Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Алексей Каныгин хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫеҫ ҫӳрессине каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, ҫӗнӗ йӗрке ҫине троллебуссем юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех куҫнӑ иккен. Чӑваш машиностроителӗсем каҫхи троллейбуссене хӑварасшӑн. Раҫҫейӗн машина тӑвакансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ку ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗн тата троллейбус управленийӗн пайташӗсемпе канашлу ирттерме йышӑннӑ. «Трактор савучӗсем» концернӑн ӗҫченӗсем каҫхи троллейбуссене ҫӳреттерменнине хирӗҫ иккен. Ҫапла туни вӗсене каҫхине ӗҫрен тухсан киле кайма кансӗр иккен. Лару-тӑрӑва предприяти пайташӗсем малашне сӑнаса тӑрасса пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне паян хыпарланӑ. |
Хулара
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫей паспортне илес тесе присяга тытмалла. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене паспорт тыттараҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫыннисем пӗрремӗш хут присяга тытса Раҫҫей паспортне илнӗ. Вӗсене малтан ҫапла калаттарнӑ: «Эпӗ хамӑн ирӗкпе тата ӑнланса Раҫҫей Федерацийӗн гражданствине илетӗп. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата саккунне, унӑн гражданинӗсен ирӗкӗпе прависене пӑхӑнма тупа тӑватӑп». Ку мероприяти ЧР ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленинче иртнӗ. Ют ҫӗршывран килнӗ 20 ҫын Раҫҫейри культурӑпа йӑла-йӗркене хисеплеме тупа туса присяга вуланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен документсем пуҫтарса памалла. Присяга тытма килӗшменнисене гражданство памаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс иртнӗ. Ҫав кунах ӑна пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Хальхинче конкурс хулари таврапӗлӳпе истори музейӗн хӑтлӑ залӗнче иртнӗ. Унта пухӑннисен умне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗсем Наталия Добрянская тата Андрей Семенов тухса калаҫнӑ. Пултаруллӑ ҫемьесене тӗрлӗ номинацире чысланӑ. Ҫапах хула конкурсӗнче Мясниковсене ҫитекенни пулман. Палӑртса хӑвармалла, Александр Владимировичпа Ольга Анатольевна икӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ, Станислав — 15 ҫулта, Семен — 7-ре. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чысне вӗсем Амӑшӗн кунӗ умӗн Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — Кузнецовсен ҫемйи — Мясниковсене унта ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта троллейбуса такам пӑшалтан пени пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫак ӗҫе кам тума пултарнине шыратчӗҫ. Ҫав ҫынна шыраса тупнӑ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 7 сехет те 45 минутра «Вырӑс драма театрӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫывӑхӗнче пӗр машинӑран такам 19-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса пенӗ. Транспортӑн чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсене урӑх троллейбуса куҫарнӑ. Транспорта вара депона илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра иртсе кайнӑ пур машинӑна та палӑртнӑ, тӗрӗсленӗ. Шурӑ тӗслӗ «Шевроле-Круз» йӗрке хуралҫисене иккӗлентернӗ. Халӗ ҫамрӑксен пӗр ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, пур. Следстви шухӑшӗпе, шӑпах вӑл троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ. Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать. Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрарӑм килте ача ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче тепӗр пепке ҫапла майпа ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тин кӑна ҫуралнӑ ачана Ленин районӗнчи ЗАГСра регистрациленӗ. Пепке ӑнсӑртран килте ҫут тӗнчене килмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫамрӑк ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен хута илмешкӗн ЗАГСА килнӗ. Пепке чӑнах та килте ҫут тӗнчене килнине ҫирӗплетме кӳнтелен те ҫитнӗ. Сӑмах май, кӑҫал пиллӗкмӗш хӗрарӑм ачине килте ҫуратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Хальхинче вӑл электроэнергипе парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Владимир Иванов троллейбус управленине Шупашкар хула администрацине пулӑшма чӗнсе каланӑ, мӗншӗн тесен транспорт предприятийӗ муниципалитетӑн-ҫке. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян ирттернӗ планеркӑра троллейбус управленийӗн ертӳҫисене хытах ятланӑ, ӗҫрен кӑларса ярассипе те хӑратнӑ. Алексей Ладыков мэра ӑнланма та пулать. Хула администрацийӗн хыснинчен маларах 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӑл укҫана электроэнерги парӑмне татма панӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепре парӑм пухса янӑ. Алексей Ладыков лару-тӑрӑва юпа уйӑхӗнче йӗркелемеллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анастасия Хронько тунӑ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ службӑсем «Тетерин Фильм» кинотеатра ҫавӑрса илнӗ. Вӗсем Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ ҫурта 10 сехет ҫурӑра персе ҫитнӗ. Залри ҫынсене тӳрех эвакуациленӗ. Ҫав вӑхӑтра кинотеатра пушарнӑйсемпе полици ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ вара унта? ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинотеатрта хуҫасӑр выртакан япалана асӑрханӑ. Ятарлӑ служба ӑна тӗрӗсленӗ. Вӑл нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратман. Кинотеатр ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, ҫакна «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ пулнӑ ҫынсем хӑтланма пултарнӑ. Вӗсем унччен электронлӑ почтӑна та тапӑннӑ. Кинотеатр «Матильда» кинофильма пур-пӗрех кӑтартӗ. Ҫак пӑтӑрмахран шар курнисене вӗсем кинотеатра килмешкӗн йыхрав хучӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Ку ирхине 7 сехет те 45 минутра пулнӑ. 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура пынӑ. Унччен те пулман — пассажирсем пӑшалтан пенӗ сасӑ илтнӗ. Ҫав вӑхӑтра машина хӑвӑрт иртсе кайнӑ. Троллейбусӑн икӗ чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, пассажирсем суранланман. Троллейбус чарӑннӑ. Салонри ҫынсем тухнӑ, транспорта вара депона илсе кайнӑ. «Про Город» хаҫатӑн сайтӗнче ҫынсем ку хыпара хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе маршрутка водителӗ тунӑ. Хальлӗхе ҫакна официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Ку ӗҫе уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Анне палӑкӗ хыҫӗнче ҫӗнӗ микрорайон пулӗ. Унӑн планне юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне ҫак ларурах хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫурт хӑпартма ирӗк панӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, Анне монуменчӗ хыҫӗнчи лаптӑкра микрорайон хӑтласси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех халӑх итлевӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем ку тӑрӑхра ача пахчинче тата шкулта вырӑн шутне ӳстерме ыйтнӑ. Ҫапла вара хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ҫак эрнере иртнӗ ларӑвӗнче 20 тата 48 вырӑнлӑ икӗ ача пахчи тата 385 вӗренекен валлилӗх шкул тӑвасси пирки калаҫнӑ. Шумилов урамӗнчи пурӑнмалли ҫурт вара 9 хутлӑ, 2 подъездлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |