Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -24.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫын ӗҫ вырӑнӗнче суранланнӑ. Унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Куншӑн унӑн пуҫлӑхӗ явап тытнӑ.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын эстакадӑран пилорамӑна пӗренесем панӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл эстакада ҫине ӳкнӗ, ӑна пӗрене хӗстерсе лартнӑ. Ун чухне сывлӑхне самаях йывӑр сиен кӳнӗ.

Куншӑн директорӑн ҫумне, 58 ҫулти арҫынна, явап тыттарнӑ. Суд вӑл ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ тесе палӑртнӑ та штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72102
 

Республикӑра

Тарасова Нина Васильевна тӑватӑ кун каялла велосипедпа кайнӑ та ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Нина 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимӗрҫырма ялӗнчен, килтен, тухса кайнӑ. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Ӑҫталла кайнӑ вӑл? Паллӑ мар, никам та пӗлмест.

Хӗрӗн ҫӳҫӗ вӑрӑм та хура, куҫӗ хӑмӑр. Тухса кайнӑ кун хура футболка, хура шортик тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8(835-40) 2-15-52, 102, 8(800) 700-54-52, 112 е 89196699991 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта юсассипе ҫыхӑннӑ проекта патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара юсав ӗҫне хӑҫан тытӑнассине пӗлтӗмӗр. Калӑпӑшлӑ ҫав ӗҫ ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӗ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Вӑрӑм хатӗрленӳ тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Шупашкар аэропортне юсамалли проект (ку ӗҫ уйрӑмах хӑрушӑ тата техника енчен кӑткӑс шутланать) Раҫҫейӗн тӗп экспертизи витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти аэропорт Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентствине юсав ӗҫне тытӑнма ирӗк илме хутпа тухма хатӗрленет», — пӗлтерет министерство.

Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хысҫӑн унӑн лаптӑкӗ 5,5 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. 10 хута яхӑн усӑ курман иккӗмӗш хутпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Самолет патне иккӗмӗш хутран тухмалла тӑвӗҫ, аялта пассажирсене тӗрӗслемелли, регистрацилемелли тата багаж парса илмелли вырӑн пулӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти аэропорта тинех юсаса ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслессине, вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Юсав ӗҫне экспертсем тинех ырланӑ. Апла пулсан аэропорта ҫывӑх вӑхӑтра юсама тытӑнӗҫ. Кун пирки Шупашкарти аэропорт Инстаграмри хӑйӗн страницинче, сторисра, пӗлтернӗ.

Юсав ӗҫне 2022 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫласа пӗтересшӗн. Реконструкци вӑхӑтӗнче те аэропорт унчченхиллех ӗҫлӗ.

 

Республикӑра
ukrainianwall.com сайтри сӑн
ukrainianwall.com сайтри сӑн

Сехет йӗпписене куҫармалла-и е ҫук-и? Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ, парламент итлевӗ пулӗ.

Унччен республикӑри хуласемпе районсенче ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Сӑмах май, 2018 ҫулхи ҫулла Патшалӑх Канашӗнче ку ыйтӑва ҫӗленӗ. Ун чухне пур министр та сехет йӗппине куҫарассине хирӗҫ пулнӑ. Ҫав ҫулах ку ыйтӑва Чӑваш Енӗн общество палатинче пӑхса тухнӑ. Унта та чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑ.

Палӑртмалла: халӗ хӗвел ирхи 3 сехет ҫурӑра тухать, каҫхине 8 иртни 20 минутра тӗттӗмленет.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗнче эрнере 5 кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ. Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл шӑматкуна лекнӗрен тунтикун та кантарӗҫ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленмелле.

Кӑҫал Республика кунӗ кӗҫнерникуна лекет. Регионти саккунпа килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Анчах Раҫҫейри филиалсем, урӑх хулари компанисем ӗҫтешӗсене хӑйсен кӑмӑлне кура кантараҫҫӗ.

Ҫапах ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кансан та тепӗр кун тулли ӗҫ кунӗ шутланать.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Республикин «Тӗп бухгалтерийӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха прунӑҫлама Любовь Алексеевӑна шаннӑ. Маларах Любовь Валериановна директор тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев Любовь Алексеевӑна директор тилхепине тыттарни ҫинчен калакан йышӑнӑва паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

«Чекко» контрагентсене тӗрӗслекен сайтри хыпара шансан, Любовь Алексеева директор тивӗҫне кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар пулни пирки, куншӑн 51 ҫулти кил хуҫине айӑпласшӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкекре хӗрарӑм, унӑн икӗ хӗрӗ, 4-ри, 7-ри тата 10 ҫулти мӑнукӗсем вилнӗ. Арҫынна пӗр хӗрӗ вӑратнӑ. Анчах вӑл пурне те урама кӑларма ӑс ҫитереймен, хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те тухнӑ. Кӳршисем патне чупнӑ. Анчах таврӑннӑ тӗле ҫулӑм йӑлтах ярса илнӗ.

51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Ӑна судья колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

Палӑртмалла: пушар ҫенӗкре ларакан кивӗ холодильнике пула тухнӑ. Срокӗ тухнӑ пулсан та кил хуҫи унпа усӑ курма пӑрахман.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пӗр уйӑхри ӗҫ укҫинчен ҫуррине «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» фонда уйӑрма йышӑннӑ. Кун пирки Олег Алексеевич паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

«Фонд нуши валли уйӑхри ӗҫ укҫин 50 процентне уйӑрма заявлени ҫыртӑм», – тенӗ регион ертӳҫи.

Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов паянхи кун тӗлне республикӑра 3 миллион тенкӗ укҫа пухнине каланӑ. Марафон вӑхӑтне вӑл ҫурла уйӑхен 1-мӗшӗччен тӑсма сӗннӗ. Марафон нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем уйра пӑру виллисене тупнӑ. Вӗсем тӑпра ӑшӗнче пулнӑ, ҫӗрме пуҫланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫынсем пӗлтернӗ.

Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑру виллисене тислӗкпе пӗрле тухса тӑкнӑ. Ҫавна май тавралӑха лайӑх мар шӑршӑ сарӑлать. Пӑру виллисене ачасем хӗллех йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне курнӑ. Халӗ вара урӑх ҫӗрте те выртаҫҫӗ. «Вуннӑран кая мар», - пӗлтернӗ ҫынсем.

Вӗсем прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗрсем фермер хуҫалӑхӗн. Йӗркепе килӗшӳллӗн, выльӑх вилсен кун пирки ветеринари службине пӗлтермелле. Вӗсем анализсем туса выльӑх мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Вӗсене тӑпра айне тума юрамасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71871
 

Страницӑсем: 1 ... 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, [227], 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -21 - -23 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 24

1925
100
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын