 1-4-мӗш классенче вӗренекен ачисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ 19 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 46 тенкӗ (кӑнтӑрлахи апатшӑн) тӳлет. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 23 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 46 тенкӗ хываҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса кӗҫӗн классем 21 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 54 тенкӗ (кантӑрлахишӗн) тӳлӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 25 тенкӗ, кӑнтӑрла ҫинӗшӗн 60 тенкӗ кӑларса хурӗҫ. Ывӑлӗ-хӗрне ача пахчине ҫӳретнӗшӗн халӗ ашшӗ-амӑшӗ пӗр куншӑн 91,5 тенкӗ тӳлет. Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса хак 23,8 тенкӗ ӳссе 115 тенке ҫитӗ. Ҫак укҫаран 106 тенки апат-ҫимӗҫ туянма кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр ача пахчинче заведующире ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Хайхискер хӑйӗн патне темиҫе ҫынна ӗҫе илнӗ, анчах лешсем хут ҫинче кӑна шутланнӑ. Шалӑвӗ вара заведующие лекнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014-2017 ҫулсенче заведующи пӗлӗшне, кӗрӳшне тата унӑн ашшӗне «ӗҫлеме» илнӗ. Чӑннипе вара вӗсенчен нихӑшӗ те ӗҫе ҫӳремен. Ҫапла майпа заведующи кӗсйине самаях хуланлатнӑ. Ҫак тапхӑрта унӑн енчӗкне 700 пин тенкӗ ытла кӗнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн. Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле. Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ. Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евразири ҫӗршывсен вырӑнти влаҫӗ конгресӗ кӗркунне Шупашкара пуҫтарӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче нумаях пулмасть «Объединенные города и местные власти» (чӑв. Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем) Евразири уйрӑмӗн Хусанти тӗп ҫыруҫи Расих Сагитов пулнӑ. Пӗр кунлӑх визит вӑхӑтӗнче хӑна Шупашкар хула ертӳҫисемпе Евразири ҫӗршывсенчи вырӑнти влаҫсен конгресӗ «На пути к реализации целей устойчивого развития» (чӑв. Ҫирӗп аталанӑвӑн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли ҫул ҫинче ) ятпа пухӑнассине сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара Европӑри тата Раҫҫейри ҫӗршывсенчи ҫӗр ытла мэр кӗркунне пирӗн республикӑн тӗп хулине, Шупашкара, пуҫтарӑнӗ. Шупашкар хулине конгресс ятарлӑ танлаштарӑм ирттернӗ хыҫҫӑн суйласа илнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Дарья Гаврикова тунӑ сӑн Халӑх корреспонденчӗ Дарья Гаврикова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫумӑр час-часах ҫунӑран Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ҫӗр ишӗлет-мӗн. Дарья хӑй унта пурӑнмасть-ха. Ермак урамӗнчи виҫҫӗмӗш лининче унӑн аслашшӗ кун кунлать. Шӑп ҫав вырӑнта ҫӗр ишӗлме пуҫланӑ. «Чылай пайӗ ҫуркунне йӑтӑнса аннӑ, вӗсем хула администрацийӗнчен строительство ҫӳп-ҫапӗ е тӑпра илсе килме ыйтнӑ. Халӗ ҫумӑра пула ҫӗр малалла ишӗлет, ҫитменнине, питӗ хӑвӑрт. Асаттешӗн пӑшӑрханатӑп, унӑн пӳрчӗ таран темиҫе метр кӑна юлнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Дарья. Анчах хальлӗхе никам та хӑнк та туман. Ҫӗр вара малалла йӑтӑнать, ҫынсен пӳрчӗ патне ҫитесси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть «Образцовый детский сад» (чӑв. Тӗслӗхлӗ ача пачхи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта конкурс материалӗсене тӑратнисене тӗнче тетелӗнчи уҫа лапамра хакланӑ. Ҫӗршыври чи лайӑх 1000 ача пахчи шутне пирӗн республикӑри 15 учреждени лекнӗ. Вӗсен хушшинче, пӗр енчен тӗлӗнмелле пек, тепӗр енчен темех мар-тӑр, ялтисем кӑна мар, районтисем те пачах та ҫук. Чӑваш Енрен чи лайӑххисен шутне кӗнисем пурте — хуласенчен. Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийсенчен Раҫҫейри чи лайӑх пин ача пахчинчи шутне пирӗн республикӑран ҫаксем: Шупашкарти 10-мӗш, 11-мӗш, 23-мӗш, 73-мӗш, 78-мӗш, 103-мӗш, 105-мӗш, 112-мӗш, 113-мӗш, 128-мӗш, 134-мӗш, 201-мӗш, 206-мӗш; Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче арҫынна хӗненӗ. Ӳсӗр арҫынсем иртсе пыраканскере тапӑннӑ, лешӗ йывӑр сурансене пула пульницӑна лекнӗ. Арҫын йыттипе уҫӑлса ҫӳренӗ. «Вӑл лавкка умӗнчен иртсе пынӑ чухне ӳсӗр арҫынсем унӑн йыттине курсан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунран шашлӑк тӑвас кӑмӑл пурри пирки каланӑ, йытта вӗсене хӑварма ыйтнӑ. Лешӗ тӑватӑ ураллӑ тусне хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн йытӑ хуҫи ҫине темиҫе арҫын сиксе ӳкнӗ. Вӗсенчен пӗри ӑна тӑн ҫухатичченех тапнӑ. Иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ», — ҫапла каласа панӑ «Про Город» хаҫата Станислав Лукин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫнӑ арҫынсене полицие илсе кайнӑ. Шар курнӑскерӗн тӑванӗсем вара ҫапӑҫӑва курнисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |