Хулара
![]() Шупашкарти «Лента» гипермаркет ҫывӑхӗнчи микрорайонта пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Вӗсем 1 эрне ҫурӑ ӗнтӗ хула ҫывӑхне пынӑ кашкӑрсене сӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кашамансене сӑн ӳкернӗ. Ҫынсем кашкӑрсене бинокольпе пӑхаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашамансем виҫҫӗн, кӑнтӑрла ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Кашкӑрсем унта 1 эрне ҫурӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Шупашкарта кашамансем чӑнах та пур-и? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫеченӗ Николай Косулин ку хыпара тӗрӗслеме шантарнӑ. Ведомство каланӑ тӑрӑх, унччен республикӑн тӗп хулинче кунашкалли пулман. «Ҫыхӑнура» канашлура вара ҫапла пӗлтернӗ: ҫав виҫӗ чӗрчун — кашкӑр мар. Ҫав вырӑнта йытӑ йӗрне ҫеҫ тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ун чухне ҫумра аслисем пулман. Икӗ ҫулти ача йодомаринлӑ 40 эмел ӗҫсе янӑ. Вӑйлах наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Полицейскисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Аслисем асӑрхаман чухне ача эмел ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх, шел те, тӑтӑшах тӗл пулать. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗн тимлӗрех пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() ЧР Культура министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк 1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗлӗ музей куракансемшӗн тата кӑсӑклӑрах пулӗ. Ӗнер унта «В.И.Чапаев музейӗн реэкспозицийӗ» проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игратьев республикӑри профессионал коллективсен пултарулӑх проекчӗсене аталантарма пӑхса хӑварнӑ укҫапа тунӑ. Тупрана Чӑваш Ен хыснинчен пӗлтӗр уйӑрнӑ. Ҫавӑнтанпа музейҫӑсем самай ӗҫ туса ирттерме пултарнӑ. Музейӗн ҫӗнетнӗ экспозицийӗ куракана Пӗрремӗш тӗнче тата граждан вӑрҫисен тапхӑрӗнчи экспонатсемпе паллаштарать. Унта «Мгебров-Изотта-Фраскини» броневика, 1902 ҫулхи проектпа тунӑ 76 миллиметрлӑ тупӑпа (ӑна тепӗр майлӑ «виҫӗдюймовка» теҫҫӗ) тата 1910 ҫулхи проектпа ӑсталанӑ пулемета асӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле республикӑра вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Шӑпах ҫав кун Ҫӗмӗрле хулинче тӗп чӑрӑш, капӑрлатнӑскер, персе аннӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Сергей Прохоров пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ вӑйлӑ ҫиле пула тӳннӗ. «Хулара ҫил питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Чӑрӑша тӗкӗлӗнӗ япала чӑтайман. Юрать, никам та шар курман», — тенӗ Сергей. Чӑрӑша тепӗр кунах, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехет валли, каялла вырнаҫтарнӑ, электричествӑна юсанӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене йӑлтӑр-ялтӑр теттисемпе савӑнтарать. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне раштав уй ӑхӗн 1-мӗшӗнче лартнӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм телевизор пӑхса ларнӑ чухне куҫ ӳкнине, пӑснине сирекен «сиплевҫӗ» пулӑшӑвне асӑрханӑ. Хайхискер нумай шухӑшласа тӑман – шӑнкӑравланӑ. Ҫак шӑнкӑрав ӑна укҫасӑр хӑварасси пирки, ахӑртнех, шухӑшламан вӑл. «Сиплевҫӗсемпе» вӑл телефонпа ҫеҫ калаҫнӑ, куҫпа пачах курман. Сеанссем икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем Шупашкар хӗрарӑмне мӗн тумаллине каласа тӑнӑ. Шӑнкӑрав хыҫҫӑн шӑнкӑрав… Ҫапла майпа хӗрарам 900 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах «сиплевҫӗсем» унӑн пуҫне вӑйлах ҫавӑрнӑ пулмалла – полицейскисене каласа кӑтартсан часрах киле – черетлӗ сеанса – васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахлӑ ЕТКХарпӑр шухӑш
Хулара
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм. Пӑтӑрмахсем пиркиПӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ. Кун чухне мӗн тумалла-ши? тесе банк ӗҫченӗсене шырама кайрӑм. Чирлӗ пулнӑран банкоматра хамӑн карточка юлни пирки шутламарӑм пулас. Ахаль чухне кӗпӗрленсе ҫӳрекенсем темскер ман ума тӗл пулмарӗҫ. Банкомат патне таврӑнтӑм та лешӗ ман укҫа карточкине ҫӑтса та янӑ иккен (ют ҫын аллине ан лектӗр тесе). Хайхи ӑна тавӑрас енӗпе пулӑшу ыйтма кайрӑм — карточкӑна паспортпа ҫеҫ кӑларса парайраҫҫӗ; ПТК ҫине ҫитеймен укҫана вара К. | ||
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкула карантина хупнӑ. Ку йышӑнӑва Роспотребнадзор тунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта ачасем пневмонипе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Халӗ санитарипе эпидемиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев пырать. Шкулта йӗркене пӑснине те тупса палӑртнӑ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнчех унта юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗх те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах Людмила Охотникова директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем вӗренӳ вӑхӑтӗнче пулман. Ачасем ҫук чухне алӑксене улӑштарнӑ, стенасене сӑрланӑ. Специалистсем шкулти сывлӑша тӗрӗсленӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чӳречесем – пластик. Директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку инфекци чирӗсем сарӑласран чӳречесене уҫса пӳлӗмсене уҫӑлтарма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул парни темелле-ши ҫакна — Шупашкарта пурӑнакансен тата хӑнасен автобуспа тата троллейбуспа ҫӳремешкӗн малашне, ахӑртнех, укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ. Хула влаҫӗ халӑх транспорчӗпе усӑ курнӑшӑн хака ӳстересшӗн. Документа ҫирӗплетме кирлӗ ҫӗре тӑратнӑ та иккен. «Троллейбуспа ҫӳренӗшӗн укҫан тата пӗрлехи транспорт карттипе тӳленӗ май хаксене пӗрер тенкӗ хӑпартасшӑн эпир. Уйӑхлӑх ҫӳрев билечӗн хакне вара 50 тенкӗ ӳстересшӗн», — хайхи канашлура ӑнлантарса панӑ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Палӑртса хӑварар, хака ӳстерме Шупашкарти машруткӑсен хуҫисемпе автобуссем тытса тӑракан предприяти ертӳҫисем те каланӑ. Анчах канашлу вӑхӑтӗнче ку тарифсем хӑҫан вӑя кӗрессине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер хула ҫыннисемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Халӑха мӗн пӑшӑрхантарнӑ-ха? Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем лифт мӗнле ӗҫленипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Палӑртмалла: ҫынсем унта Богдан Хмельницкий урамӗнчи авариллӗ ҫуртран куҫнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, управляющи компанийӗ лифта сехетсерен ӗҫлеттернӗшӗн укҫа пухать. Алексей Ладыков ку ыйтӑва тишкерме, сӑнаса тӑма шантарнӑ. Сӑмах май, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас программӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ юпа уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансем валли Богдан Хмельницкий, Париж Коммунин, Магницки, Соляное урамӗсенче ҫӗнӗ кӗтес уйӑрнӑ. Унта 900 ытла ҫемье пурӑнма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑрӑш е конус?Харпӑр шухӑш
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул уявне республикӑн тӗп хуламӑр хатӗрленнине сӑнатӑп та пӗр ыйту ҫуралать: нивушлӗ конус евӗрлӗ япала чӑрӑша ылмаштарма пултарать? Ӑҫта пӑхмастӑн — таҫта та конус евӗрлӗ чӑрӑшсем лартса тухнӑ. Паллах, чӑрӑш йывӑҫҫи конуса аса илтерет. Кӑна хуть те мӗнле вӑрмана кайсан та лайӑх курма пулать. Анчах та чӑрӑш йывӑҫҫин тураттисем пулмалла-ҫке. Унсӑрӑн ӑна йывӑҫ тесе мӗнле калӑн? Ак, сӑмахран, суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи искуственнӑй чӑрӑшах пӑхар. Конус евӗрле-ха ӗнтӗ, анчах та тураттисем курӑннӑран ку япала чӑрӑш мар тесен шухӑш пӗрре те ҫуралмасть. Конусне чӑн та ӑсталама йӳнӗрех ларать пуль. Ҫавах та унашкал конуссен мӗнле те пулин хӑйнеевӗрлӗхӗ пулмаллах. Тӗслӗхрен, Республика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп чӑрӑша илме пулать. Кӳлепи енчен ним пахалӑхӗ те ҫук. Анчах та ӑна чӑваш ҫӑлтӑрӗсемпе ӑсталанӑран вӑл питӗ хӑйне май курӑнать, Шупашкарӑн тӗп чӑрӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе калаймӑн. Тата тепӗр япала — тӗп хуларан чӑн-чӑн чӑрӑшсем ҫухала пуҫларӗҫ. Маларах эп сӑнанӑ тӑрӑх чӑн-чӑн чӑрӑшсене ытларах лартатчӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |