Хулара
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе кӗҫех 73 ҫул ҫитӗ. Республика Аслӑ Ҫӗнтерӗве анлӑн уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи тӳпере салют ялкӑшӗ. Шупашкар хули салют вӗҫтермешкӗн 550 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче «Пултарулӑх хули» АУ пӗлтернӗ закупка вырнаҫтарнӑ. Аукцион пирки ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр виҫӗ кунран сӗнтерӳҫӗ тупӑннӑ та. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ салюта «Пироснаб-Поволжье» йӗркелӗ. Аса илтерер: салют Шупашкарти кӳлмекре ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 22 сехетре пулӗ. Унччен Хӗрлӗ лапамра хула ҫыннисемпе хӑнисем валли «Ҫӗнтерӳ летопиҫӗ» концерт пулӗ. Вӑл 20 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 32-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсен машинине такамсем «Лента», «Бауман урамӗ», «Газопровод» чарӑнура кирпӗчпе пенӗ, «Форд Транзитсен» малти чӳречисене ҫӗмӗрнӗ. Пуҫтахсем маскӑпа пулнӑ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 35 ҫулти усламҫӑ, маршруткӑсене тытса тӑраканскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн полицейскисем ҫак хурахла ӗҫ пуҫаруҫине тата ӗҫе пурнӑҫлакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – 18-33 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Унччен хайхискерсем йӗрке хуралҫисен аллине лекмен. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Прокурор ыйтнипе виҫҫӗшне арестленӗ. Пуҫтахсене пысӑк штраф тӳлеттерме е ирӗксӗр 7 ҫул таран хӑварма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти шкул апатланмӑшӗсенче ирхине тата кӑнтӑрла ҫинӗшӗн ҫитес вӑхӑтрах хаксене хӑпартма пултарасси пирки сас-хура тухнӑ. Кун пирки тӳре-шара уҫҫӑн каламан, анчах асӑрхаттарнӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул апатланмӑшӗсенче хак 2016 ҫултанпа ӳсмен. Паянхи кун 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн — 65 тенкӗ, 5-11-мӗш классем 69 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хаксене ҫак таранччен хӑпартмасӑр тытса тӑма май килнӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ тавара йӳнӗ хакпа курттӑммӑн туяннӑ. Анчах капла пулсан малашне шкул апатланӑвӗн комбиначӗсен тӑкакӗсем тупӑшӗнчен ытларах пулӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, Шупашкарти хаксем, федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуларипе танлаштарсан, чи пӗчӗккисем. Йошкар-Олари шкулсенче ачасем апатланнӑшӑн — 104 тенкӗ, Хусанта — 80 тенкӗ, Самарта — 150 тенкӗ, Саранскра — 97,5 тенкӗ, Чулхулара 146 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта малашне ҫӗнӗ тупӑ курма май пулӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Т-12 танка хулан муниципалитет харпӑрлӑхне панӑ. Демилитаризаци процедури хыҫҫӑн 100 миллиметрлӑ тупӑ республика харпӑрлӑхӗнчен хуланне куҫӗ. Ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинетӗнче алӑ пуснӑ. Ҫар техникине ӑҫта илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Ку тупӑна федераци хыснинчен укҫасӑрах панӑ. Ку хушӑва пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. 