Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫак кунсенче 15,5 тонна ҫӳп-ҫап илсе тухнӑ. Ун чухлӗ ӑпӑр-тапӑр ӑҫтан пухӑннӑ-ха? Хуларан ҫӳп-ҫапа икӗ эрне илсе тухман-мӗн. Айӑпӗ — «ЖКХ» управляющи компанийӗнче. Вӑл пысӑк парӑмсене пула авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ҫӳп-ҫап илсе тухма пӑрахнӑ. Икӗ эрнере ҫав управляющи компанийӗ пӑхса тӑракан картишсем свалкӑна ҫаврӑнма пуҫланӑ. Ҫӳп-ҫапа КамАЗпа тата трактор урапипе турттараҫҫӗ. Ӑпар-тапӑра 20 коммуналлӑ службӑн ҫирӗм ытла ӗҫченӗ тиеҫҫӗ. Хулара пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа полигона илсе тухнӑ. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухас ӗҫ малалла пырать-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексне хирӗҫ общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ туса хунӑ. Унтанпа вӑхӑт самаях иртнӗ, анчах ҫынсем халӗ те унта анса юлаймаҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта «Чарӑнма юрамасть» паллӑ ларать. Общество транспорчӗн пӗр водителӗ те унта пассажирсене антарса хӑвармасть. Тепӗр чарӑну вара суту-илӳ комплексӗнчен самаях аякра вырнаҫнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн транспортпа тивӗҫтерекен тата ҫухӑну пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ тӑрӑх, архитектура пайӗ чарӑнӑва ят парасса кӗтеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ӗҫлеме пуҫлать-мӗн. Тӗп архитектор Вениамин Мамуткин вара кунпа килӗшмест. Унӑн шухӑшӗпе, чарӑнӑва ят париччен кӗтмелле мар. Ҫын та ятсӑр ҫуралать вӗт. Ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнӑва ят парасси пирки комисси пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑмӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин медалӗсемпе орденӗсене вӑрланӑ. Ӑна унӑн тӑванех йӑкӑртнӑ. 63 ҫулти хӗрарӑм медальсемпе орденсем ҫухалсан полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл хваттерте упранӑ. Медальсемпе орденсем пирки пӗрле хваттерте пурӑнакан тӑванӗсем ҫеҫ пӗлнӗ. Полици вӑрӑ йӗрӗ ҫине тӳрех ӳкнӗ. Хаклӑ япаласене тӑванӗн хӗрӗ ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑрланӑ-мӗн. Хайхискер пӗр медальне Шупашкарти пӗр пасарта сутнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав медале шыраҫҫӗ. Ыттисене хуҫине тавӑрса панӑ ӗнтӗ. Ватӑ хӗрарӑмӑн тӑванӗн хӗрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Соляное» микрорайона «Чӑвашавтотранс» предприятин 24-мӗш номерлӗ автобусӗсем ҫӳренине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл маршрут сайра-хутра хутланӑран автобуса кӗтсе илме питех те хӗн. Ҫавна кура ҫынсен ирӗксӗрех альтернативлӑ транспорт: маршрут ГАЗелӗ, троллейбус, питех васкасан такси — шырама тиветчӗ. Ирпе тата каҫпа, халӑх ӗҫе васканӑ самантра, 24-мӗш автобуса малашне кашни 15 минутра ҫӳретме шантараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер хыпарланӑ. 24-мӗш маршрут Шупашкарти «Хулаҫум» вокзалтан «Элеватор» чарӑнӑва ҫитет. Унта вӑл Николаев урамӗпе иртсе «Энергозапчасть» чарӑну патӗнчен каять. Каялла та автобус маршручӗ ҫав ҫулпах иртет. «Соляное» микрорайонпа ҫыхӑнтаракан маршрут вӑл тӑрӑхрисемшӗн тинех меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, Ӗҫлев министерствин элчисем тӗл пулса калаҫнӑ, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене мӗнле пулӑшма май пуррине сӳтсе явнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта Шупашкар-Чӑваш епархийӗн социаллӑ служени тата чиркӳ ыркӑмӑллӑхӗн пайӗн ҫумӗнче нушана лекнисене пулӑшакан ушкӑн ӗҫлет. Волонтерсем килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Малашне чиркӳ килсӗррисене официаллӑ мелпе пулӑшӗ. Вӗсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну йӗркелекен, документсене тума пулӑшакан коратор та тӑвасшӑн. Сӑмах май, халӗ Шупашкарта Социаллӑ адаптаци центрӗ ӗҫлет. Унта килсӗр-ҫуртсӑррисене ҫитереҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, тӑхӑнтартаҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшаҫҫӗ. Анчах унта 30 кунран ытларах пулма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки постановление алӑ пуснӑччӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 34-мӗш, 49-мӗш тата 65-мӗш маршруткӑсене ҫӳреме чармалла пулнӑ, ытти рейс ҫинче машинӑсен хисепне чакарма палӑртнӑ. Анчах перевозчиксемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ татма май пулни ҫиеле тухнӑ. Халӗ Алексей Ладыков хӑш-пӗр маршрута хупассине пӑрахӑҫлани пирки постановление алӑ пуснӑ. Кун пирки хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Администраци маршрутчиксене судра выляса янине те палӑртмалла. Арбитраж сучӗ 60-мӗш тата 60-мӗш «К» маршрутсен лицензине тӑсма хирӗҫлени саккуна пӑсни тесе ҫирӗплетнӗ. Мэри ку йышӑнӑва пӗрех тӗрӗс мар тесе ыйту ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫемьене ачана усрава илме ӗмӗтленекен мӑшӑрсене «Малюткӑна» пырса курма чӗнеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехетре унта уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӳҫӗсем ачана ҫемьене илме мӗнле хатӗрленмелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне ытти ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ. Специалистсен шухӑшӗпе, уҫӑ алӑксен кунне йӗркелени усӑ парать. Кунашкал мероприяти ҫынсене ҫакнашкал учреждени пирки ытларах пӗлме, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ачасемпе лайӑхрах паллашма парать. Ҫемьесене ҫак адреспа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Эппин, ӑна кашниех сӗнме пултарать. Чи лайӑх ятсене сасӑлава лартӗҫ. Сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑна ямалла: nik6540526@gmail.com. Кун хыҫҫӑн чи лайӑх ятсене суйлӗҫ, вара тин электронлӑ сасӑлав иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парка ҫитес ҫул хӑтлӑлатма тытӑнӗҫ. Хальлӗхе сасӑлав валли ятсем суйлаҫҫӗ. Аса илтерер: парк ҫывӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн А.В.Кочетовӑн чӑваш кадет корпусӗ пулӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, унта фонтансем, аллея, тротуарсем, велоҫулсем, ачасен вылямалли хули, скульптурӑсем пулмалла. Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 150 миллион тенке яхӑн кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ. Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ. Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |