Хулара
![]() Тин кӑна Шупашкарта «Афанасьев урамӗ» чарӑнӑва куҫарчӗҫ. Халӗ тепӗр чарӑнӑва кунашкал шӑпа кӗтет. Эгер бульварӗпе Ленин Комсомолӗн урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пӑкӑ яланах пухӑнать. Ҫавна май «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ енчи чарӑнӑва 50 метр куҫарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Хевешски урамӗ» чарӑну ҫывӑхнерех пулӗ. Унччен чарӑну ҫул хӗресленекен вырӑна ҫитиччен пулнӑ. Ку пассажирсемшӗн те, водительсемшӗн те меллӗ марччӗ. Ҫавна май унта яланах пӑкӑ пулнӑ. Ҫав вырӑнта ҫуран ҫӳрекенсем ҫула юраман ҫӗрте каҫнине те палӑртмалла. Чылайӑшӗ светофор патнелле утасшӑн мар. Ку та чарӑнӑва кӑштах куҫарма хӗтӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ. Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ларура 3 асӑрхаттару пулнӑ, 13 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 6200 тенкӗлӗх. Йӗркене пӑсни ҫук тесе 2 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, тепӗр 2 ӗҫе тӗплӗнрех пӑхса тухма янӑ. 2 ҫамрӑка профилактика шутне тӑратма йышӑннӑ. 4 ҫамрӑкпа тата япӑх лару-тӑрури 5 ҫемьепе (вӗсенче 8 ача ӳсет) профилактика ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ. Лару пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 6 ҫамрӑка тата 2 ашшӗ-амӑшне тухтӑр нарколог патӗнче сипленме янӑ. Вӗсенчен 1 ҫамрӑкӗ унта пӗрремӗш хут каймасть. Пӗр ачан ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарасси пирки каланӑ, ку тӗлӗшпе документсем пухма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Мускав проспектӗнче общество транспорчӗн чарӑнӑвне куҫарнӑ. Малашне «Афанасьев урамӗ» чарӑну И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хими факультечӗн корпусӗ патнерех пулӗ. Ҫакна мӗн тӗллевпе тунӑ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнӑва куҫарни «час пик» вӑхӑтра пӑкӑран хӑтӑлма пулӑшӗ. Тата акӑ мӗн интереслӗ: иртне ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче «Афанасьев урамӗ» шӑпах ҫав вырӑнта пулнӑ-мӗн. Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ маршрутчиксене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреме ыйтать. Астӑвӑр: ҫынсене чарӑнура ҫеҫ антарса хӑварма юрать. Ку йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчинче ҫамрӑк экологсен чӑн-чӑн лабораторийӗ уҫӑлнӑ. Ӑна хӑтлама «Чебурашка» ача пахчине Шупашкар ГЭСӗн ертӳлӗхӗ пулӑшнӑ. ГЭС сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, гидроэнергетиксем ача пахинчи лаборатори валли тӗрлӗ объективлӑ, видеокамерӑллӑ тата проекторлӑ хальхи йышши ултӑ микроскоп, ҫутҫанталӑка тухса ӗҫлемешкӗн портативлӑ микроскоп туянса панӑ. Унсӑр пуҫне ӑслӑлӑх ӗҫне хӑнӑхма май паракан инструментсен пуххине, телескоп, бинокль тата лупӑсем панӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирвайхи кунах лабораторире паллашу-хӑнӑху урокӗ иртнӗ, ун вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачасем тӗрлӗ приборпа паллашнӑ, ӳсен-тӑрантан шӗвек хатӗрлеме хӑнӑхнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пирвайхи занятиех питӗ килӗшнӗ, вӗсем курӑк клеткисене хавхаланса тӗпченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнчи ҫырма ҫынсене пӑшӑрхантарать. Вӑл 50 метр тӑршшӗ, 15 метр тарӑнӑш. Шупашкарта пурӑнакан Сергей Сергеев ача чухне иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ку тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑннӑ. Кӑҫал хӗлле унта килнӗ те тӗлӗнсех кайнӑ: ҫырма пулса тӑнӑ. Ку ҫырма «Ярмӑрккӑ» пасар еннелле тӑсӑлать. Унта пӑрӑх пур, унран лайӑх мар шӑршӑллӑ шыв юхса тухать. Ҫав шыв Трусиха юханшыва лекет. Ҫырма йӑтӑннӑран пӑрӑх ҫӗмӗрӗлсе пырать. Ҫырма ҫумӗнчи уҫӑ люк та ҫынсене шиклентерет. Ку лаптӑк «Сад» хуҫалӑхӑн-мӗн. Унта тытнӑ карта Лакрей вӑрманӗн мар. Пӑрӑхӗ камӑн? Паллӑ мар-ха. Прокуратура «Сад» хуҫалӑх тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ҫырмана ҫирӗплетме ыйтнӑ. Лакрей вӑрманӗн ӗҫченӗсем ҫырмапа ҫумӑн асӑрхаттару палли лартнӑ, хӑю карса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑвана пысӑклатасшӑн. Администраци куншӑн 1,9 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫавӑнпа аукцион ирттересшӗн. Ҫӗнтерӳҫине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫсене 60 кунра вӗҫлемелле. Ҫӑва