18 сехет те 37 минутра Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан ачан алли диван хушшине хӗсӗнсе ларни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкскерӗн аллине хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ адреспа вырнаҫнӑ ҫурта пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Вӗсем ачан аллине диван хушшинчен кӑларнӑ. Тепрехинче ҫӑлавҫӑсем арҫынна пулӑшма васканӑ. Дементьев урамӗнче пурӑнаканскер алӑк уҫма ыйтнӑ. Шалта хӗрарӑм пулнӑ, вӑл пӗр талӑк шӑнкӑравласан та тытман. Ҫӑлавҫӑсем «Умелец» наборӗ пулӑшнипе алӑка уҫнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм тӗпелте урайӗнче выртнӑ. Ӑна тӑма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Кӑмӑлсӑрланмалли ҫинчен. Пӗи икӗ кун каялла 5-мӗш гимнази патӗнчи чарӑнура хӗрача тӑратчӗ. Троллейбус рулӗ умӗнчи каччӑ чарӑнура ашшӗ-амӑшӗн виҫӗ машини ларнине кура сурчӗ те чарӑнмасӑрах иртсе кайрӗ. Хӗрача троллейбус енне алӑ тӑсса тӑрса юлчӗ. Паян вара ҫул-йӗр инспекторӗсен патрулӗ чарӑнура ларакан икӗ джип патӗнчен иртсе кайрӗ. @gibdd121-па пӗрле эпӗ ку ыйту вӗҫне тухӑпах. Анчах ашшӗ-амӑшӗпе мӗн тумалла? Вӑл шкулта пирӗн пуласлӑх вӗренет вӗт...», — тесе ҫырнӑ Инстаграмра Альберт Ильин журналист. Кунта сӑмах Шупашкарти 5-мӗш гимнази умӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать. Ачи-пӑчине шкула ӑсатма тата илме пыракан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен машинине чарӑнура лартса хӑвараҫҫӗ-мӗн. Транспорт вырӑн йышӑнса тухнине пула троллейбуссене чарма хӗсӗнсе юлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр усламҫӑ ҫур миллион тенкӗ парӑмне татман. Анчах унӑн пур-пӗрех тӳлеме тивӗ. Шупашкарти Мускав районӗн суд приставӗсен уйрӑмне 43 ҫулти арҫын пирки ӗҫ производстви килнӗ. Приставсем тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Ҫав арҫыннӑн «Аврора» суту-илӳ центрӗнче суту-илӳ точки пур, ҫавӑнпа приставсем тӳрех унта ҫул тытнӑ. Вӗсем парӑмҫӑн спорт хатӗр-хӗтӗрне – обручсене, баскетболл мечӗкӗсене – арестленӗ. Арестленӗ спорт хатӗрӗсене сутма палӑртнӑ. Ҫапла майпа арҫыннӑн парӑмне татӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ. Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Автозаправка проездӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен комплексне Пӗтӗм Раҫҫейри « Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗрес» общество организацине 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ. Унта ҫынсене пулӑшакан «Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ» центр пулӗ. Ку хушӑва паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унччен ҫав ҫуртра ШӖМӗн вӗренӳ центрӗ пулнӑ, каярахпа Текстильмашпа юнашар вырнаҫнӑскер ведомствӑна кирлӗ мар пулса тухнӑ. Ҫурт комплексне республика харпӑрлӑхне панӑ. Пӗр вӑхӑт унта ИТ-технопарк вырнаҫтарма хӑтланнӑ. Тинех ҫурт комплексӗ хуҫаллӑ пулӗ. Пурлӑх комплексӗ йышне администраци корпусӗ, клуб, склад, пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт, проходной, коммуникаци тытӑмӗсем, 29 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pg21.ru сӑнӗ «Халӑх тӗрӗслевӗн» хастарӗсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Горбунов ертсе пынипе аптекӑсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хастарсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пилӗк аптекӑра пулнӑ, хӑшӗ-пӗринче ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, Мускав проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ аптекӑра эмел таврашӗн Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ переченьне аран шыраса тупнӑ, Ленин проспектӗнчи аптекӑра вӑл электронли ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне «Будь здоров» (Сывӑ пул) аптекӑра «Амоксициллин» антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ. Кунашкал тӗслӗхе Ленин проспектӗнчи «Максавит» аптекӑра та тупса палӑртнӑ. Тепӗр аптекӑра вара сусӑр ҫынсем валли чӗнӳ пускӑчӗ пулман. Палӑртса хӑвармалла, Виктор Горбунов каланӑ тӑрӑх, вӗсем аптекӑсенче антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ тӗслӗхсем пирки чӗнӳ хучӗ ҫырса тивӗҫлӗ органсене ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |