|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти управляющи компанийӗсене тата вӗсен ӗҫченӗсене административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн штрафланӑ. ЧР влаҫӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫаксем йӗркене пӑснӑшӑн штраф тӳленӗ: • «Сфера» УКн тӗп инженерне 4 пин тенкӗлӗх; • «Атӑл» УКн техника учасмтокӗн мастерне - асӑрхаттару; • «Чапаевец» мастерне 4 000 тенкӗлӗх; • «Чистый город» директорне 4 000 тенкӗлӗх; • «Прогресс» текхника участокӗн мастерне 4 000 тенкӗлӗх; • «Атӑл» пуҫлӑхне 4 000 тенкӗлӗх; • «Монолитсервис» тӗп инженерне 500 тенкӗлӗх; • «Мирный 1» тӗп инженерне 4 000 тенкӗлӗх; • «УКС треста 5» 150 000 тенкӗлӗх.; • «ЖЭУ» Байконур-Чебоксары» 5 000 тенкӗлӗх; • «Наш дом» УК 5 000 тенкӗлӗх; • «Реал-Люкс» 50 000 тенкӗлӗх; • «Мирный 1» — асӑрхаттару. Ҫак компанисем ҫуртсене тивӗҫлипе пӑхса тӑманшӑн, юсаманшӑн явап тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канаш районӗнчи Сухайкассинче пурӑнакан Матвеевсем кӗҫех пысӑк та хӑтлӑ ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьен пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланать. Икӗ хутлӑ ҫурта «ПМК-400» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ хӑпартнӑ. Пӳлӗмсене хӑтлӑлатнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, линолеум сарнӑ. Ваннӑй та, туалет та пур. Йӑлтах — пӳртре. Матвеевсен савӑнса пурӑн кӑна. Пӳрт 85,4 тӑваткал метр. Унта пилӗк ачаллӑ Матвеевсене хӗсӗк пулмӗ. Вӗсем тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Матвеевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине кӗҫех илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ 32 ҫурта юсамӗҫ. Капла йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Правительстви йышӑннӑ-йышӑннах. Аса илтеретпӗр, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ пулнӑ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнине Чӑвӑш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. 2015—2016-мӗш ҫулсенче юсама йышӑннӑ ҫуртсен кӗске вӑхӑтлӑх программӑран ӗнер Правительствӑн йышӑнӑвӗпе хайхи 32 ҫурта кӑларма йышӑннӑ. Капла тума тӳре-шара ҫынсем хӑйсем хирӗҫ пулнӑран килӗшнӗ. Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Ятарлӑ йышӑну тӑвиччен Михаил Игнатьев Элтепер муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкар районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта пӗр арҫын шар курнӑ: пулӑшу ыйтса кӑшкӑраканскере ҫынсем илтнӗ. Инкеке лекнӗскере васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна маска тӑхӑнтартса илсе аннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, рабочисенчен пӗри пирус туртнӑ, ҫавӑн чухне ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кӳкеҫре юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑпарса ларчӗҫ. Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав лапамра маларах уйрӑм ҫынсем валли кӑна ҫӗр уйӑрнӑччӗ. Ҫакна районшӑн яваплисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗр ишӗлсе пынипе сӑлтавлатчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте эрозие хирӗҫ ятарлӑ мероприятисем те ирттернӗччӗ. Вӑхӑт иртсен Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнче тӑхӑр хутлӑ панель тата кирпӗч ҫуртсем хӑпартма тытӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнӑ. Хуҫисем хирӗҫҫине кура вӗсене 2015—2016-мӗш ҫулсенчи республика программинчен кӑларнӑ. Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнине кура республикӑн Стройминӗ вӗсен кӗмӗлне списокри ытти ҫурта юсама уйӑрма сӗннӗ. Ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Строительство министерствин пайташӗ каланине Михаил Игнатьев Элтепер ӗненмесӗртерех йышӑннӑ. Тен, пурте килӗшмен-ха. Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ ертӳҫи те алӑ пуснисене тӗрӗслемен тесе пӗлтернӗ. Ҫиччӗ виҫ те пӗр кас тенешкел, укҫана ытти ҫурт валли куҫариччен муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() 2017 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫа виҫи ӳсет. Кун пирки ЧР Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Правительствинче ку ыйту тавра калаҫнӑ. Ларура тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫана ӳстерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн саккунпа килӗшӳллӗн пӗр тӑваткал метршӑн 6,08 тенкӗ тӳлемелле. Аса илтерер: халӗ нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 5,8 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен. Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫлани, ӑна аварриллисен йышне кӗртсе ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартни пирки пӗрре мар хыпарланӑччӗ. Ҫак ҫурт пирки каллех калаҫнӑ. Ҫынсене хальхинче тата мӗн пӑшӑрхантарать? Унта пурӑнма куҫакансене ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие мӗнле хӑтлӑлатни канӑҫсӑрлантарать-мӗн. Унта парковка валли вырӑн пулӗ-и? «ГУКС» АО директорӗ Юрий Агеев каланӑ тӑрӑх, проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнпур требованипе килӗшсе тӑрать. Ҫав шутра ун ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатас ыйтӑва тата ыттине шута илнӗ. Ку ҫурта ҫитес ҫулхи 3-мӗш кварталта туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 153 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ. Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех. Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать. Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех. Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Экспертсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑх хальхи пек тахҫанах йӳнӗ пулман. Чӑвашстат хваттерсемпе пӳлӗмсен вӑтам хакне шутласа кӑларнӑ. Кӑтартусем – 2016 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтисем. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртри пӗр тӑваткал метрӗ 38321 тенкӗ тӑрать. Иккӗмеш рынокра вара пӗр тӑваткал метра 39784 тенкӗпе илме пулать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртри вӑтам пахалӑхлӑ хваттерте пӗр тӑваткал метршӑн 35159 тенкӗ кӑларса хумалла. Лайӑх пахалӑхлинче вара – 41884 тенкӗ. Элита ҫуртсенче вара пӗр тӑваткал метр хаклӑрах: 45882 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