хӑш еннелле тӑсӑласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ҫакна документра палӑртман. Ҫӗнӗ лаптӑка карта тытса ҫавӑрӗҫ, 600 тӑваткал метра асфальт сарӗҫ, 829 йывӑҫа касӗҫ, 828 тункатана тӑпӑлтарма тивӗ. Тӗлӗнмелле, 1 тунката юлӗ. Унпа мӗн тӑвӗҫ-ши? Паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫӑва пур. Киввисем ТБО полигон тата Химпром» хушшинче, Липово ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗнни – «Химпромран» хӗвеланӑҫ еннерех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хӗл ҫывхарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара Атӑл хӗррине хӗрсе кайсах хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ӑна муниципалитетри ятарлӑ программӑпа хута яраҫҫӗ. Ӗҫсене Винокуров урамӗнчен пуҫласа Женя Крутова урамӗ еннелле пурнӑҫлӗҫ. Кӑҫал 360 метр лаптӑка хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 3 метр сарлакӑш тротуара, виҫӗ лапама, саксемлӗ ҫичӗ вырӑна тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутӑсем, ливневкӑсем вырнаҫтарӗҫ. Строительство компанийӗ ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе 13 747 744,89 тенкелӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗррине ҫитсен кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Унта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни унӑн кӑмӑлне кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта транспорт реформине ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Улшӑнусене 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хӑш-пӗр улшӑну пулнӑ ӗнтӗ. 34-мӗш тата 36-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫланӑ. Шупашкарти маршрут карттине Питӗрти ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институчӗ тишкерсе ҫӗннине хатӗрленӗ. Ҫапла майпа пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене чакарасшӑн, ҫынсене ытларах троллейбуспа ҫӳреттересшӗн. 15 пассажир автобусӗ маршрутне улӑштарнӑ ӗнтӗ: 7-мӗш (Воробьев композиторсен, Ярославль, Сергий Радонежский, Калинин, Текстильщтксен, Энергетиксен урамӗсемпе те кайӗ), 12-мӗш (Воробьев композиторсен, Калинин, Николаев, Энгельс урамӗсем хушанӗҫ), 20-мӗш (Яковлев проспекчӗ, Ашмарина, Орлов, Айзман урамӗсем, Канаш ҫулӗ, Аш-какай комбиначӗ), 22-мӗш (Никольски проспекчӗ, Гухзовский урамӗ, Горький проспекчӗ, Шупашкар: 500 ҫул урам), 26-мӗш ("Финская долина" микрорайона кӗмӗ), 30-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Гагарин, Фучик, урамӗсем, Айхи проспекчӗ, Хмельницкий урамӗ, Улатӑр ҫуле хушӑнӗҫ), 32-мӗш (Университет урамӗпе Чантӑра ҫитӗ), 33-мӗш (Фучик урамӗпе, Президент бульварӗпе, Гладков урамӗпе те кайӗ), 35-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Ярославль, Воробьев композиторсен урамӗпе кайӗ), 41-мӗш (Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Машиностроительсен, Гремячево, Соляное проезчӗсемпе ҫӳрӗ), 44-мӗш (Мускав, Никольски проспекчӗсемпе, Граждан, Чернышевски урамӗсемпе ҫулӗ тӑсӑлӗ, "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 46-мӗш (Яковлев проспекчӗпе, Гладков урамӗпе, Президент бульварӗпе, Фучик урамӗпе малалла кайӗ), 47-мӗш (Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Яковлев проспекчӗпе кайса "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 52-мӗш (Университет урамӗпе, Етӗрне ҫулӗпе Заовражныйне ҫитӗ), 54-мӗш (Мускав проспекчӗпе, Пирогов, Шупашкар: 500 ҫул, Уруков, Савут, Пирогов урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе "Радужный" микрорайона кӗрӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 2008 ҫулта Ижевск «Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка» иртнӗ. Ҫак мероприятие ирттересси унтанпа йӑлана кӗнӗ, халь унта 14 ҫӗршыв хутшӑнать. Шупашкарта иртекен ярмӑрккана Раҫҫейри 70 предприяти хутшӑнӗ. Унта Каспи сельдне, пичкере тӑварланине, вӑлча, Якути пуллине илсе килӗҫ. Ярмӑрккана килекенсем аш-какай, вырӑс кӑмакинче пӗҫернӗ хур, аҫтӑрхан майӑрӗпе хатӗрленӗ кролик, пӑши какайӗнчен тунӑ кӑлпасси тата ытти ҫимӗҫе тутанма пултарӗҫ. Абхазири, Беларуҫри шурӑ сыра, Сербири ҫырлапа кӑмпана, техӗмлӗ чей, пыл, мӑйӑр таврашӗ те туянма май пулӗ. Ҫимеллисӗр пуҫне тумсем те пулӗҫ. Ярмӑркка «Мегастрой» гипермаркет умӗнче юпа уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |