Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта ҫынсем ҫине-ҫине фейерверк вӗҫтернӗ, Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ. Анчах уяв чутах инкекпе вӗҫленмен. Пӗр фейерверк хваттер чӳречине лекнӗ, пушар тухнӑ. Телее, никам та шар курман. Фейерверк 9-мӗш хутри хваттер чӳречине лекнӗ. Ҫулӑм балкона сиенлетнӗ, ытти пӳлӗме те пырса тивнӗ. Уявра ҫуртсен картишӗнче фейерверк янӑ-мӗн. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман, фейерверк чӳреченех пырса тӑрӑннӑ. МЧС асӑрхаттарать: фейерверка ҫуртран 50 метр аякра ямалла. Уяв «ракетисем», шел те, тӑтӑшах балкон ҫине пырса кӗреҫҫӗ, хваттер кантӑкӗсене сиенлетеҫҫӗ. Ҫавна май пушар тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Xage.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта футбол юратакансем валли фан-лапам йӗркелесшӗн. Ҫак шухӑша хула администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе тӗл пулсан каланӑ. Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Ӑна хатӗрленнӗ май Шупашкарта «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Кун валли 133,3 млн тенкӗ тухса кайӗ. «Килес ҫул юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленӗ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн фан-лапамне Шупашкарти Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарасшӑн. Унта лармалли вырӑнсем тата сцена пулӗ. Хальхи вӑхӑтра проектлассипе ӗҫ малалла пырать. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне эсир Атӑлҫи кӳлмекӗнче курма пултарӑр», — тенӗ сити-менеджер. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче Шупашкарта физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене улттӑ уҫнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне —пӗлтӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май чӑрӑш сутас ӗҫ тупӑшлансах пырать. Анчах вӗсен йышӗнче саккуна пӑсса суту-илӳ тӑвакансем те пур. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче чӗрӗ чӑрӑшсене саккуна пӑсса сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх тата Хусанкай урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта чӑрӑш сутакансен ҫакна тума нимӗнле ирӗк те пулман. Полици ӗҫченӗсем вӗсене тӗрӗсленӗ, чӑрӑшсене туртса илнӗ. Пухнӑ тӗрӗслев материалӗсене административлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем 13 вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта «Амазони» парк ӗҫлеме пуҫланӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм вырӑнне хурса ӑна хаваслӑн уҫнӑ: елкӑпа, юрӑ-ташӑпа, коньки ҫине тӑрса, ҫулӑм шоу ирттерсе, дискотекӑпа. Шупашкарти ҫав парка уҫнине Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви паян хыпарланӑ. Шупашкара 500 ҫул парк вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ ҫак кану вырӑнне йӗркелессипе темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлеҫҫӗ. Парка темиҫе зонӑна пайланӑ: Хӗл Мучи резиденцийӗ, 6 пин тӑваткал метрлӑ каток, апатлану зони, сцена тата ҫынсене уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн. Ун пек пысӑк каток пирӗн республикӑра тек ҫук та иккен. Унӑн пӗр пайӗ — коньки ҫине тӑма вӗренекенсем валли, тепри — ярӑнма пӗлекенсем валли. Ӗнертенпе пуҫласа кӑрлачӑн 7-мӗшӗ таран парк ӗҫ кунӗсенчи ирхи 11 сехетрен пуҫласа каҫхи 11-ччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула ҫыннисемпе хӑнисене канма меллӗ туса парассипе ҫулсеренех тӑрӑшать. Халӗ тата Атӑл ҫыранӗ хӗррипе йытӑ кӳлнӗ ҫунапа ярӑнма пулать. Ку хыпара хула администрацийӗнче сумлӑ пукан йышӑнакан Алла Салаева Инстаграмра пӗлтернӗ. «Ярӑнмалли йытӑсем пулӑшнипе географин ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫнӑ тата ҫын Арктикӑпа усӑ курма пуҫланӑ. Икӗ полюса та лаша ҫунипе ҫитнӗ: Кук, Р. Пири — Ҫурҫӗр полюса, Амундсен Норвегин ялавне Кӑнтӑр полюсра вырнаҫтарнӑ», — тесе ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗн тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева. Хыпара «#чебоксарылучшийгород» (чӑв. Шупашкар чи лайӑх хула тесе куҫать) хэштегпа (акӑлчанларан куҫарсан решеткепе паллӑ тунине пӗлтерет) палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр Пикесен, юмахри сӑнарсен парачӗ иртнӗ. Хула администрацийӗн порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 2000 ытла ҫын костюмсем тӑхӑнса тухнӑ. Хӗл Мучисем, Юр Пикесем, юмахри сӑнарсем «Химик» культура керменӗ патӗнчен Собор лапамӗ таран утнӑ. Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсене тӑхӑннӑ ҫынсем иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, уяв кӑмӑлне хӑпартнӑ. Парада хутшӑннисен йышӗнче вӗренӳ организацийӗсен элчисем, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗн тӗп сӑнарне – Собор лапамӗнчи чӑрӑша – савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Юлашкинчен «Чи лайӑх Хӗл Мучи», «Чи лайӑх Юр Пике», «Юмахри чи лайӑх сӑнар» номинацисенче чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр хӗр троллейбуса кӗме тӑнӑ та ӑна ток ҫапнӑ. Вӑл «Гремячево» чарӑнура 6-мӗш троллейбуса ларасшӑн пулнӑ. «Про Город» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Олеся пӗрремӗш картлашка ҫине пуснӑ кӑна – вӑл каялла вирхӗнсе кайнӑ. Хӗр асфальт ҫине ӳкнӗ. Олеся вӑйлӑ чӗтренӗ, калаҫайман та. Ӑна икӗ ҫамрӑк ҫын пулӑшнӑ. Троллейбус водителӗ тухнӑ та: «Васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле-и?» - тесе ыйтнӑ. Шӑнкӑравлакан пуррине курсан каялла ларнӑ та транспорта тапратнӑ. Хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта пӗр талӑк выртнӑ. Олеся юристран пулӑшу ыйтасшӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн. Троллейбус управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Студентсен сесси хӗрсех пырать. Зачетсем, экзаменсем… Ахӑртнех, нумайӑшӗ ку тапхӑрта канлӗхне ҫухатнӑ. Теприсем, тен, нервисене лӑплантараймаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти «Студентсен хули» чарӑнура темӗнле ҫын И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори вӗрентекенне тапӑннӑ. Хайхискер ӑнсӑртран чупса пынӑ та 30 ҫулти арҫынна ҫурӑмӗнче икӗ хутчен кӗрслеттернӗ. Тапӑннӑ ҫын питне шарфпа хупланӑ. Хӑй 170-175 сантиметр ҫӳллӗш. Полицейскисем тӗрех «Квадрат» планпа ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах преподавателе тапӑннӑ ҫынна тупайман. Вӗрентекене пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ. Кун пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарта пурӑнакансемпе ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, тӗл пулсан пӗлтернӗ. Официаллӑ хыпар тӑрӑх, 1100 вырӑнлӑ шкул ҫуртне хӑпартма хула администрацийӗ «Старатель» строительство компанипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн предприятин вӗренӳ учрежденине Атӑлҫи бульварӗнче 711 миллион тенкӗпе хӑпартмалла. Ӗҫе 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле. Ҫак тапхӑрта строительсен вӗренӳ тата физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли корпусӗсене хӑпартмалла, стадионпа спорт лапамӗсене хӑтлӑлатмалла. Палӑртса хӑварар, унсӑр пуҫне, сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари «Сад» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче те шкулсем хӑпартма проектсем туса пӗтернӗ. Вӗсене ҫитес ҫул тума пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑрлач уйӑхӗнче каллех троллейбуссен маршрутне пырса тивекен улшӑну пулӗ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен 14-мӗш тата 16-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пӗрлештересшӗн. 9-мӗш троллейбуса вара унчченхи пекех ҫӳреттересшӗн. Ҫӗнӗ маршрут «14-мӗш» пулӗ. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫыхӑнтарӗ, «Маштехникум» таран кайӗ. Университетран тухса виҫӗ кӗпер урлӑ каҫӗ, унтан Мир проспекчӗпе, Эгер бульварӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе кайӗ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен 9-мӗш троллейбус унчченхи ҫулпах ҫӳреме пуҫлӗ. Аса илтерер: унӑн маршрутне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче улӑштарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |